Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пушӑ сăмах пирĕн базăра пур.
пушӑ (тĕпĕ: пушӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗлӗнмелле этем вӑл: пӗр пушӑ минут пултӑр — ҫынсем канма лараҫҫӗ-и, чӗлӗм туртаҫҫӗ-и — вӑл наччас кукленсе ларать, ҫӗлӗкне ҫамки ҫине пусарать, тепӗр самантранах пуҫӗ лӑнк та лӑнк! каять, кӗҫех харлаттарма пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Хӑйӗн пушӑ вӑхӑтне Ҫтаппан яланах ферма заведующин пӳлӗмӗнче ирттерет.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Ҫинук сулӑнса кайрӗ, ури пушӑ бидона перӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Хуҫи те ӑна хӑваласах каймасть пулас, ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫак хисеплӗ выльӑх пушӑ мӗнне йӑлтах маннӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Кӗркунне, йывӑҫ вӑррисем тӑкӑниччен пушӑ уҫланкӑсене кӗреҫепе алта-алта тухать.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Юлашки вӑхӑтра ку енӗпе аппаланмасть, пушӑ вӑхӑт сахал-мӗн.

Куҫарса пулӑш

«Эпӗ ӑсталанӑ ал ӗҫӗсем ректор пӳлӗмӗнче те пурччӗ» // А.МИХАЙЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11573-ep ... te-purchch

Вӑхӑтӑн ытларах пайне ӗҫ йышӑнать, паллах, ҫапах та канмалли кунсене, пушӑ кашни саманта вӑл хӑйӗн тӗпренчӗкӗсемпе усӑллӑ ирттерме васкать.

Куҫарса пулӑш

Ҫемьерен хаклӑ пуянлӑх ҫук // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11796-ce ... anl-kh-cuk

Хамӑрӑннисем килте ҫук пулин те, пӳрт пушӑ янӑраса ан лартӑр, — терӗ старик.

Хоть родных нет дома, пусть в доме не будет пустого звука, — сказал старик.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

— Эпӗ хӑҫан каясси пирки пӗлме килтӗм, Василий Петрович, — терӗ Исаков, пушӑ пукан ҫине ларса.

— Я пришла узнать, когда ехать, Василий Петрович, — сказал Исаков, присаживаясь на пустой стул.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Ҫинҫе сасси пушӑ чиркӳре янӑраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Атте вырӑнӗ ҫеҫ пушӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫуртырри вырса пӗтермесӗр те манӑн Катя патне кайма пушӑ вӑхӑт пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ тус Катя // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫапла калаҫнӑ хыҫҫӑн эпӗ карчӑка пушӑ хутаҫ патӑм та килелле утрӑм.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Умӗнче ҫур хӑпарту, шурӑ кулач, юнашар — пушӑ эрех кӗленчи.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хӗрарӑмсем, пушӑ витрисене тытса, ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе пыраҫҫӗ, халӑх тырри ҫунса кайнӑшӑн хуйхӑрса калаҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Макаҫей ҫунни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Унтан вӑл, кӗлете кӗрсе, пушӑ пӳлмесене пӑхса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӗсем хыҫҫӑн нумай пушӑ лавсем ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Анне, мӗншӗн пушӑ вырӑнах милӗкпе ҫынна ҫапнӑ пек тӑватӑн? — ыйтрӑм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вара амаҫури Варуҫа пушӑ витене хупать.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пушӑ вӑхӑтра кунӗ-кунӗпе кӗслепе аппаланатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех