Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пенӗ (тĕпĕ: пер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑшмансем казаксен генералне тӗллесе пенӗ, анчах та унӑн арӑмӗпе кучерне лектернӗ; генерал кӳмине ун чух темиҫе ҫӗртен ала пек шӑтӑклантарса пӗтернӗ, ҫапах та генерала хӑйне пуля тивеймен.

Стреляли в казачьего генерала, попали в генеральскую жену и кучера, изрешетили во многих местах коляску, но генерал уцелел.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хура пӗлӗтрен йӗпсӳ кӗрпе ҫӑвать, Дон ҫинче, тупӑ пенӗ пек шартлата-шартлата, пӑр ҫурӑлать.

С черного неба падала иглистая пороша, на Дону раскатисто, пушечными выстрелами лопался лед.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тахҫанах, пӑшал пенӗ ҫӗрте, Алексейӗн аллинчи винтовки ҫурӑлса кайнӑ иккен те, затвор татӑкӗ питҫӑмартине аркатса пӑрахнӑ.

Давно на стрельбище разорвало в руках Алексея винтовку, кусок затвора изуродовал щеку.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пенӗ сас кӗрлесе кайрӗ…

Выстрел загремел…

III // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

«Ҫук, ҫӗленсем, ун пек пулмасть!» — хӑй ӑшӗнче кӑшкӑрчӗ Юргин, хӑйӗнчен сылтӑмра та, сулахайра та пӗтӗм парк тӑрӑх салтаксем кӗрт ӑшне пута-пута, кӑшкӑрашса пӑшал пенӗ еннелле ыткӑннине курсан.

«Не-ет, гады, не выйдет!» — мысленно закричал Юргин, видя, что и вправо и влево от него, по всему парку, навстречу звукам стрельбы, перекликаясь, увязая в снегу, несутся солдаты его роты.

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Кӗтмен ҫӗртен урамра кӑшкӑрашнисем, пӑшал пенӗ сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ.

Вдруг на улице раздались крики, выстрелы.

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вася Сойкин Шошинран иртсе, пӑшал пенӗ хыҫҫӑн пӑши аҫипе ами пуҫласа сиксе ӳкнӗ чухне юра йӗрлесе хӑварнӑ пӗчӗк уҫланка чӑтӑмсӑррӑн пӑхса илчӗ.

Вася Сойкин, обогнав Шошина, нетерпеливо окинул взглядом маленькую полянку, на которой лось и лосиха, делая первые после выстрела прыжки, глубоко взрыхлили снег.

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Пӑшал пенӗ сасса тата хуҫи чӗннине илтсе, хӗрлӗ йытӑ темиҫе хут сиксе илчӗ те таркӑна шӑпах Буланый ҫине кӑкӑрӗпе выртнӑ самантра хӑваласа ҫитрӗ.

Учуяв выстрел и гиканье хозяина, рыжая собака в несколько прыжков настигла бегуна в тот самый момент, когда он упал грудью на спину Буланого.

X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Пенӗ, пӗтӗмпех хатӗр, — шантарнӑ минометчиксем.

— Да, все готово, — заверили минометчики.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Пӑшал пенӗ сасӑсемпе ҫынсем кӑшкӑрашни Ольховка сӑрчӗ ҫинчен хыттӑн янӑраса таврана сарӑлать.

Звуки выстрелов и человеческие голоса гулко разносились с высоты Ольховского взгорья.

XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫывӑхри станцире, Журавлихӑра, партизансем апат-ҫимӗҫ складне ҫунтарса ячӗҫ, унтан инҫех мар ҫар поездне пулеметсенчен пенӗ.

На ближайшей станции Журавлихе — партизаны сожгли продовольственный склад, а недалеко от нее обстреляли из пулеметов воинский поезд.

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӑл пенӗ тӗлте шӑпах пулчӗ.

Там, куда он стрелял, стало тихо.

XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Инҫетре тупӑран пенӗ сасӑсем илтӗнеҫҫӗ.

Вдалеке били орудия.

XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Хӗвелтухӑҫ енче, пӗчӗк ращасемпе хупланнӑ аякри сӑртсем хыҫӗнче, тупӑ пенӗ сасӑ илтӗнсе кайрӗ те темиҫе секундранах снаряд шӑхӑрни илтӗнчӗ.

На востоке, за второй грядой высот, покрытых рощицами, глуховато стукнуло орудие, и через несколько секунд донесся свист снаряда.

XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Туять вӑл, хӑй таврашӗнче никам та ҫук, пӑшал пенӗ сасӑсем те илтӗнмеҫҫӗ ӗнтӗ, анчах ӑна, темшӗн-ҫке, ҫак вырӑнтах юлма питех те хӑрушӑ.

Он чувствовал, что вокруг никого нет и стрельба уже затихла, но ему почему-то было страшно оставаться именно на этом месте.

X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Укӑлча тулашӗнче винтовкӑсенчен пӗр харӑс пенӗ сасӑ илтӗнчӗ.

За околицей деревеньки раздался винтовочный залп.

VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ял хыҫӗнче пӑшал пенӗ сасӑсем лӑпланма пуҫларӗҫ.

За деревней стихала стрельба.

V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Пӑшал пенӗ сасӑсем ӗнтӗ укӑлча тулашӗнче илтӗнеҫҫӗ.

Стрельба продолжалась за околицей деревушки.

V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Винтовкине авӑрласан, вӑл, малалла ыткӑнас тесе, мӗншӗн апла тума кирли ҫинчен шухӑшламарӗ пулин те, ҫӗкленчӗ, анчах сылтӑмра — пӗчӗкҫеҫ сарай патӗнче — кӑшкӑрашни тата винтовкӑран пенӗ сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ.

Зарядив винтовку, он поднялся, чтобы броситься вперед, хотя и не подумал о том, для чего это нужно; в правой стороне — у сарайчика — раздались крики и выстрелы из винтовок.

V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Кӑштах вӑхӑт иртсен площадьре кӑшкӑрнисем тата пӑшал пенӗ сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ.

Немного погодя от площади раздались крики и выстрелы.

XX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех