Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑппӑн сăмах пирĕн базăра пур.
шӑппӑн (тĕпĕ: шӑппӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ирпе ирех вара, мӗлкесем пек, пӳртрен те, ялтан та шӑппӑн тухса шӑвӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Янкӑлч тӑрӑхӗ – чӑваш литературинче // М. Петрова. http://gazeta-kanash.cap.ru/publication. ... 6&page=658

— Вӑран, вӑран! — тенӗ шӑппӑн Синопа амӑшӗ, Шурӑ Кашкӑр енне пӗшкӗнсе.

— Проснись, проснись! — прошептала мать, наклоняясь к Белому Волку.

Икӗ Синопа // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Юлашки вӑхӑтра вара шӑппӑн килсе кӗрет те, нимӗн пулман пек, хваттерте утса ҫӳрет, ачисен урокӗсене тӗрӗслесен ҫывӑрма выртать.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Мӑшӑрӗ ҫывӑрма выртсан ачисене уҫӑлма урама кӑларчӗ те упӑшки ҫывӑракан пӳлӗм алӑкне шӑппӑн уҫса кӗчӗ, вырӑн ҫине пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Юлташӗсем ӑна ӑмсаннине шӑппӑн итлесе ларчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Чунтан хурланакан ҫын сасӑпа мар, шӑппӑн ҫеҫ йӗрет тетчӗҫ пирӗн тӑрӑхра.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Вероника хӑнӑхнӑ йӑлипе аллисене каялла тытрӗ те шӑппӑн угрӗ тӑвансемпе тӗл пулмалли вырӑна.

Куҫарса пулӑш

Кӗтнӗ самант ҫитетех // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

— Юратсан — чӑтатӑн, — шӑппӑн хуравларӗ Аля.

Куҫарса пулӑш

Саша // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

— Ульяна Тимофеевна, — шӑппӑн пырса сӑмах хушрӗ вӑл ӑна.

Куҫарса пулӑш

Уй — куҫлӑ, вӑрман — хӑлхаллӑ // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Ҫӗрле вара, пурте ыйха путсан, чылайччен ҫывӑрса каяймасӑр асапланса выртрӗ, ыттисене вӑратас мар тесе шӑппӑн йӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Паллашу // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

«Вероника», — чӗнчӗ вӑл ӑна шӑппӑн.

Куҫарса пулӑш

Аля. Алевтина // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

— Саша тӑриччен сӗтел хатӗрлер-ха, Марья инке… анне, — шӑппӑн каларӗ вӑл хунямӑшне.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

— Салам, — шӑппӑн сӑмах хушрӗ Лида.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

— Иртсе ларӑр, — терӗ вӑл шӑппӑн урӑх вӗсем еннелле пӑхмасӑр.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

«Законпа мӑшӑр пулман ҫынпа мӗнле пурӑнас ман?» — шӑппӑн ҫеҫ ыйтрӗ вӑл Георгий Павловичран.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

— Я тоже с вами, — халиччен ашшӗпе амӑшӗн калаҫӑвне шӑппӑн итлесе ларакан Лиза та вырӑн ҫинчен анчӗ.

— Я тоже с вами, — сошла с постели и Лиза, которая до сих пор тихо слушала разговор родителей.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Унтан вӑл шӑппӑн юрлани илтӗнчӗ.

Потом послышалось его тихое пение.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

— Лиза, — ирхине ун вырӑнӗ ҫине шӑппӑн пырса ларчӗ Аня, — ман магазина кайса килмелле те вӑхӑтлӑха Гришӑна асӑрхаймӑн-ши?

— Лиза, — тихо присела Аня утром на ее постель, — мне надо сходить в магазин и на время не посмотришь за Гришей?

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Вӑл ӑна шӑппӑн ӗнерлесе ҫӳрерӗ.

Она бесшумно напевала ее.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

— Вӗсемпе хутӑшсан хӑв ҫинчен те ят тухӗ, хӗрӗм, — тӗпелте ачисемпе чей ӗҫекен кӗрӳшӗ ан илттӗр тесе шӑппӑн калаҫрӗ Нина аппа.

— Если с ними будешь общаться и о тебе слухи полезут, дочка, — тихо, чтобы не услышал пьющий чай с детьми на кухне зять, проговорила тетя Нина.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех