Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Г (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Интернационалист-воинсене халалланӑ мероприяти малалалла Г.Е.Егоров ячӗллӗ Вӑрмарти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта иртрӗ - кунта ҫарпа патриотизм юррисен конкурсне йӗркеленӗ, пневматикӑлла винтовкӑран тӗл персе мала тухассипе турнир ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Тивĕçе, чыса мала хурса пурнăçланă // В.ТОЛМАТОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.02.26

Вӗсем Л.В.Таллеровӑн «Ыр-хаяр» романӗ (2014 ҫ.), Г.А.Максимовӑн «Вӑхӑта парӑнман юрату» повеҫсемпе калавӗ (2014 ҫ.), М.Каҫалсем «Вӑй-хал кӗрет чӑн юрату хӑвачӗ» хальхаҫҫӑн ҫырнӑ сӑвӑсем (2014 ҫ.) кӗнекисем кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи лайăххине пĕрле палăртар // А.ВОЛКОВА. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

Малалла эпӗ Григорий Лаврентьевича моряксен хушшинче чи сумлӑ награда шутланакан «За дальний поход» паллӑпа чыслама тӑратнӑ архив справкинчи йӗркесене илсе кӑтартасшӑн: «1962 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗнчен пуҫласа Г. Л. Лаврентьев дизель шыв ай кимми ҫинче хӗсметре тӑнӑ. Асӑннӑ кимӗ 1962 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗччен Куба утравӗ ҫинче ятарлӑ задани пурнӑҫланӑ».

Далее я хочу показать вам строчки из архивной справки о предоставлении на чествование самой значимой наградой среди моряков «За дальний поход» Григория Лаврентьевича: «С 28 сентября 1962 года Г.Л. Гаврентьев служил на дизельной подводной лодке. Указанная лодка с 1 октября по 7 ноября 1962 года на острове Куба выполняла специальное задание».

Шăпа кулач çитермен // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех