Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ларма сăмах пирĕн базăра пур.
ларма (тĕпĕ: ларма) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
…Вӗсем шкул картишӗнчи ватӑ хурамасем айӗнче пӗрле уҫӑлса ҫӳреме е Константин Ивановӑн пӳлӗмӗнче пухӑнса ларма юратаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӑл ытла именчӗк, Натюшран та, ыттисенчен те хӑй чухӑннишӗн хытӑ вӑтанать, никам сисиччен килсе кӗрет, никама нимӗнпе чӑрмантармасть, Натюш пур чухне апата ларма та хӑяймасть, ирхине ирех никама вӑратмасӑр, систермесӗр тухса каять.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— А халӗ, ҫур аки вӑхӑтӗнче, председатель суйласа ларма вӑхӑт мар.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Анчах чуна хытӑрах ыраттармалли кайран тупӑнчӗ: сеанс пуҫлансан, Акчуровпа Нагасова юнашар ларчӗҫ; япшар чӗлхеллӗ каччӑ ун ҫумнерех ларма тӑрӑшрӗ; хаваслӑ Аля ӑна хӑй ҫумӗнчен сирсе ямарӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Баймашкин шӑп инструкци хушнӑ пек вӗҫет: вун сакӑр секунд хушшинче анса ларма ӗлкӗрет, хӗрӗх сакӑр секундра — вӗҫсе хӑпарать.

Куҫарса пулӑш

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Тӳпене тунсӑхласа ҫитрӗн-им? — сӑмах хушрӑм эпӗ, чӗнмесӗр ларма аван мартан.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫавӑнтанпа эпир унпа туслашса кайрӑмӑр, эпӗ ун патне час-часах «калаҫса ларма» ҫӳретӗп.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Юлашкинчен, кӗҫ-вӗҫ йывӑҫ тӑррисене пырса ҫапӑнас чух, пӗр пӗчӗк уҫланка анса ларма ӗлкӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Мӗнле пулсан та, машинӑна ларма юрӑхлӑ пӗр-пӗр уҫланка илсе ҫитермелле!

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ларма юрать-и?

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫынсем ташланине пӑхса ларма кичем мана, эпӗ урасӑр ҫын мар вӗт…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Кӗрсе тухмӑпӑр-и, машинӑра ларма сивӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Хӑвӑртрах ларӑр, юлташсем, кунта халех бомбежка пуҫланать! — хӑрӑлтатакан сасӑпа кӑшкӑрчӗ салтак, ватӑ-вӗтӗсене вакуна ларма пулӑшса.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ӑна ларма хушрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Эпӗ апата ларма килӗшмерӗм, тин кӑна ҫинӗ, терӗм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

— Ҫапла, ҫапла ҫав, тӗрӗс, ларма чӗнтер эсир мана, — терӗ те ҫав ҫамрӑк чун, йӑпӑр-япӑр сӗтел хушшине ҫитсе те ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хамӑн ларма, тӑма, выртма май ҫук.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Пуху саланичченех ларма тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Телефонпа калаҫнӑ хушӑрах аллипе сулса мана ларма сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

— Пӑчкӑпа ларма хӑв ирӗк патӑн-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Пӑчкӑ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 111–112 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех