Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑпах сăмах пирĕн базăра пур.
шӑпах (тĕпĕ: шӑпах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
ЧР тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова: «Паян ҫак мероприятие хутшӑнма эпӗ питӗ хавас. Шӑпах «кӗмӗл» волонтерсем нумай энергипе, ҫӗкленӳллӗ вӑй-халпа уйрӑлса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ыр кӑмӑллӑх центрӗ уҫӑлнӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d2%ab%d3%9 ... %bd%d3%91/

«Кӗмӗл» волонтерсем — ҫамрӑксемшӗн тӗслӗх, шӑпах вӗсем халӑх йӑли-йӗркисене тытса пыракансем.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ыр кӑмӑллӑх центрӗ уҫӑлнӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d2%ab%d3%9 ... %bd%d3%91/

2023 ҫулта асӑннӑ конкурсра шӑпах Социаллӑ фондӑн уйрӑмӗ РФ Пенсионерсен союзӗн вырӑнти уйрӑмӗпе пӗрле хатӗрленӗ проект ҫӗнтернӗ те.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ыр кӑмӑллӑх центрӗ уҫӑлнӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d2%ab%d3%9 ... %bd%d3%91/

Сӑмах май, пӗр версипе, неандерталецсем шӑпах ӑна пула вилсе пӗтнӗ те.

Причем, как гласит одна из версий, именно из-за него вымерли неандертальцы.

Европӑра супервулкан вӑраннӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/38192.html

Манӑн ӗмӗте пурнӑҫа кӗртме пулӑшаканӗ шӑпах та ҫемье пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ савӑнӑҫ кӳрет пулсан... // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/ec-savanac-kyret- ... ulsan.html

Шӑпах Анатолий Пугачевран пуҫланать те вӗсен ҫемье династийӗ.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫ темиҫе ӑрӑва пӗрлештерет // М.МИХАЙЛОВА. http://alikovopress.ru/yuratna-ec-temice ... teret.html

Шӑпах 5 ҫул кирлӗ пулчӗ сире ӗмӗтленнӗ кубока ҫӗнсе илме…

Куҫарса пулӑш

«Яльчики» командӑн тренерӗ — Патреккелтен // Елена ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %82%d0%b5/

Шӑпах.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Мана ӗҫре шӑпах ҫавнашкал йӗркеллӗ, ӑслӑ, вӗреннӗ ӗҫе юратакан ҫынсем кирлӗ те.

Куҫарса пулӑш

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Ку сана икӗ сурӑх туянма шӑпах ҫитет.

Куҫарса пулӑш

VI // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Шӑпах ӗҫне вӗҫлеме ӗлкӗрчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Унта шӑпах ӗҫ вӗҫленсе пырать, вӑл каҫхи тӑватӑ сехете тивет.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Унта шӑпах инҫетрен ентеш килнӗ, хӑй Елчӗк районӗнчи Кивӗ Арланкасси ялӗнчен.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Кирей хӑйне валли ҫӗр тенкӗ хӑварчӗ, шӑпах киле ҫитме ҫителӗклӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Патӑрьелӗнчи тӗп больницӑри Надежда Надина врач-нарколог хӑйӗн отчетӗнче шӑпах ҫак ҫивӗч ыйтӑва сывлӑх сыхлавӗн специалисчӗсемпе, профилактика канашӗн, ҫул ҫитмен ачасен комиссийӗн, йӗрке хуралӗн представителӗсемпе мӗнлерех пурнӑҫласа пынӑ пирки паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Каникул кашни ачашӑн усӑллӑ ирттӗр // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50166-kani ... -ll-irtt-r

Шӑпах ҫак тата ытти ыйтӑва сӳтсе яврӗҫ те Патӑрьел муниципалитет округӗн администрацийӗ ҫумӗнчи ҫул ҫитмен ачасен ӗҫӗпе тата вӗсен правине хӳтӗлес тӗлӗшпе тимлекен комиссин анлӑ ларӑвӗнче.

Куҫарса пулӑш

Каникул кашни ачашӑн усӑллӑ ирттӗр // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50166-kani ... -ll-irtt-r

Шӑпах ҫарпа спорт вӑййисенчи ӑсталӑха кӗҫӗннисем аслисенчен вӗренсе пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗҫӗннисем аслисенчен вӗренсе пыраҫҫӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/kecennisem-aslise ... racce.html

Тӗрӗссипе, шӑпах вӗсем ҫул уҫрӗҫ тесе каласан та йӑнӑш пулмӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗҫӗннисем аслисенчен вӗренсе пыраҫҫӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/kecennisem-aslise ... racce.html

Шӑпах ҫакӑнта 4 уйӑха яхӑн служба командировкине ирттернӗ те Раҫҫей ШӖМӗн Мускав хулинчи Котловка районӗн уйрӑмӗн начальникӗн ҫумӗ, полици подполковникӗ Александр Филиппов.

Куҫарса пулӑш

Йӗрке хуралӗнче — тӳрӗ кӑмӑлпа // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/21/%d0%b9%d3%9 ... %bf%d0%b0/

«Республиканский бизнес-инкубатор по поддержке малого и среднего предпринимательства и содействию занятости населения» ЧР автономлӑ учреждени ертӳҫи Илья Тумаков хӑйӗн сӑмахӗнче шӑпах та вӗсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлӗ лару-тӑрура иртрӗ // Оксана Козина. http://kasalen.ru/2024/05/21/%d3%97%d2%a ... %80%d3%97/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех