Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

япаласене (тĕпĕ: япала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мӗншӗн тесен хамӑр япаласене пӑхас пулать, — терӗ асанне.

Бабушка говорит: — Потому что надо посмотреть наши вещи.

Пӑрахут ҫинче столовӑй пур // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Япаласене ҫапла пӗтӗмпех майлаштарса хутӑмӑр.

Мы все вещи уложили.

Эпир пӑрахутпа каяс тетпӗр // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Носильщик ҫавӑн ҫине пирӗн япаласене хучӗ те, унтан эпир аттепе пырса ҫитрӗмӗр, вара атте носильщике: — Эсир манса кайман-и? Саккӑрмӗш вагон, — терӗ.

Носильщик быстро положил сверху наши вещи, а тут мы с папой подошли, и папа говорит: — Вы не забыли? Восьмой вагон.

Мӗнле платформа // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Эпир ҫитсе тӑрсанах пирӗн пата, шурӑ саппун ҫыхнӑ, темле пичче чупса пычӗ те пирӗн япаласене ярса илчӗ!

А как только мы подъехали, какой-то дяденька в белом фартуке подбежал да вдруг как схватит наши вещи.

Вокзал // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Атте япаласене чӗн пиҫиххипе ҫыхрӗ, унтан сехет ҫине пӑхса илчӗ те: — Халь ӗнтӗ кайма та вӑхӑт. Пирӗн посёлокран хулана ҫитиччен, унтан тата вокзала ҫитиччен вӑхӑт чылай иртет, — терӗ.

Папа вещи перевязал ремнями, потом посмотрел на часы и сказал: — Ну, что же, пора ехать. А то пока из нашего посёлка до города доедем, а там ещё до вокзала…

Ҫул ҫине тухма хатӗрленни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Учительница сӗтелӗ ҫинче ахаль те питӗ йӗркеллӗн выртакан япаласене тепӗр хут тӳрлетсе тухать.

Поправляет расставленные и так в образцовом порядке вещи на столе учительницы.

Маруся пӗрремӗш хут дежурнӑй пулни // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Ҫак япаласене пурне те пӗрремӗш класс килекенсен хӑйсемпе пӗрле шкула илсе килмелле.

всё, что нужно принести первокласснику с собой в школу в первый день занятий.

Маруся пӗрремӗш хут шкула пырать // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Унтан тата вӗсем кӳршӗсем патне кайрӗҫ те, утюгсӑр пуҫне пур япаласене те тенӗ пекех улӑштарса килчӗҫ.

А еще они с матерью пошли по соседям и там поменяли почти все вещи, кроме утюга.

5 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

— Каяр, ывӑлӑм, турӑ сиртӗрех ӑна, — терӗ анне, япаласене васкасах пухса.

— Пойдем, сынок, господь с ними! — мать торопливо собирала вещи.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Анне ун умне хамӑрӑн пӗтӗм пуянлӑха сарса хучӗ те япаласене мухтама тытӑнчӗ:

Мать разложила перед ним все наше богатство и принялась хвалить вещи:

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Япаласене пурне те миххе чиксе хутӑмӑр, ҫирӗпрех ҫыхрӑмӑр та ирпе ирех ҫул ҫине тухса кайрӑмӑр.

Вещи сложили в мешок, завязали тесемкой и рано утречком собрались в дорогу.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Вӗсем ҫавӑнтах япаласене улӑштараҫҫӗ.

И поменялись.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Эсир вӗреннӗ ҫын иккенне пӗтӗм тӗнче пӗлет, эсир наукӑсене те, ытти япаласене те пӗлетӗр.

Это всему свету известно, что вы человек ученый, знаете науки и прочие разные предметы.

V сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Куҫӗсем унӑн ҫав вӑхӑтра урӑх япаласене шыраса тупрӗҫ, хӳме урлӑ каҫрӗҫ вӗсем, Иван Никифорович картишне те ҫитрӗҫ, унта тата пӑхма илӗртекен япаласем ҫинче ирӗксӗрех чарӑнса тӑчӗҫ.

А между тем глаза его отыскали новые предметы, перешагнули чрез забор в двор Ивана Никифоровича и занялись невольно любопытным зрелищем.

II сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

— Ыран килтех ӗнтӗ вӑл, ыран килсен, эпӗ ӑна япаласене пурне те парӑп.

— Завтра, если он придет, а он придет наверно, я отдам ему все, что ему принадлежит.

VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Ҫак япаласене эпӗ хӑрах куҫпа анчах куратӑп, мӗншӗн тесен теприне хытӑ япалапа хӗссе хупласа хунӑ; хам куҫа перӗнекен йывӑҫ тураттипе хупланӑ пулмалла.

И вижу я его только одним глазом, потому что другой зажат чем-то твердым, должно быть веткою, на которую опирается моя голова.

Тӑватӑ кун // Ярукка Сантри. Гаршин В.М. Тӑватӑ кун: калав. — Шупашкар: Республикӑри чӑваш кӗнеки кӑларакан уйрӑм, 1924. — 38 с.

Чи хӑрушӑ тискер кайӑксенчен те хӑрушӑрах ҫынсем пур чухне мӗншӗн-ха тӗрлӗ хӑрушлӑхсемпе тискер япаласене шухӑшласа кӑлармалла?..

Зачем выдумывать всякие чудища и страхи, когда есть люди страшнее всяких чудищ?

Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

— Ҫук, турӑсем туман ҫав пур япаласене те, — терӗ ҫав минутра Тит Лукреций Кар, паҫӑр чарӑннӑ калаҫӑва тапратса.

— Нет, нет, не боги создали все окружающее, — как раз в эту минуту сказал Тит Лукреций Кар, возобновляя беседу.

II сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Гусев уйланать: «Э-эхе… эпир те курнӑ ку япаласене».

Гусев думал: — «Эге, эти штуки мы тоже видали».

Гусев хулана сӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӗсем ҫӑмран ҫав тери сӗлӗм тумтир ҫыхаҫҫӗ, хӑйсен шухӑшӗсене япаласене ӳкерсе кӑтартас мелпе ҫыраҫҫӗ, — ҫак пӗлӗве вӗсем юнпа илсе килнӗ, ку — ҫухалнӑ цивилизацин авалтан куҫакан ас тӑвӑмӗ.

Они ткали превосходные одежды из шерсти, и умели записывать мысли посредством изображения предметов, — это знание они вынесли в крови, как древнее воспоминание исчезнувшей цивилизации.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех