Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗксӗм сăмах пирĕн базăра пур.
тӗксӗм (тĕпĕ: тӗксӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Арккӑран иртнӗ чухне лӑймакаллӑ, тӗксӗм кӳлленчӗкре шуса ӳкетчӗ.

Проходя под арками — поскользнулся в липкую, тёмную лужицу.

Лось Гусева пулӑшма васкать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Ан пӑрах, — Лось Аэлитӑран флакон илчӗ те кӗсйине чиксе хучӗ, — ку санӑн — парне, Аэлита: тӗксӗм тумлам, пӗлӗт, тӳлеклӗх.

— Не бросай, — он взял у неё флакончик и сунул в карман, — это твой дар, Аэлита: тёмная капелька, сон, покой.

Ӑрӑм-сурӑм (тухату) // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ихошка чӗнмест, юратуллӑ, тӗксӗм куҫӗсемпе тӗмсӗлнӗ…

Ихошка молчала, глядела матовыми, влюблёнными глазами.

Гусев хулана сӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Шыв авӑрӗлле ҫаврӑнса куҫакан ҫынсен капӑр ушкӑнӗсем, пӗчӗк сӗтелсем, хрусталь, — арҫынсен чӑпар халачӗсем, ҫилпе вӗлкӗшекен еймесем, хӗрарӑм кӗписем паркет евӗрлӗ тӗксӗм чул сарнӑ лапамра сӑнарланаҫҫӗ.

Двигающаяся водоворотами нарядная толпа, столики, хрусталь, пёстрые халаты мужчин, треплющиеся от ветра скатерти, женские платья, — отражались в паркетной, зеленоватой мостовой.

Гусев хулана сӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Гусев мӗн те-тӗр ыйтсан — тӳрех пурнӑҫлать, ун ҫине ялтӑрми тӗксӗм куҫӗсемпе пӑхать.

Чего бы ни просил её Гусев, — тотчас исполняла, глядела на него матоватыми глазами.

Гусев хулана сӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Карап аяларах анчӗ, тӗтӗмлӗ ту хушӑкӗ урлӑ вӗҫсе каҫрӗ, кӗҫех тӗксӗм, капӑр вӗтлӗхелле сӗвекленсе анакан ҫаран ҫине ларчӗ.

Корабль снизился, пролетел над дымным ущельем и сел на луг, покато спускающийся к тёмным и пышным зарослям.

Сенкер ӗшнере // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пусма варрине анса тӑрсан туйинчен тӗревленчӗ те — Ҫӗр ҫинчен килнӗ чӗрӗ чунсене путса кӗнӗ тӗксӗм куҫӗсемпе чылайччен тӗпчерӗ.

Сойдя до середины лестницы, опираясь на трость, он долго смотрел запавшими, тёмными глазами на пришельцев с земли.

Соацера // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Анчах кӗҫех горизонтӑн тӗксӗм, тӳрӗ йӗрӗнчен ҫутӑ ҫурла курӑнса кайрӗ, — уйӑхран пӗчӗкрех, унтан кактус уйӗ ҫийӗн ҫӗкленме пуҫларӗ.

Но вот, из-за тёмной и резкой черты горизонта появился светлый серп, меньше лунного, и стал подниматься над кактусовым полем.

Хӗвел анни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Стенасен тӗксӗм плитисен хушшинче ӳрме ӳсен-тӑранӑн типсе хӑрнӑ чӗлкӗмӗсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Высохшие волокна ползучих растений висели между тёмными плитами стен.

Пӑрахса хӑварнӑ пӳрт // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Марсиан — вӑтам пӳллӗ этем пекех, тӗксӗм сарлака курткӑпа.

Марсианин был, как человек среднего роста, — одет в тёмную, широкую куртку.

Марс // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Аппарат тӗксӗм тӳремлӗх ҫийӗнчи пӗлӗтсене касса-ҫурса вирхӗнет, уласа-мӗкӗрсе тата силленсе-чӗтренсе майӗпен-майӗпен анать.

Аппарат прорезывал облака над тусклой равниной, и, ревя и сотрясаясь, медленно теперь опускался.

Анса ларӑм // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Экватор тӑрӑх, — ку уҫӑмлӑ курӑнать, — тӗксӗм пилӗк пӑнчӑ, ҫавра пӗчӗк ункӑ евӗрскерсем, вырнаҫса тухнӑ, тӳрӗ йӗрсемпе ҫыхӑннӑ; вӗсем тан енлӗ виҫ кӗтеслӗхпе пӗр енӗ вӑрӑм виҫ кӗтеслӗх чӗрсе ӗренкеленнӗ.

По экватору были расположены, ясно видны, — пять тёмных точек, круглых пятен; они соединялись прямыми линиями, которые начертывали два равносторонних треугольника и третий — удлинённый.

Анса ларӑм // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Лось хӗвел еннелле ҫирӗплетсе хунӑ окуляра тӗксӗм кантӑк тӑхӑнтартрӗ.

Лось надел дымчатое стекло на окуляр, обращённый к солнцу.

Хура тӳпере // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Сирпӗнӳсем чарӑнми-талккӑш ӳлеве куҫрӗҫ, акӑ тӑватӑ аршӑнлӑ ҫӑмарта чалӑшшӑн, ракета евӗр, ҫынсем ҫийӗн ҫӗкленчӗ те хӗвел анӑҫнелле вирхӗнчӗ, ҫутӑ йӑрӑмпа чӑшлатрӗ те пӗлӗтсен йӑм хӗрлӗ, тӗксӗм ӗнтрӗкӗнче ҫухалчӗ.

Взрывы слились в сплошной вой, и четырехсаженное яйцо, наискось, как ракета, взвилось над толпой, устремилось к западу, ширкнуло огненной полосой, и исчезло в багровом, тусклом зареве туч.

Вӗҫев // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Каҫхи йӑм хӗрлӗ тӗксӗм шуҫӑм ҫути тӳпе ҫуррине юхса сарӑлчӗ.

Тусклый закат багровым светом разлился на пол-неба.

Вӗҫев // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Минтер ҫинче — арпашӑнчӑк, тӗксӗм ҫӳҫ.

На подушке — тёмные, спутанные волосы.

Ыйхӑсӑр ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Куҫӗсене антарса вӑл чӗлӗмне чӗртрӗ, — шӑрпӑк унӑн ҫирӗп питне, ҫӑварӗ тӗлӗнчи икӗ пӗркеленчӗке, сарлака сӑмса шӑтӑкӗсене, тӗксӗм вӑрӑм куҫ харшисене ҫутатать.

Опустив глаза, он раскуривал трубку, — спичка осветила снизу его крепкое лицо, две морщины у рта, — горькие складки, широкий вырез ноздрей, длинные, тёмные ресницы.

Лось мастерскойӗнче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Мӗнех ӗнтӗ, комендант юлташ, тӗксӗм халӑх… —

— Да что, товарищ комендант, народ серый… —

6. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.

Кӑнтӑрла пароход Китай ҫыранӗ патнелле ҫывхарсанах вӗсене китайцӑсен постисем пенӗ, ҫӗрле вӗсене сивӗ тӗтре чӗтретнӗ, — чикӗ тӑрӑх хунхузсем кӗтмен ҫӗртен сиксе тухса тапӑнассипе хӑратса, тӗксӗм сӑнлӑ Китай тӑсӑлса выртнӑ.

Днем обстреливали их китайские посты, как только пароход приближался к китайскому берегу, а ночью леденил холодный туман, и сумрачный стлался вдоль границы Китай, суливший нежданные хунхузские налеты.

4. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.

Ҫӗнӗ ятсенче, пуринчен ытла цифрӑсенче, вӑл мӑкланса ларнӑ тӗксӗм становищесем тӑрӑх нумай хӗн-хур тӳссе пурӑнса ҫапӑҫса илнӗ хӑйӗн ирӗкне пӗтерессине курнӑ.

В новых наименованиях и, главное, в цифрах ему чудилось кощунственное посягательство на его свободу.

1. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех