Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

карта сăмах пирĕн базăра пур.
карта (тĕпĕ: карта) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Инҫетре, чечекленекен карта тулашӗнче, тырӑ пуссин сӑрчӗсем курӑнаҫҫӗ.

Вдали, за цветущей изгородью, виднелись холмы хлебных полей.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 49–57 с.

Вӑл карта вӗттӗн-вӗттӗн ҫурса вакларӗ те ҫӳлелле ывӑтрӗ, сывлӑша чӗрсе, тикӗс мар кукӑр-макӑр пӑнчӑланса шурӑ вӑркӑш сӗтел ҫине вӗҫе-вӗҫе анать.

Он разорвал ее на множество клочков, подбросил вверх — и белые струйки, исчертив воздух, осели на стол белыми неровным пятнами.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

— Энниок пӳрнисене колода ҫийӗн куҫарчӗ те кӑштахран хӗрринчи карта туртрӗ.

— Энниок взмахнул пальцами над колодой и, помедлив, взял крайнюю.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Капитан карта урлӑ каҫрӗ, хӑярпа купӑста тӑрӑх салтак уттипе иртрӗ, унтан иккӗмӗш хӳмене, самаях ҫӳллӗскере, парӑнтарчӗ те Зурбагана каймалли ҫул еннелле вашлаттарчӗ.

Капитан перелез изгородь, промаршировал по огурцам и капусте и, одолев второй, более высокий забор, ударился по дороге к Зурбагану.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Дюк пуҫне аллисемпе хӗстерсе тытрӗ те ҫӗре, карта ҫумне, пӗшкӗнсе ларчӗ.

Дюк стиснул руками голову и опустился на землю, к изгороди.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Юлашкинчен ҫак этем чуна ҫӑлмалӑх паян ҫителӗклех ӗҫлерӗм тесе шухӑшларӗ пулас — кашкӑр ҫырлипе шӑлан йывӑҫҫи сырса явакланӑ карта ҫумне ларчӗ, хӑнӑхнӑ йӑлипе — чӗлӗм кӑлармашкӑн аллине кӗсйине чикрӗ.

Человек этот, решив наконец, что для спасения души сделано на сегодня довольно, присел к ограде, заросшей жимолостью и шиповником, и по привычке сунул руку в карман за трубкой.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Халӗ хыҫалтисем хумханаҫҫӗ, малти карта вилене пытарнӑ чухнехинчен те шӑпрах.

Теперь волновались задние, переднее кольцо стояло тише, чем в момент похорон.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Мӗн чухлӗ нушаланчӗ-ши ҫапла — минут-ши, сехет-ши, талӑк-ши, уйӑх-ши? — ӑна-кӑна вӑл нимӗн те тавҫӑраймарӗ, каллех темле карта урлӑ каҫса ӳксе, каллех тӑрса, каллех шуса, шав малалла кайрӗ те кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Варламов асӑрханса, ҫапах васкаса карта хӗррипе кайрӗ…

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Калюков вӗрлӗк карта ҫине пырса ҫапӑнчӗ, ун урлӑ тулли михӗ пек кусса каҫрӗ те ҫӗре лаплатрӗ, тӑнне ҫухатрӗ…

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чӑн та, ӑйӑра унтах илсе пымарӗ, кӑшт айккинерех, чӗлпӗрне карта юпинчен уртса, пахча пуҫне тӑратса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

…Тепӗр икӗ кунран, тӗттӗмленсен, выҫӑхса ҫитнӗ, шӑртланса кайнӑ Калюков Йӳҫпӑхан ҫывӑхӗнчи вӑрмантан тухрӗ те, пахчасен вӗҫӗпе хуллен утса, кирлӗ кил хыҫне ҫитрӗ, вӗрлӗк карта урлӑ каҫса, лупасай патне пычӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапла майпа Калюк вӑрӑ-хурахӗсемпе вӗсене вӗрентекенсем, эрешмен карта ҫавӑрнӑ пек, пӗтӗм чӑваш ҫӗрне карса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лешӗ ӑҫта каймаллине, мӗн пӑхмаллине ыйтса тӑмарӗ — вӗҫӗпе вӑрмана тӑрӑнсах выртакан пахчана кӗрсе, карта ҫумӗпе йӑпшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах хӗрарӑм, ку таранччен, сӑмах хӑй ҫинчен мар, такам урӑххи пирки пынӑ пек, пач хускалмасӑр тӑраканскер, сасартӑк Минӑна мӗнпур вӑйран тӗксе ячӗ те, хӑрушшӑн кӑшкӑрса, пахчаналла тапса сикрӗ, кӗпи арки вӗрлӗк туратӗнчен ҫакланса ҫурӑлнине пӑхмасӑр, карта урлӑ вӑшт кӑна каҫса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Антун, карта ҫумӗпе йӑпшӑнса утса, Маш ук пӳрчӗ патне пычӗ те чӳречерен хуллен шаккарӗ, темиҫе минутран, нимӗнле сас-чӳ те илтӗнменнипе, кантӑка пӳрне вӗҫӗпе тепре кӑтӑртаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнпа Телегин, пӗтӗм взводпа вӗренӳ ирттерекенскер, унччен канса илччӗр тесе, хӗрлӗ армеецсене салатса ячӗ те хӑй карта ҫумӗнчи сак ҫине кайса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Улпут майри йытӑ мар, чупса ҫӳрес ҫук, ҫавӑнпа леш хӗрарӑмсем, карта патне ҫаплах ҫитейменскерсем, вӗсене курса ӗлкӗреймерӗҫ, анчах халӗ тата, ютсене сиссе, хресчен анчӑкӗ ҫинҫе сассипе каҫса кайсах левле пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӑватӑ ураллисем халӗ вӗсене карта урлӑ нимӗн те тӑваймӗҫ-ха, вӗсем хыҫҫӑн килекен икӗ ураллисем шӑв-шав ҫӗклесен — пӗтрӗ пуҫ вара!

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Йытӑсем вӗсене чӑнахах сисрӗҫ ӗнтӗ, юлхавлӑн хӑр-хар тукаласа, карта патнелле ыткӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех