Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ашӑ сывлӑш сивӗнет, Сасӑ-чӗвӗ илтӗнмест; Пӗр йытӑ ҫеҫ вӗркелет, Ҫӑвар карма ӳркенмест.
Ҫимӗк каҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
Ирех тӑрать, тумланать, Нарспи ӗҫе тытӑнать: Е пурҫӑн ҫип илет те Юрла-юрла тӗрӗ тӑвать; Е ҫӗлеме ларать те, Ҫӗвви шӑрҫа пек пулать — Сӳс хӳреллӗ хурҫӑ йытӑ Пӗр кӗрет те пӗр тухать; Е пир тӗртме ларать те Вылянтарать ӑсине; Е хултӑрчӑ тытать те Ҫипне тиет ҫӗррине; Е сак ҫинчи кушакӗ Питне ҫӑва пуҫласан, Апат хатӗр хӑнашӑн Алли-ури ҫӑмӑлран…
Сарӑ хӗр // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
«Ҫук, ҫук, ан пурӑнтӑр ҫав йытӑ».
XXXX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Вӑйсӑрлӑхне-тӗр вӑл ӑнланчӗ — Аптранӑ йытӑ пек вӗрет:
XXXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Ку Ишута пит ҫӗтӗлтерчӗ: «Нимех те мар; ял-йыш — кӗтӳ; Хӑш чух вӑл йытӑ пек лӑрккать…
XXI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
— Кушакпа йытӑ пек пурӑнмастӑр, сирӗн хушӑрта нимӗн те ҫук.
XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Сӑмахпа вӑл ырлать, эпӗ пӗлетӗп, ӗҫре ав кушакпа йытӑ пек пурӑнатпӑр.
XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ун ҫинчен килте йытӑ пӑтратман, ял ҫинче яшка пӗҫернӗ, тесе калаймӑн, вӑл ӗҫре те маттур, чӗлхерен те ӳксех юлас ҫук.
XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӗре пӗлмен йытӑ яла кашкӑр кӳнӗ тесе ахаль каламан ҫав.
4. Тукай ялӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Халех йытӑ пулатӑн та хам-хам! тесе вӗрме пуҫлатӑн.
1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Пӗр йытӑ та вӗрсе кӑтартмарӗ хирӗҫ чупса тухса.
1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
«Аха, ҫаклантӑн-и, йытӑ ҫури?
14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Картишӗнче пӗр тӑруках темиҫе йытӑ вӗрсе ячӗ.
9. Юлашки ҫуна ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Шалтан йытӑ тулашнӑ сасӑ илтӗнчӗ.
8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Хӑйне шӑтӑкра кам кӗтсе выртнине пӗлекен йытӑ пӗчӗк ача пек йынӑшрӗ, тапаҫланчӗ, анчах хӑрушӑ ҫӑткӑн кайӑк патне ниепле те кӗресшӗн пулмарӗ.
8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Йытӑ вӑл йӑнӑшмасть, шӑршинченех пӗлет.
8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫапла пӗрре мала кайса, тепре кая юлса ҫаврӑнкаласа ҫӳренӗ хушӑра йытӑ ҫывӑхрах раснах хыттӑн вӗрсе ячӗ те хӑйне такам ҫыртнӑ пек нӑйкӑшса хуҫа патне таврӑнчӗ, хӳтлӗх шыранӑ пек, часрах ун ҫумне йӑпшӑнчӗ.
8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Йытӑ ҫырмапа юр ашса пыма юратмарӗ, часрах мӗн те пулин кӑларса парас тесе ытларах вак ҫӑткӑн кайӑксен йӗрӗсем тӑрӑх чупрӗ.
8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Кашкӑр вӗсене курсан капкӑна ҫӗклесе ура ҫине тӑма хӑтланать, асав шӑлӗсене кӑтартса йытӑ пек хӑрлатса илет, анчах ури ыратнипе каялла тӗшӗрӗлет.
4. Тимӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Пирӗн мӗн пур пуянлӑх — ухӑ пӗкечи, мӗн пур выльӑх та — пӗртен-пӗр йытӑ ҫеҫ.
1. Таркӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.