Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗтернӗ (тĕпĕ: пӗтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хусантан ырӑ мар хыпар ҫитрӗ: Сафа-Гирей килӗшӳ условийӗсене йышӑнмасть, вӑл Андрей Пильменова тем те пӗр каласа кӳрентерсе пӗтернӗ, тухса каймасан халех тытса хупассипе хӑратнӑ.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шупашкарти коопераци институчӗн юридици факультетне хӗрлӗ дипломпа пӗтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван тӑрӑхра сывлама та ирӗкрех // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9122-t-van-t ... a-ir-krekh

Шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн, 1986 ҫулта, И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтне филологи факультетне вӗренме кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑйӗн предметне юратакан вӗрентекен ӗҫре ӑнӑҫуллӑ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9193-kh-j-n- ... n-re-n-ull

Г.Е.Егоров ячӗллӗ Вӑрмарти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта 9 класс пӗтернӗ хыҫҫӑн Шупашкарти медицина колледжӗн Канашри филиалне вӗренме кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫын сывлӑхӗшӗн кӑна мар, пурнӑҫӗшӗн те яваплӑ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9235-yn-syvl ... -te-yavapl

Хальхи вӑхӑтра 80 гектар ҫинчи нумай ҫул ҫитӗнекен курӑка ҫулса пӑрахса пысӑк тюксем туса пӗтернӗ, ферма ҫумӗнчи пысӑк склада ҫумӑр лекмен ҫӗре кӗртсе хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуралнӑ кӗтесре сывлӑш таса та сиплӗ, пурӑнма аван // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9588-curaln- ... r-nma-avan

Акӑ, тӗслӗхрен, хальхи вӑхӑтра Куславкка районӗнчи Тӗрлемесре мобильлӗ почта уйрӑмне юсаса пӗтернӗ.

Куҫарса пулӑш

«Раҫҫей Почти» халӑхшӑн тӑрӑшать // И.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9749-raccej- ... n-t-r-shat

Илнӗ укҫана тӳлесе татмалли чи пысӑк срок — 25 ҫул, анчах та заемщикӑн - ҫурт хӑпартаканӑн кредита тӳлесе пӗтернӗ ҫӗре 75 ҫултан аслӑ пулмалла мар.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмарсем гражданла тивӗҫне пурнӑҫларӗҫ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9783-yalta-p ... nsem-valli

Ачаранах ҫар ҫынни пулма ӗмӗтленнӗскер, Владимир Хусанти танк училищине вӗренсе пӗтернӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсенче контрактпа службӑра тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрсен ячӗсем манӑҫмаҫҫӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9944-patt-rs ... -man-cmacc

Ҫула 3 уйӑхрах сарса пӗтернӗ.

Асфальт был уложен за 3 месяца.

Шӑнкӑртамсем ҫӗнӗ асфальтлӑ пулнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33191.html

Унта ҫуртсене шыв илнӗ, кунта ҫӗр чӗтреннӗ, тепӗр ҫӗрте ҫавра ҫил пӗтӗмпех хуҫса ватса пӗтернӗ.

Там были затоплены дома, здесь произошло землетрясение, а в другом месте сильный ветер все раскидал и разрушил.

Чӑваш ҫӗрӗ, пурӑн ӗмӗр // Милена Яковлева. http://gazeta1931.ru/gazeta/9966-informa ... arap-pyrat

Зинаида Михайловна Тралькасси шкулӗнче тӑватӑ класс пӗтернӗ те ҫиччӗмӗш класчен Уйпуҫ шкулне ҫӳренӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачаранах сӑвӑ ҫырать // Александр ЕРЕМЕЕВ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10646 ... -s-v-cyrat

Ӑна вӑл 1972 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ те фельдшер-педиатр дипломне алла илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑх хуралӗнче - 40 ҫул ытла // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10684 ... 0-cul-ytla

Шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн Николай механизатор енӗпе вӗренме кӗресшӗн пулнӑ, анчах та тӳр килмен.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫчен ҫын ӗмӗр хисепре // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10813 ... r-khisepre

1964 ҫулта Мӑн Этменти вӑтам шкула пӗтернӗ хыҫҫӑн вӑл комсомол путевкипе Спутник хулине стройкӑна кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Геннадий Макаров - поэт, композитор // Вячеслав Петров. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10814 ... kompozitor

Светлана шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн Шупашкарти техникума ҫул тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ тунине ҫын манмасть // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11212 ... yn-manmast

Оксана та аслӑ шкул пӗтернӗ, ҫӗвӗҫре тӑрӑшулӑх кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

Лайӑх ашшӗ-амӑшӗ - пурнӑҫ тӗрекӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/lajax-ashshe-amas ... ereke.html

Тӳсӗмлӗх пӗтет каччӑн, пӗр кунхине хӗре вӑрласа кӗрес шутпах Александра ӗҫ пӗтернӗ ҫӗре тус-юлташӗпе фермӑна тракторпа ҫитет.

Куҫарса пулӑш

Сиреньпе упа шанкри чечек ҫыххи илемӗ мӑшӑр асӗнче // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/sirenpe-upa-shank ... enche.html

Василиса Владиимировна пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ кунсенче Ураскилт салинчи тухтӑр амбулаторине тӑвассипе ҫыхӑннӑ проектпа смета докуменчӗсене хатӗрлесе пӗтернӗ.

Куҫарса пулӑш

ФАПсем те пулӗҫ, ҫӗнӗ амбулаторисем те // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/fapsem-te-pulec,- ... em-te.html

1957 ҫулта Николай Алексеевич Шаккӑл шкулӗнче ҫичӗ класс пӗтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ ветеранӗ — ялта хисепре // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/14/ec-%d0%b2% ... %80%d0%b5/

Капкӑна кӑшласа вӑл мӗн пур шӑлне пӗтернӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Тимӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех