Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Вӗренӳ сăмах пирĕн базăра пур.
Вӗренӳ (тĕпĕ: вӗренӳ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Габриэль Парижӑн сумлӑ пайӑр вӗренӳ заведенийӗнче — Эльзас шкулӗнче вӗреннӗ; тӗл пулакан сведенисем тӑрӑх унта вӗренекенсем ӑна хӗсӗрленӗ.

Габриэль учился в престижном частном светском учебном заведении Парижа — Эльзасской школе[fr]; по имеющимся сведениям подвергался там травле со стороны учеников.

Габриэль Атталь // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%93%D0% ... 0%BB%D1%8C

Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн директорӗ И.А.Соловьева мероприятие хутшӑнакансем валли вӗренӳ заведенийӗнче экскурси ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Проектпа паллаштарнӑ, Паттӑрлӑх урокӗ ирттернӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d1%8 ... %be%d0%ba/

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ ҫывхарнӑ тапхӑрта Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулне авариллӗ тесе палӑртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле тӑрӑшсан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерӗпӗр // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d3%9 ... %80%d3%97/

Ҫак савӑнӑҫа вӗсемпе пӗрле пайлама кӑмӑл тунисем хушшинче Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Угаслов, Чӑваш Ен Культура, национальноҫ ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин пай пуҫлӑхӗ Инна Ильина, халӑх пултарулӑхӗн «Трактор тӑвакансен Культура керменӗ» республика центрӗн директорӗн ҫумӗ Валентина Яковлева, Муркаш муниципалитет округ администрацийӗн вӗренӳ, ҫамрӑксен политикин тата физкультурӑпа спорт пайӗн пуҫлӑхӗ Зоя Дипломатова, культура тата архив ӗҫӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ Любовь Рыжкова, Муркаш муниципалитет округӗн централизациленӗ клуб системин директорӗ Игорь Смирнов тата ыттисем те пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫул парни - ҫӗнӗ клуб // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... i-c-n-klub

Регион Пуҫлӑхӗ ҫарпа сывлӑш вӑйӗсенче, вӗҫевсемпе тата самолетсемпе тивӗҫтерме специалистсем хатӗрлекен вӗренӳ пайӗнче хӗсметре тӑни ҫинчен каласа кӑтартнӑ ҫамарӑксене.

Куҫарса пулӑш

«Паттӑрлӑх» урокӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ хӑюлӑх, тивӗҫ тата чыс ҫинчен каласа кӑтартнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/26/patt ... -en-puclah

Чӑваш Ен вӗренӳ енӗпе регион-лидерсенчен пӗри шутланать.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Канашӗн ларӑвне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/28/racc ... ravne-chav

Информушкӑнпа пӗрле ку мероприятире округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗренӳ пайӗн начальникӗ Н.А.Комиссарова, округӑн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене тӑвакан М.М.Зайнуллин, округ депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ Р.Х.Идиатуллин хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ ыйту пӑхса тухнӑ, агролаборатори уҫнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d1%82%d3%9 ... %be%d1%80/

Ҫак кун ЧР Вӗрентӳ министерстви «Издательство «Просвещение» АО-па 5—7-мӗш классенче вӗренекенсем валли регион историйӗпе вӗренӳ материалӗсем пичетлесе кӑларасси ҫинчен килӗшӳ алӑ пуснӑ.

Куҫарса пулӑш

Куравра — Вӗрентӳ министерстви // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d0%ba%d1%8 ... %b2%d0%b8/

Халӑха ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшассипе, ҫӗнӗ вӗренӳ заведенийӗсем тӑвассипе, ҫулсене юсассипе, пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫӗ-хӗлӗпе, медицинӑпа, экологипе ҫыхӑннӑ ыйтусем ытларах килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев тӳрӗ лини ирттернӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d0%be%d0%b ... %bd%d3%97/

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче ача лайӑх вӗренессе шантарать.

Куҫарса пулӑш

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

…Виталий мӗн пур вӗренӳ ҫулӗсенче пур предметпа чи лайӑх паллӑсемпе ӗлкӗрсе пынӑ тата пулас профессине хӑнӑхмалли практикӑлла занятисенче те пултаруллӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Кану кунӗсенче, тен, хушма вӗренӳ сехечӗсем те ирттерӗпӗр.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланни виҫӗ уйӑх ытла иртсе кайрӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Татьяна Григорьевнӑна вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ малтанхи кунсенчех ачасем килӗштерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ӑнланма пулать: иртнӗ вӗренӳ ҫулӗ пӗтсен илсе хунӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Юлашкинчен унӑн та ытти учительсемпе пӗрле ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчи Пӗлӳ кунне хатӗрленмелли пирки каларӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

…Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланиччен виҫӗ кун юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Вӗренӳ практики те ку.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Левентипе амӑшӗ шкулти вӗренӳ, тӗрлӗ ӗҫри ыйтусене пӗрле сӳтсе яватчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

…Уйӑх ҫурӑран, ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланасси икӗ эрне ытларах юлсан, Пантей ячӗпе районтан йыхрав хучӗ ҫитрӗ, ӑна республика тӗп хулине чӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех