Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сывлӑш сăмах пирĕн базăра пур.
сывлӑш (тĕпĕ: сывлӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗрсен те вӗри сывлӑш кӑна вӗрет.

А коль и подует, все равно горячий.

Хӑвалӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ытла пӗр сывлӑш та ҫук».

А то дышать тут нечем.

Хӑвалӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӗвел чӑн та ҫӳле хӑпарнӑ ӗнтӗ, тусанлӑ сывлӑш витӗр пӗҫертмеллипех пӗҫертет.

Солнце в самом деле поднялось уже высоко и жарко палило сквозь пропыленный воздух.

Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Халь ӗнтӗ типсе ҫуркаланнӑ ҫӗр те аплах пӗҫертмест, сывлӑш та уҫӑлчӗ.

Потрескавшаяся от зноя дорога меньше палит босые ступни; воздух тоже посвежел, поостыл.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сывлӑш тухми пулчӗ.

Дышать стало нечем?

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӳмери пӑчӑ сывлӑш хыҫҫӑн вес-тибюльте пит-куҫа сулхӑн ҫапрӗ.

После душного экипажа приятно было окунуться в прохладу вестибюля.

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ашӑ сывлӑш сивӗнет, Сасӑ-чӗвӗ илтӗнмест; Пӗр йытӑ ҫеҫ вӗркелет, Ҫӑвар карма ӳркенмест.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Чӳхенчӗ сывлӑш тар пӑс пек.

Куҫарса пулӑш

XXXXII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Хӑрушӑ: тупӑсем кӗрлеҫҫӗ, Тӑрать тар сывлӑш чӗтресе, Унта-кунта ҫынсем ӗрлеҫҫӗ, Вӑрман ҫунать…

Куҫарса пулӑш

XXXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пӑшал сассисемпе чӗтренчӗ Нӳрленнӗ сывлӑш, шав тӗпренчӗ — Кӗрлерӗ вирлӗ тытӑҫу.

Куҫарса пулӑш

XXXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫӗр тӗлӗрет: канать ир умӗн, Кӑшт анаслас килет тӗнчен; Ҫӳҫентермест-тӗр сывлӑш хумӗ Касса халь Атӑл леш енчен.

Куҫарса пулӑш

XXXVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫу кунӗ янкӑр та тӳлек, Лӑп сывлӑш ачашлать пит ӑшшӑн, — Тӳнче, тен, хӑй те йӑпанасшӑн?

Куҫарса пулӑш

XXIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Каҫ сулхӑн, Атӑл леш енчен Нӳрленнӗ сывлӑш хумӑн-хумӑн Касса чуп турӗ питӗнчен.

Куҫарса пулӑш

XX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Сасартӑк, тем таҫти ҫӗртен Ҫитсе, ыр сывлӑш лӑпкӑн, уҫҫӑн, Кӗҫ ӑшӑ хумӑн сарӑлать.

Куҫарса пулӑш

XIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Сӑрта утать вӑл васкаса, Тӑрать кӑшт сывлӑш ҫавӑрма.

Куҫарса пулӑш

VII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫапах та ҫилсӗрех Нӳрленнӗ сывлӑш хумханать…

Куҫарса пулӑш

IV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Нӳрленчӗ сывлӑш, пӗлӗт туртрӗ, Кӗҫ чарӑнчӗ ял кашлама — Лӑпланчӗ аслӑ Чашлама.

Куҫарса пулӑш

IV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Куҫа ҫӗр-ҫӗр тӗс ачашлать, Тӳпе тӑп-тӑрӑ, сывлӑш тутлӑ, Ҫан-ҫурӑмра чӗр вӑй ташлать.

Куҫарса пулӑш

II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫапах та Левентее пӳртре тӑвар, пулӗмсенче ӑна сывлӑш ҫитмест.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кунта та сывлӑш вӗри, ҫапах та хӗвел хӗртмест, ытла пӑчӑхса ҫитнӗрен кӗрсе канма пулать.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех