Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пынӑ (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрпе юнашар утакан арҫын ача пынӑ ҫӗртех ҫӑмӑллӑн сиксе такам пахчинчен усӑннӑ ҫӗмӗрт сапакине татса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Нимӗҫсене хӑваласа пынӑ май, виҫӗ талӑка яхӑн чарӑнса тӑнӑччӗ вӗсен роти ҫакӑнта, Мӗтри совхозра ӗҫлесе пурӑннӑ ял ҫывӑхӗнчех.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Гурий Федоровичпа Вера Филипповна ертсе пынӑ ӑна.

Руководили им Гурий Федорович и Вера Филипповна.

Сас ҫухатнӑ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/467

Пӗр ҫынни Макҫӑм патне пынӑ:

Подходит к Максиму один путник:

Суеҫ Макҫӑм // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/318

Пынӑ тет вӑл пӗр ҫулҫӳревҫӗ патне:

Подошел к одному путнику:

Суеҫ Макҫӑм // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/318

Хальхинче вӑл тӗлӗнмен, тӳрех ҫынсем патне пынӑ.

На этот раз он смелее подошел к незнакомцам.

Чикӗ леш енче // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/263

Вӑрҫӑ пуҫланиччен ҫичӗ ҫул ҫак тилхепене тытса пынӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Шуррисемпе те ҫапӑҫнӑ, нимӗҫсене те парӑнтарнӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/shurrisempe-te-ca ... tarna.html

Архив докуменчӗсем тӑрӑх, шурӑ гвардеецсем пӗрин хыҫҫӑн тепри Самара, Уфа, Чӗмпӗр, Хусан хулисене тыткӑна илсе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Шуррисемпе те ҫапӑҫнӑ, нимӗҫсене те парӑнтарнӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/shurrisempe-te-ca ... tarna.html

Хӗрӳ ҫапӑҫусем пынӑ вырӑна ҫитсе курнӑ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗн вил тӑприне тӑван тӑрӑха илсе таврӑннӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshen-vil-tapri ... ranna.html

Лидия Ермолаевнӑн амӑшӗ вара ҫемье ҫавӑрас шутпа пынӑ каччӑсене хӗрне халех качча памассине, малтан ҫурт ҫӗклемеллине палӑртса пӗрин хыҫҫӑн теприне алӑк енне тӗллесе кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗн вил тӑприне тӑван тӑрӑха илсе таврӑннӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshen-vil-tapri ... ranna.html

2022 ҫулта районти пур культура учрежденийӗ те хӑйӗн ӗҫне «Культура» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн Раҫҫей халӑхӗсен культура эткерлӗхӗн ҫулталӑкӗн тата Мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкӗн тематикипе йӗркелесе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ тата 2023 ҫулхи тӗллевсем // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/rajonan-2022-culx ... evsem.html

Хӑйне илме вара 1972 ҫулхи декабрь уйӑхӗн шартлама сивӗ кунӗнче Хурӑнсур ялӗнчен пысӑк туйпах пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ-амӑшӗ ачисенчен ыррине кӗтет // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshe-amashe-ach ... ketet.html

Хыҫҫӑн ҫыхӑну уйрӑмӗнче тӗп кассӑна тытса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ-амӑшӗ ачисенчен ыррине кӗтет // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshe-amashe-ach ... ketet.html

Чылаях пысӑк траншея сӗтеклӗ курӑкпа тулсах пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Траншейӑсем симӗс курӑкпа тулаҫҫӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/transhejasem-sime ... lacce.html

124 гектар йышӑнакан уйра ҫуласси кал-кал пулса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Траншейӑсем симӗс курӑкпа тулаҫҫӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/transhejasem-sime ... lacce.html

Нумаях пулмасть-ха хӗрӳ кӗрешӳ, шавлӑ, чӑрсӑр кӗрешӳ пынӑ хирте халь ытла та шӑплӑх тӑнинчен, ҫав аякри ял ытла та лӑпкӑн ҫуталса ларнинчен тӗлӗнес те килнӗ пек.

Куҫарса пулӑш

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

Арӑмӗ комбайн умӗнчи тырра сенӗкпе хӑпартса пынӑ, упӑшки ун хыҫҫӑн комбайн тытса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

Ҫумӑр ҫапса ӳкернӗ, ҫил лӑскаса тӑкнӑ тырӑ ҫӗр ҫумне айсарӑм улӑм пек выртсан, комбайнерсен помощникӗсем ӑна, ураран ӳкнӗ тырра, сенӗкпе хӑпартса пынӑ, комбайнсем вара хӗвел пек хуллен шуса, хушӑран каялла та чакса, метр хыҫҫӑн метр вырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

Гаврилов Раша ҫыран хӗрринех пынӑ та пӑрлӑ-юрлӑ шыва тӑрӑнса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Ун ҫинчен мӗн пӗлнине аса илсе ҫӳрерӗм, ун сассине пӗрле ларнӑ чухнехи пекех, юнашар утса пынӑ чухнехи пекех илтрӗм.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех