Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кӗнеке сăмах пирĕн базăра пур.
Кӗнеке (тĕпĕ: кӗнеке) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫук, ҫук, «Декамерон» та мар-ха Липа тытнӑ кӗнеке

Куҫарса пулӑш

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Аллинче — кӗнеке.

Куҫарса пулӑш

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Адрес: Чӑваш АССРӗ, Шупашкар хули, Чӑваш кӗнеке издательстви.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ ачасем! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с. — 124 с.

Эсир те, хаклӑ ачасем, кӗнеке вуласа тухсан, хӑвӑрӑн шухӑш-кӑмӑлӑра ҫырса пӗлтерӗр.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ ачасем! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с. — 124 с.

Малтан вӗсем пӗрле кӗнеке вуланӑ.

Куҫарса пулӑш

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпӗ ҫав кӗрӗк ҫинче шӑппӑн кӑна кӗнеке вуласа выртатӑп.

Куҫарса пулӑш

А — Я // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫтаппан, шкулта икӗ класс пӗтернӗ, анчах ҫакӑн хыҫҫӑн ӗмӗрне те алла хаҫат-журнал е кӗнеке тытса курман, суйлавсене е ытти халӑх пухӑвӗсене хутшӑнман арҫын, килте арӑмне кӳлнӗ лаша вырӑнне ӗҫлеттерни ҫитместчӗ, ӑна патак айӗнчен те кӑлармастчӗ тата.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Сӗтел ҫинче Наталья Карпышева ҫырнӑ «Сирӗн килти йытӑ» ятлӑ ледерин хупӑллӑ кӗнеке, хӗстеркӗчпе хӗстернӗ форматсӑр хутсем выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ку ӳкерчӗке кайран упрасах пурӑнтӑм, халӗ те таҫта пӗр-пӗр кӗнеке хушшинче выртать пулӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

1956 ҫулта виҫӗ психолог — Фестингер, Рикен тата Шахтер — «Мӗн пулассине калани пурнӑҫланмасан» («When Prophecy Fails») кӗнеке ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Улшӑнми шухӑш ҫинчен. Ӑс е кутӑнлӑх? (Conceptual conservatism) // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1290

Кӗнеке фондне ҫӗнетес ӗҫ «Культура» наци проекчӗ шайӗнче пурнӑҫланать.

Обновление книжного фонда осуществляется в рамках национального проекта «Культура».

Муркашри ача-пӑча вулавӑшӗн кӗнеке фондне ҫӗнетме 1 миллион тӑкаклӗҫ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34453.html

Муркаш муниципаллӑ округӗнчи А.Г. Николаев ячӗллӗ ача-пӑча вулавӑшӗнче кӗнеке фондне ҫӗнетме палӑртнӑ.

В детской библиотеке имени А.Г. Николаева Моргаушского муниципального округа запланировано обновление книжного фонда.

Муркашри ача-пӑча вулавӑшӗн кӗнеке фондне ҫӗнетме 1 миллион тӑкаклӗҫ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34453.html

Кӗнеке тавраш юратмасть вӑл, апат-ҫимӗҫ пӗҫерсе чӑрманмасть, час-часах ресторансене ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ашшӗ ывӑлне чӑрмантарас мар тесе пулас, кӗнеке тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ревлен ашшӗ, куҫса ҫӳрекен урапа ҫинче лараканскер, кӗнеке ҫӳлӗкӗ умне куҫса пычӗ, унтан конверт туртса кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Хӗрача пӗр хушӑ каҫхи шӑплӑха тӑнласа итлерӗ, унтан сӗтел хушшине ларса кӗнеке вулама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ираида Васильевна пырса кӗнӗ чухне те вӑл кӗнеке умӗнче ларатчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хӗр аптранӑ енне кӗнеке тытса ларчӗ ҫеҫ — пӳлӗме кӳршӗ касра пурӑнакан Зина кӗрсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хӑйне евӗрлӗ справкӑпа биографи кӑларӑмне хатӗрлес шухӑш тахҫанах ҫуралнӑ, пултарулӑх ӗҫченӗсен союзӗ 90 ҫул ҫитнӗ тӗле кӗнеке кӑларма вара 2010 ҫулта республикӑн Журналистсен союзӗн XVII съездӗнче йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Энциклопеди - «Раҫҫей журналистикин ылтӑн ҫӳлӗкӗ» ҫинче // Надежда ОСИПОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 6 с.

Культура ӗҫченӗсем Литература тата К.В.Иванов ҫулталӑкӗнче те хастар ӗҫлессе, халӑха кӗнеке тата хаҫат-журнал ытларах вуламашкӑн хӑнӑхтарас тесе те тӑрӑшасса шаннине пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Елчӗк районӗ - чӑвашлӑх утравӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 2 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех