Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ниҫта сăмах пирĕн базăра пур.
ниҫта (тĕпĕ: ниҫта) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юрать Михаил Петрович ниҫта та аптрамасть.

Куҫарса пулӑш

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Электричество трансформаторӗ валли ҫу ниҫта та тупса пулмарӗ, икӗ кун хушши авӑн ҫапӑнмарӗ, сушилка ӗҫлемерӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Сансӑр эп ниҫта та каймастӑп…

Куҫарса пулӑш

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Халь ӗнтӗ каймастӑп эп кунтан ниҫта та.

Куҫарса пулӑш

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Чӗре ниҫта кайса кӗрейми тапать…

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Тӑтӑшах ҫумӑр ҫунӑ чух, ниҫта та ӗҫе каймасан, тухса ларатӑп та ҫенӗк картлашки ҫине, шухӑша каятӑп.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Ниҫта та каяс килмест ӗнтӗ манӑн…

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Ниҫта та курӑнмасть…

Нигде не видно ее…

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Эпир ниҫта пуҫа чикме пӗлместпӗр, алӑкӑн-тӗпелӗн чупатпӑр, ҫари! ҫари! ҫухӑратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Эсӗ лар ҫакӑнта, ниҫта та ан кай, — терӗ мана Шӗшлӗ; вите умне ҫавӑтса пычӗ те ҫӗрех лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Манӑн симӗс улӑх тӑрӑх Атӑл хӗрнелле, леш енчи хырлӑха чупса каяс килет, анчах эпӗ каяймастӑп: мана анне ниҫта та кайма хушман.

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

«Нихҫан та ниҫта каймастӑн. Санӑн хӑвӑрӑн ялтан тухма юрамасть. Самара эсӗ урӑх кураймӑн. Кӗслине ҫап та ват!» — тесе каланӑ тет, ӑна конвойпа кӑларса янӑ чух.

Куҫарса пулӑш

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вилесле аманнӑ лаша ун пек кӑшкӑрма пултарнине Григорьев урӑх ниҫта та илтменччӗ.

Васюк в жизни не слышал, как страшно может ржать смертельно раненая лошадь…

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кӑшт йӗрке пула пуҫланӑччӗ ҫеҫ, кил карти кӗтессине лутра ҫӗлӗк майлӑ ҫаврака япала персе анчӗ те ниҫта кайса кӗреймесӗр вӑр-вӑр-вӑрр ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн хаплатса ҫурӑлса саланчӗ.

Колонна только-только стала обретать строй, как в дальний угол двора влетело что-то круглое, как шапка, и, повертевшись волчком, оглушительно взорвалась.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ниҫта тухса ҫӳременнипе нумайӑшин ҫук.

Потому как чуваши мало куда выезжают.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫапах стройри салтаксенчен ниҫта та юласшӑн мар вӑл.

Но, чтобы отстать от строя, от солдат — ни-ни!

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Клавье те пӗтӗмпе пӗлет, ҫавӑнпа упӑшкине ниҫта та пӗччен кӑларса ямасть, пӗччен хӑвармасть.

И Клавье тоже все знает, потому мужа теперь одного никуда не пускает и не оставляет.

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Анчах ҫапах, ҫапах арӑмӗ, ниҫта та мар, пиччӗшӗсем патӗнче ҫӗр каҫӗ тесе шухӑшласси килет Михапарӑн.

Что Укка переночует в родительском доме, у братьев!

Ҫухалнӑ ҫынна тупни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Эх, эс те ҫав, вӑйна ниҫта чикейместӗн пулмалла: ҫӗтсе, татса пӗтернӗ.

— Ну ты силен рвать, все пуговицы вон отлетели… Видать, силу девать некуда…

Кӑван хуппи уҫӑлнӑ кун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ниҫта та ан кай.

никуда не ходи,

Кӑван хуппи уҫӑлнӑ кун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех