Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫичӗ сăмах пирĕн базăра пур.
ҫичӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хуларан ҫичӗ ҫухрӑмри пристане лавсем сехет хушшинчех кая-кая килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫичӗ ҫухрӑма канса килесси нимех те мар.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫичӗ хут.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫичӗ ӗмӗр хушши хӗн-хур курнӑ чӑваш халӑхӗ хӑйӗн ӗлӗкхи мухтавлӑ вӑхӑтне каялла тавӑрма тинех май тупрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Арҫынсем хӑйсем валли атӑ-пушмак, ҫичӗ пушӑт ҫӑпати хатӗрлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑл хӗрарӑм гимназинче ҫичӗ ҫул вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Хусана, аслӑ шкула кӗме хатӗрлекен курса, кайса кӗнӗ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑхӑт ҫичӗ сехет ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫичӗ ҫул турӑ саккунӗсене вӗрентни харама кайрӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫичӗ чӑваш, пурте пӗр сасӑллӑн алӑ ҫӗклесен те, вӗсем ниепле саккуна та ни йышӑнма, ни хирӗҫлеме пултарас ҫук.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫичӗ ҫул пӗрле ларса вӗреннӗ, епле пӗрне-пӗри шанмалла мар, — кӳренсе каларӗ Павлуш.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Халӗ, кӗркунне, пристаньсем хуларан ҫичӗ ҫухрӑмра — Казанка шывӗ Атӑла юхса кӗнӗ ҫӗрте.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Микулай Уҫӑпӑч вилнӗренпе ӗнтӗ ҫичӗ ҫул иртрӗ — ҫисех кайман унтанпа, сутса укҫа тунӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Тупри нумай пулнӑ, тет, савнӑ хӗрӗн: тӑхӑрвун машӑр ҫӑпата, сакӑрвун саккӑр сарӑ — пилӗкрен ҫакмалли хӗрарӑм эрешӗ, ҫитмӗл ҫичӗ кӗпелӗх тӗрӗ хатӗрленӗ пулнӑ, тет.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫитмӗл ҫичӗ аскӑнчӑкран пӗри ыра ӗҫ тунӑ иккен ҫапах!

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тӑванӗпе тӑванӗ сӑра ӗҫнӗ чух Ҫичӗ ютсем пӑхса (та), ай, тӗлӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енре пурӑнакан ҫичӗ пин ытла ҫыннӑн ӗҫӗ-хӗлӗ ҫӑмӑл промышленноҫпа ҫыхӑннӑ, вӗсене пысӑк предприятисем хӑйсене пурнӑҫра лайӑх туйма тата малашлӑха шанчӑклӑн пӑхма май параҫҫӗ.

В настоящее время с легкой промышленностью связана трудовая деятельность более семи тысяч жителей Чувашии, которым крупные предприятия дают стабильность и уверенность в завтрашнем дне.

Олег Николаев Пир-авӑр тата ҫӑмӑл промышленноҫ ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/06/12/ole ... ikov-legko

Ҫеҫпӗл ҫичӗ ютӑ хушшине ӗҫлеме кайни ҫинчен, ялӗ ҫинчен ерипен юрласа пырать.

Лишь Сеспель тихонько напевал что-то о родной деревне да о том, как они едут теперь на чужбину гнуть спину.

III // Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫырнисен пуххи. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 355 с. — 162-177 c.

Унтанпа ҫичӗ ҫул иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Михаил Николаевич Елюка хӑйпе пӗрле чӗнесшӗн пулнӑ, анчах вӑл ӗҫрен ҫичӗ сехетре тин таврӑнать, типографира ӗҫлет, экспедитор шутӗнче.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хусан хули — пристаньрен ҫичӗ ҫухрӑмра, Казанка шывӗ хӗрринче.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех