Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Мучи сăмах пирĕн базăра пур.
Мучи (тĕпĕ: мучи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Хулана килнӗ пек чух лавккисене те кӗрсе курам-ха, — шутларӗ мучи, ҫынсем хыҫҫӑн малалла хӗсӗнкелесе иртсе.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Якур мучи те тек калаҫса тӑмарӗ, мӑнукӗн вырӑнӗ ҫинче кӑштах выртса канчӗ те хула курма тухса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

— Чим, тӑхлач, мана ан чар-ха эсӗ, — ҫийӗнчех пӳлсе хучӗ ӑна мучи, — вӑт шутла-ха, ӗлӗк эпир авланас, качча каяс пулсан мӗн тунӑ?

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Мучи ним тума аптӑраса шап-шурӑ сухалне пӗтӗркелеме пуҫларӗ (пӑлханнӑ чухне хӑй сисмесӗрех сухалне пӗтӗрме, чӗпӗтсе туртма тытӑнать вӑл), унтан кутамккине ҫӗклесе сӗтел ҫине ялти кучченеҫсем кӑларса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Якур мучи кутамккине хывса урайне хучӗ те кӑтартнӑ вырӑна ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Якур мучи хулара пӗлтӗр кӑна пулнӑ-ха, ҫавӑнпа та мӑнукӗ пурӑнакан хваттере ҫӑмӑллӑнах шыраса тупрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Ку ача-пӑчапа ҫула тухса тем курса ларас пулӗ-и ӗнтӗ?» — кӑмӑлсӑррӑн шутларӗ мучи.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Анчах мучи яш ҫине шанчӑксӑррӑн пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Сӑнран пӑхсан та мучи ҫитмӗл ҫулхи пек пӗркеленсе пӗтнӗ пит-куҫлӑ мар.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Сывлӑхӗ енчен мучи аптӑрамасть-ха.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Вӗсен ялӗнчен района машинӑсем ҫӳреҫҫӗ-ха, анчах ҫакӑн пек ӑш вӑркана чухне мучи машина кӗтес темерӗ, ҫынсем хускаличченех ҫула тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Ҫӗр каҫипе йӑшталанса выртрӗ мучи вырӑнӗ ҫинче.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Ҫук, пӗрре те килӗштермест Якур мучи хальхи ҫамрӑксене.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Лисук кинемей аллинче Хӗл Мучи кучченеҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Ҫӗнӗ ҫул саламӗ сана, тусӑм! — Лена хӑлхи патне пӗшкӗнсе пӑшӑлтатрӗ Хӗл Мучи.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Юрпикепе Хӗл Мучи юнашар тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Куҫӑмлӑ вальс, — чылайӑшӗ пӗлекен ташӑ ятне каларӗ те Хӗл Мучи, ҫавӑнтах ташӑ кӗвви янӑраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Вӑт, ман мӑнукӑм та ҫитрӗ, — терӗ Хӗл Мучи, Юрпикене аллинчен пырса тытса.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хӗл Мучи чӑрӑш умӗнче ӗнтӗ, хӑвӑртрах тухӑр, — алӑка уҫса хуллен кӑшкӑрчӗҫ арҫын ачасем.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫавӑнтах алӑка шаккани илтӗнчӗ, унтан кӗҫӗн залри алӑкран шап-шурӑ сухаллӑ Хӗл Мучи кӗрсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех