Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ирттернӗ (тĕпĕ: ирттер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пурӑнса ирттернӗ куна тепӗр хур пурӑнма май пулсан та Ухтиван ҫав ӗҫсенех тунӑ пулӗччӗ, хӑй курайман ҫынсене те ҫав сӑмахсенех калӗччӗ.

Случись ему пережить эти моменты заново, все бы повторилось: ненавистным людям Ухтиван сказал бы те же самые слова.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тӑвассине те ӑна аптраса яла пӗр-пӗр инкек-синкек чир хупласан е кӳршӗ ял выльӑхсене мур ерсен туса ирттернӗ.

Ведь ее справляли в исключительных случаях, когда не было никакого спасения от беды.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑй хӗрӗх ҫулсенче те-ха тепӗр ҫирӗм ҫулхинчен ирттернӗ.

А сам, будучи сорокалетним, еще не уступал двадцатилетним.

Каҫҫан пичче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Импери коронине тӑхӑннӑранпа пилӗк ҫул ҫитнӗ май ирттернӗ бал-маскарадра, августӑн 22-мӗшӗнче, Николай унпа икӗ хут ташларӗ.

22 августа, в честь пятилетия коронации, во дворце был устроен бал-маскарад, и Николай дважды танцевал с Натали.

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кам пӗлет, тен ҫак вӑхӑтра Маринене ыранхи ӗҫсем канӑҫ памаҫҫӗ-тӗр е вӑл хӑйен пурӑнса ирттернӗ пурнӑҫне, сисӗнмесӗр иртсе кайнӑ ҫамрӑклӑхне аса илет-тӗр.

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Пирӗн кунта хӑйне майлӑ йӗрке пур: эпир вечер тунӑ чухне вӗсем килеҫҫӗ, вӗсем вечер ирттернӗ чухне эпир каятпӑр.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мӗнле аса илмелле пулман-ха ӑна: вӑл унта хӑйӗн ачалӑхне ирттернӗ, шкула ҫӳренӗ, ӳссе ҫитсен, ҫак яла ҫӗнетессишӗн мӗнпур ҫамрӑк хастарлӑхне хунӑ, унти ҫынсемпе тӑвансем пек пӗр шухӑшпа, пӗр ӗмӗтпе пурӑннӑ…

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсене ӑсатассине ҫӳллӗ шайра йӗркеленӗ, пултарулӑх коллективӗсене явӑҫтарса йӑла-йӗркене пӑхӑнса ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Мобилизаци йӗркеллӗ иртнӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/11/03/%d0%bc%d0%b ... 82%d0%bde/

Пӗтӗмӗшле илсен, Чӑваш Республикинче мобилизаци ӗҫӗсене кирлӗ шайра туса ирттернӗ, пӗтӗм кӑтартусене туллин пурнӑҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Мобилизаци йӗркеллӗ иртнӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/11/03/%d0%bc%d0%b ... 82%d0%bde/

Унта хӑй вӑхӑтӗнче пурӑннисене 2023 ҫулта пуш-ака уйӑхӗсенче ҫӗнӗ ҫуртсене вырнаҫтарса пӗтерессине хыпарланӑ вӑл ҫынсемпе уҫӑ калаҫу ирттернӗ вӑхӑтра.

Куҫарса пулӑш

Регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫынсене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/11/03/regi ... j-ijtvsemp

Республика ертӳҫи паян йышӑну ирттернӗ.

Руководитель республики сегодня провел прием граждан.

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи икӗ яла ҫулпа ҫыхӑнтарӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33355.html

1. Депутат, вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн суйланӑ органӗн членӗ, вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн должноҫа суйланӑ ҫынни тӗлӗшпе ирттернӗ тӗрӗслев кӑтартӑвӗсене муниципалитет пӗрлӗхӗн представительлӗ органӗ, вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн суйлавлӑ органӗ вӗсене илнӗ кунран пуҫласа виҫӗ уйӑхран кая юлмасӑр пӑхса тухаҫҫӗ.

1. Результаты проверки в отношении депутата, члена выборного органа местного самоуправления, выборного должностного лица местного самоуправления рассматриваются представительным органом муниципального образования, выборным органом местного самоуправления не позднее трех месяцев со дня их поступления.

Чӑваш Республикин «Муниципалитет должноҫне, вырӑнти администраци пуҫлӑхӗн должноҫне контрактпа йышӑнма шутлакан граждансем тата ҫав должноҫсене йышӑнакан ҫынсем хӑйсен тупӑшӗсем, тӑкакӗсем, пурлӑхӗ тата пурлӑх евӗр обязательствисем ҫинчен калакан сведенисене тӑратасси тата ҫав сведенисем чӑн тата тулли пулнине тӗрӗслесси ҫинчен» Саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 80 от 19.11.2019

«ВКонтакте» социаллӑ сетьре Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫӗнтерӳ Посолӗсем» конкурс иртни ҫинчен вуларӑм, ӑна Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫӗнтерӳ Волонтерӗсем» обществӑлла юхӑмӑн Тӗп штабӗ ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнтерӳ Парачӗ // Нина РОМАНОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9419-pallash ... 03-06-2022

«Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче пирӗн флот тӗрлӗ йывӑрлӑхсене чӑтса ирттернӗ, тӑшмана хирӗҫ тӑрса ҫӗршыва хӳтӗленӗ», — терӗ уява ертсе пыракан Е.Александрова, Хуруй библиотекин заведующийӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс Ҫар Флочӗ – Раҫҫей хӑватлӑхӗн символӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9680-tin-s-c ... h-n-simvol

Чӑваш халӑхӗ «Сурхури», «Кӑшарни», «Ҫӑварни», «Ҫимӗк», «Киремет карти» (кунта ӗлӗкхи Кавал пасарне те кӗртме юрать) йышши чылай пысӑк уявсенче тӳсӗмлӗх, ҫаврӑнӑҫулӑх, тавҫӑрулӑх, вӑй-хал виҫмелли ӑмӑртусем ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

«Кавал вӑййи» ҫирӗп йӑлана кӗрессе шанаҫҫӗ // Т.ДОРОФЕЕВА-МИРО. http://gazeta1931.ru/gazeta/9750-kaval-v ... se-shanacc

Ял ҫыннисем каласа панӑ тӑрӑх, «Кавал вӑййине» Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи вӑхӑтран пуҫласа 1980-мӗш ҫулсемччен ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

«Кавал вӑййи» ҫирӗп йӑлана кӗрессе шанаҫҫӗ // Т.ДОРОФЕЕВА-МИРО. http://gazeta1931.ru/gazeta/9750-kaval-v ... se-shanacc

Историрен илес пулсан чӑвашсем «Акатуй» уявне 1917 ҫулхи революцичченех ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

«Кавал вӑййи» ҫирӗп йӑлана кӗрессе шанаҫҫӗ // Т.ДОРОФЕЕВА-МИРО. http://gazeta1931.ru/gazeta/9750-kaval-v ... se-shanacc

Ялхуҫалӑх институчӗн пӗр общежитийӗнче пурӑннӑ май - хӗр пӗрремӗш хутра, каччӑ вара тӑваттӑмӗшӗнче - пушӑ вӑхӑта та пӗрлех ирттернӗ, уҫӑлма ҫӳренӗ, спектакль, кино курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫчен ҫын ӗмӗр хисепре // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10813 ... r-khisepre

Амӑшӗ урӑх ҫемье ҫавӑрман, ӗмӗрне хӗрӗшӗн пурӑнса ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Кил умӗ - хуҫа сӑнӗ // Марина Илларионова. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10815 ... -khuca-s-n

Владимир Петрович хӑй вӑхӑтӗнче Аслӑ Ҫӗнтерӳ ячӗпе ирттернӗ велочупу валли парне те тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Лайӑх ашшӗ-амӑшӗ - пурнӑҫ тӗрекӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/lajax-ashshe-amas ... ereke.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех