Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Икӗ сăмах пирĕн базăра пур.
Икӗ (тĕпĕ: икӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пуху ӗлӗкхи икӗ класлӑ училищӗн чи пысӑк пӳлӗмӗнче пуҫтарӑннӑ пулсан та, каярах ҫитнисем коридорта тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Патша чухнехи пекех икӗ пуҫлӑ, коронӑсем кӑна ҫук…

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Киремет сӑртне хӑпарсан икӗ юлташ уйрӑлчӗҫ: пӗри Чӗнере тӳр ҫулпа утрӗ, тепри — Шывшӑвар шырланӗ урлӑ Кутемере.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Икӗ хутлӑ чул ҫуртӑн подвалӗнче тимӗр кӑмака тӗтӗм кӑларса ҫунать, ун ҫине шыв вӗретме пысӑк чейник лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Павӑл Эльгеева пин тенкӗлӗх коронӑсӑр, икӗ пуҫлӑ амӑрткайӑк кӳлепиллӗ хут укҫа тата ҫутӑ хӑмӑр тӗслӗ ҫирӗмшер тенкӗлӗх керенкӑсене, хачӑпа каса-каса вӑтӑр пилӗк штук тыттарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вара, пӗрне-пӗри темиҫе хутчен чуптуса, хӗрарӑмла ыталанчӗҫ икӗ тантӑш.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тепӗр кун ирех вирхӗнсе кӗчӗ вӑл Соня хваттерне: — Ав вӑл епле! Ӑпӑр-тапӑрне пуҫтарма та тытӑнман? Икӗ сехет хушшинче япалусене тиесе каймасан, эп хам кӑларса ывӑтатӑп вӗсене урама! — кӑшкӑрать ҫурт хуҫи.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Килӗр, ларсамӑр сӗтел хушшине, — чӗнчӗ Богданов, икӗ черкке коньяк тултарнӑ хушӑра.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Икӗ саспалли пур ун хуплашкин шал енчи кӗтесре, — ӗнентерчӗ Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Федор Павловӑн пьеси икӗ пайлӑ иккен, тенӗ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сылтӑм енче, сӗтел хушшинче, миравай судья тата икӗ халӑх заседателӗ лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Шифоньер та ҫук иккен, ҫемҫе пукансем вырӑнне мӗнпурӗ те икӗ хыҫсӑр пукан ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кӳр-ха, хам ӑсса килем, — терӗ те Эльгеев, ҫенӗкре икӗ витре тупса, ҫырмана чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пама тӑнӑ икӗ тенкӗ укҫана каялла тыттарчӗ те: — Ҫуллӑрах аш илсе ҫийӗр, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Михаил Николаевич Чебоксаров профессор икӗ хутлӑ йывӑҫ ҫуртӑн аялти хутӗнче пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Нурлата икӗ кун кайрӑмӑр, Аксуна — пӗр кун, Алексеевскине ҫитес ҫук, — шутласа пырать Эльгеев, сӑрталла хӑпарнӑ чух лаша хыҫҫӑн чупкаласа.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Анчах пире пӗрре мар — икӗ лав кирлӗ: пӗри Нурлата, тепри — Белебее, — терӗ Максимов.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ундрицовпа унӑн икӗ сотрудникӗ вокзалра юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Акӑ, — терӗ Эльгеев, икӗ француз булкипе пуҫламан сыр катрамне кӑтартса.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Павӑл хӑйӗн икӗ пӑт таякан карҫинккине тавар вагонӗ ҫине аран-аран хӑпартса хучӗ те улӑхса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех