Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хыҫӗнче (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унта кулӑшла ӳкерчӗк туса хунӑччӗ: Саргсян пилоткине каялла тӑхӑнса лартнӑ, аллисене кӗсйине чикнӗ, меллӗн кӑна утса пырать, а ун хыҫӗнче тӗлӗнсе кайнӑ партизан автоматпа тӑрать.

В нем был помещен шарж: Саргсян, в перевернутой назад пилотке, идет важно, положив руки в карманы, а позади стоит удивленный партизан с автоматом.

Кӗмӗл хӗҫ // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Вӑл инҫетри Ҫурҫӗр енче, Урал тӑвӗ хыҫӗнче, чугун ҫулран та, ытти аслӑрах ҫулсенчен те аякра ларнӑ.

Стоял он далеко на Севере, за Уралом, в стороне от железной дороги и от больших путей.

II // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Граната машина хыҫӗнче ҫурӑлса каять.

Разрыв гранаты пришелся позади машины.

«Пауль Pиберт» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Куратӑп, ун хыҫӗнче такам пытанса тӑрать.

Вижу, за ней кто-то прячется.

Тӗлпулу // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Плутон хыҫӗнче те планетӑсем пур-ши?

Есть ли планеты за Плутоном?

Плутон // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Вӑл Ҫӗртен тепӗр енче, Хӗвел хыҫӗнче чухне ҫеҫ пире туллин курӑнать, анчах Меркурий ун чухне питӗ инҫетре.

Полным Меркурий виден тогда, когда он на противоположной от Земли стороне, за Солнцем, но тогда он очень далек.

Меркурий // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Сывлӑш юхӑмӗн хыҫӗнче япаласем яланах чӗтреннӗ пек туйӑнаҫҫӗ, хушӑран вӗсем сарӑлса каяҫҫӗ.

Предметы, которые находятся за этими струйками, как будто дрожат, и очертания их слегка расплываются.

Ҫӗртен уйӑх патне ҫитиччен // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Акӑ ӗнтӗ халь эпир Уйӑх пушӑ та хура ҫӗрте ирӗккӗн ҫакӑнса тӑракан пысӑк чӑмӑр иккенне тата ун хыҫӗнче, виҫсе тухма ҫук инҫетре, пиншер ҫӑлтӑр ҫуталнине уҫҫӑнах куратпӑр.

И вот мы уже видим совершенно ясно, что Луна — это огромный шар, свободно висящий в пустом черном пространстве, а за ней, в неизмеримой дали, сверкают тысячи звезд.

Ҫӗртен уйӑх патне ҫитиччен // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Баржа хыҫӗнче сӑмала пек ҫӑра, вӗҫӗ-хӗррисӗр шыв пурҫӑн пек юхса, хуллен чӑмпӑлтатса пырать.

За кормой шёлково струится, тихо плещет вода, смолисто-густая, безбрежная.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Эпӗ Хохол хыҫӗнче тӑрса халӑх ҫине пӑхрӑм та, паҫӑр алла пуртӑ тытнӑ мужик хӑравҫӑллӑн каласа панине илтрӗм:

Я стоял сзади Хохла, смотрел на толпу и слышал, как мужик с топором пугливо рассказывает:

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Эпӗ кухньӑна ыткӑнтӑм, ун алӑкӗнчен пӳлӗмелле хура тӗтӗм пӗлӗчӗ йӑсӑрланса тухать, ун хыҫӗнче темскер чашкӑрса, шатӑртатса тӑрать.

Я бросился в кухню, из двери её в комнату лезли чёрные облака дыма, за ним что-то шипело и трещало.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Вӗсен ҫурӑмӗсем хыҫӗнче, ним йӗркесӗр ещӗксем; машинӑсем, темле кустӑрмасем, аристонсем, глобуссем купаланса тӑраҫҫӗ, сентресем ҫинче пур ҫӗрте те металран тунӑ тӗрлӗ тӗслӗ япаласем выртаҫҫӗ, стенасем ҫинче темӗн чухлӗ сехетсем маятникӗсемпе сулкаланса тӑраҫҫӗ.

За спинами у них хаотически нагромождены ящики, машины, какие-то колёса, аристоны, глобусы, всюду на полках металлические вещи разных форм, и множество часов качают маятниками на стенах.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Унӑн арӑмӗ чӳрече витӗр ним хускалмасӑр пӑхса ларчӗ, анчах Никифорыч будка алӑкӗ хыҫӗнче курӑнми пулсанах, вӑл хӑвӑрт кӑна каялла ҫаврӑнса, хыттӑн чӑмӑртанӑ чышкине алӑк патнелле тӑсса, йӗрнӗ шӑлӗсем витӗр ҫав тери вӑйлӑ тархӑпа каласа хучӗ:

Жена его неподвижно смотрела в окно, но когда он скрылся за дверью будки, она, быстро повернувшись, протянула к двери туго сжатый кулак, сказав, с великой злобой, сквозь оскаленные зубы:

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Анчах — Рубцов Адмиралтейски слободара, Шапошников — Тутар слободинче, инҫетре, Кабан хыҫӗнче, пӗр-пӗринчен пӗр пилӗк ҫухрӑмра пурӑнатчӗҫ те, эпӗ вӗсене питӗ сайра курма пултараттӑм.

Но — Рубцов жил в Адмиралтейской слободе, Шапошников — в Татарской, далеко за Кабаном, верстах в пяти друг от друга, я очень редко мог видеть их.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Ҫурт алӑкӗ умӗнче чарӑнса тӑрса таччӑн хупса лартнӑ чӳрече хуппинчен хуллен шаккатпӑр, — чӳречене темле сухаллӑ ҫын уҫать, ун хыҫӗнче эпӗ сӗм тӗттӗм тӑнине ҫеҫ куратӑп, — пӗр сасӑ та илтместӗп.

Остановясь у стены дома, тихо стучим в ставень наглухо закрытого окна, — окно открывает кто-то бородатый, за ним я вижу тьму и не слышу ни звука.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Ҫурӑм хыҫӗнче хула ҫилессӗн кӗрлесе тӑрать.

За спиною сердито гудит город.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Пӗчӗк пӳлӗмӗн виҫҫӗмӗш пайне вырӑсла кӑмака йышӑнать, виҫҫӗмӗш пайне — ситца чаршав хыҫӗнче тӑракан, хӗрлӗ ҫитти тӑхӑнтарнӑ темӗн чухлӗ минтер купаласа тултарнӑ иккӗн ҫывӑрмалли кровать йышӑнать, ытти вырӑна чашӑк-тирӗк хумалли шкаф, сӗтел, икӗ пукан тата чӳрече умӗнчи тенкел илемлетсе тӑраҫҫӗ.

Треть маленькой конуры занимает русская печь, треть — двуспальная кровать за ситцевым пологом, со множеством подушек в кумачовых наволоках, остальное пространство украшает шкаф для посуды, стол, два стула и скамья под окном.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Магазин хыҫӗнче, пӗчӗк пӳлӗмре, хуҫа йӑмӑкӗ пурӑнатчӗ, эпӗ ӑна валли самовар вӗрететтӗм, анчах ӑна епле те пулсан сайрарах курма тӑрӑшаттӑм, — аван марччӗ мана унпа пӗрле пулма.

В маленькой комнатке за магазином жила сестра хозяина, я кипятил для нее самовары, но старался возможно реже видеть ее — неловко было мне с нею.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Анчах-тӗлӗнмелле! — ҫав сӑмахсем хыҫӗнче мана хуйхӑпа намӑс пур пек туйӑнатчӗ.

Но — странно! — за всем этим я слышал — мне чудилось — печаль и стыд.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Деренков лавки скопец-улшуҫӑ ҫурчӗ ҫумне туса лартнӑ лутра ҫуртра вырнаҫса тӑратчӗ; лапкаран пӗр алӑк пысӑк пӳлӗме илсе кӗретчӗ, ӑна килхушинелле пӑхакан чӳрече вӑйсӑррӑн ҫутатса тӑратчӗ, ҫав пӳлӗм хыҫӗнче кухня пурччӗ, кухня хыҫӗнче икӗ стена хушшинче вырнаҫнӑ тӗттӗм ҫенӗкре, кӗтесре, чӑлан пурччӗ те, ҫавӑнта вара унӑн «сиенлӗ» библиотеки пытанса тӑратчӗ.

Лавка Деренкова помещалась в низенькой пристройке к дому скопца-менялы; дверь из лавки вела в большую комнату, ее слабо освещало окно во двор; за этой комнатой — продолжая ее — помещалась тесная кухня; за кухней в темных сенях, между пристройкой и домом, в углу прятался чулан, и в нем скрывалась злокозненная библиотека.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех