Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ытти сăмах пирĕн базăра пур.
ытти (тĕпĕ: ытти) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Гульбану аппа каланӑ тӑрӑх, «Линда» ӑратлӑ хурсем ытти ӑратсенчи хурсемпе танлаштарсан питӗ хӑвӑрт ӳсеҫҫӗ, чир-чӗре те питех парӑнмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хур – усӑллӑ, тупӑшлӑ шыв кайӑкӗ // Гулия Фаизова, Раниля Алиуллова. http://chuprale-online.ru/news/tp-khypar ... -syv-kaiak

Амӑшӗ пилӗк ачапа тӑрса юлать (ытти ачисем ашшӗ вӑрҫӑран таврӑннӑ хыҫҫӑн ҫуралнӑ).

Куҫарса пулӑш

11 ҫултанпах ӗҫре // Римма Мавлютова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... tanpax-cre

Пӗр сӗтел хушшине пухӑннӑ виҫӗ ӑру, Ӗҫ Геройӗн йӑхне тӑхакансем унӑн кӑтартуллӑ пурнӑҫне малалла тӑсса, медицина, ҫутӗҫ, экономика енӗпе ӗҫлеҫҫӗ тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Ӑрусен вӑчӑри татӑлмасть // Гулия Фаизова. http://chuprale-online.ru/news/tp-khypar ... -tatalmast

Тӗрлӗ конкурссем, спорт ӑмӑртӑвӗсем, ӳкерӳ енӗпе ӑсталӑх класӗсем тата ытти те куллен иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырлӑхпа шанӑҫ ҫурчӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/sotsiall-kh- ... ch-3794851

Шифоньертан хӑйӗн дембельти ҫар реликвине — пограничникӑн симӗс картузне тата ытти ҫар ҫыннисем пекех профессилле тумланнӑ Исаак Александрович хӑйӗн хуҫалӑхне кӑтартма шут тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чикӗри служба пиҫӗхнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... hn-3794856

Пирӗн музее кӑна мар, Чӑваш Енри ытти паллӑ вырӑнсене те ҫитсе килнӗ вӗсем ҫӳл-ҫӳревре, ҫав шутра Куславкка округӗнчи Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисен строителӗсене асӑнса лартнӑ мемориала та», - каласа парать Галина Корытникова.

Куҫарса пулӑш

Экскурсисем кӑсӑклӑ иртеҫҫӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12036-ekskur ... -kl-irtecc

«Пӗлтӗр 5-9 классенче вӗренекен 3 пин ытла шкул ачи Чӑваш Ен тӑрӑх ҫулҫӳревре пулнӑ. Кӑҫал вӗсен шутне 5 пин таранччен ӳстерме палӑртнӑ — 1-4 тата 10-11 классенче вӗренекенсене те явӑҫтармалла. Унсӑр пуҫне шкул ачисем валли музейсенче, театрсенче тата туризм пӗлтерӗшлӗ ытти вырӑнсенче чӗрӗ урок формачӗпе мероприятисем ирттерме пуҫланӑ», - палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Куҫарса пулӑш

Экскурсисем кӑсӑклӑ иртеҫҫӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12036-ekskur ... -kl-irtecc

«Ҫӗр улми тухӑҫлӑ пултӑр тесе ӑна вӑхӑтра апатлантаратпӑр, шӑрӑхра шӑваратпӑр тата ытти те. Техники ҫӗнӗ пирӗн, хуҫалӑхри ӗҫченсем те шанчӑклӑ ҫынсем, ҫавӑнпа ӗҫре ӑнӑҫу пуласса шанатӑп», — терӗ Геннадий Николаевич.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑшуллисен ӑнӑҫу пулатех // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12034-t-r-sh ... u-pulatekh

Енчен те ытти ҫулсенче купӑста анисем Сиккасси сали ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ пулнӑ пулсан, кӑҫал пахча-ҫимӗҫе Яманкасси ялӗ енне куҫарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Купӑста анисем 10 гектар йышӑнӗҫ // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/05/31/%d0%ba%d1 ... a%d0%bdec/

Ҫак тӗллевпе ушкӑнри ытти ҫын граждансен паспорт даннӑйӗсене туяннӑ, вӗсемпе усӑ курса паспортсен суя копийӗсене хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Банксен укҫине куҫ хывнӑ // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/3 ... b2%d0%bda/

СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1966 ҫулхи пушӑн 22-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессине аталантарас, аш-какай, сӗт-ҫу, ҫӑмарта, ҫӑм тата ытти продукци туса илессине ӳстерес ӗҫре ҫитӗнӳсем тунӑшӑн Гутрина Татьяна Васильевнӑна Ленин орденӗпе тата «Ҫурлапа мӑлатук» ылтӑн медаль парса Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗн ятне панӑ.

Указом Президиума Верховного Совета СССР от 22 марта 1966 года за достигнутые успехи в развитии животноводства, увеличении производства и заготовок мяса, молока, яиц, шерсти и другой продукции Гутриной Татьяне Васильевне присвоено звание Героя Социалистического Труда с вручением ордена Ленина и золотой медали «Серп и Молот».

Гутрина Татьяна Васильевна // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D1%83%D ... 0%BD%D0%B0

Ҫак тата ытти сӑлтавсем чылай хуҫалӑх ертӳҫине ҫӗрулмипе ӗҫлессинчен хӑратса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пултаруллӑ ҫынсем пурӑнаҫҫӗ, ӗҫлеҫҫӗ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/31/%d0%bf%d1%8 ... %ab%d3%97/

Округра ҫуракисӗр пуҫне ытти ӗҫсем те пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑна тухса паллашнӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/31/%d0%b2%d1%8 ... %bd%d3%91/

Анчах ӗҫ, ытти пирки ан калаҫӑр.

Разговоры о работе и проблемах должны быть под строгим запретом.

21-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӗҫ нумаййи сире ытти тытӑмра таланта кӑтартма чӑрмантармӗ.

Загруженность на работе не помешает вам проявить многообразие талантов в других сферах жизни.

21-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Туҫа территори пайӗн пуҫлӑхӗ Алена Мальцева ытти ялсенче те ҫак кунсенчех ҫакнашкал субботниксем ирттересси пирки пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӑваплӑ вырӑн ялан тирпейлӗ курӑнтӑр // Патӑрьел тӑрӑхӗ. http://gazeta1931.ru/urmary/11959-alla-u ... ene-as-nsa

Мероприятие Патӑрьел муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов, ЧР культура, архив тата наци ӗҫӗсен министрӗн ҫумӗ Георгий Богоусловский, ЧР ҫар комиссарӗ Бахтиер Холиков, Чӑваш Республикин Общество палатин председателӗ, ял хуҫалӑх наукисен докторӗ Алексей Автономов, Патӑрьел район прокурорӗ Андрей Афанасьев, ЧР мӑсӑльман Тӗн управленийӗн председателӗ, Общество палатин членӗ Мансур Хайбуллов, Шӑнкӑртам территори пайӗн начальникӗ Марат Айзатуллов, прихут ертӳҫисем, имамсем тата ытти сумлӑ хӑнасем хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫут ҫанталӑк пуянлӑхне упрасчӗ пӗрлехи вӑйпа // Ольга ПАВЛОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50241-cut- ... ekhi-v-jpa

Сирӗн ырӑ тӗслӗхе ытти ялсенче те шута илсен муниципалитет округӗнчен вӑрҫа хутшӑннӑ кашни паттӑрӑн ячӗ тепӗр палӑкра - кӗнекере упранӗ,- терӗ Светлана Алексеевна кӗнеке авторӗсене тав туса.

Куҫарса пулӑш

Астӑвӑм... Унӑн пуҫламӑшӗ пур, вӗҫӗ ҫук // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50244-ast- ... ur-v-c-cuk

Ял историйӗ, уйрӑм паттӑрсем ҫинчен, сӑвӑ пуххисен ярӑмӗ тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Астӑвӑм... Унӑн пуҫламӑшӗ пур, вӗҫӗ ҫук // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50244-ast- ... ur-v-c-cuk

Иртен-каяна сывлӑх сунать, паллаканпа калаҫу пуҫарать тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

"Турӑ мана хӗр пачӗ" // Альбина КАПИТОНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50253-tur- ... -kh-r-pach

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех