Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ылтӑн сăмах пирĕн базăра пур.
ылтӑн (тĕпĕ: ылтӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗрисем вӑл ҫетӗк-ҫурӑксем хушшинче ылтӑн тупнӑ теҫҫӗ.

Одни говорили, будто он среди тряпья обнаружил мешочек с золотом.

Яка Илле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шерепеленсе усӑнса тӑракан ылтӑн хӑлха ҫаккисем хуллен чӑнкӑртатса сас параҫҫӗ, куҫӗсене нӳрӗ карса илет.

Едва слышно позвякивают в ее ушах золотые кисточки-серьги; глаза подергиваются от волнения влагой.

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Стена ҫумӗнче — шпагӑсем, кӗмӗл, пӑхӑр, ылтӑн авӑрлӑ кинжалсем, пистолетсем…

На стене развешаны шпаги, кинжалы с серебряными, медными, золочеными рукоятками, пистолеты…

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тин ашшӗ халалне вӑл уҫрӗ: Кӑларчӗ ылтӑн арчаран, Ун аллине саккунлӑ куҫрӗ Леш Атӑл варринчи ҫаран.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫырать шыв ҫийӗнче пин ҫӗрӗ Хӗвелӗн ылтӑн пайӑрки.

Куҫарса пулӑш

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тепре ҫав еннелле пӑхсан, каччӑ хӗр куҫӗн ылтӑн ҫутисене татах тытса юлма ӗлкӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл ҫын мар — ылтӑн.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ылтӑн кӗркунне вӑхӑтӗнче ҫуралнӑран пулӗ, калама ҫук ырӑ кӑмӑллӑ ҫын пирӗн аннемӗр, унра тӗлӗнмелле ӑшӑ тапса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Эсир пурри – хисепре ялан // А.Калюкова. http://kasalen.ru/2022/10/18/%d1%8d%d1%8 ... %b0%d0%bd/

Ылтӑн пучах аллӑмра, Савӑк кӗвӗ — чунӑмра.

Куҫарса пулӑш

Янра, янра чун шӑнкӑравӗ // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d1%8f%d0% ... b0%d0%b2e/

Ытти юрӑ-кӗвӗ кӗнекисем те — «Таптаймастӑр таса юратӑва», «Ылтӑн кӗркунне», «Пурнӑҫ илемӗ», «Анне ытамӗнче», «Кӑмӑл тӗкӗрӗ», «Ҫӑлтӑрпи»… — кӑмӑла ҫӗклеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Янра, янра чун шӑнкӑравӗ // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d1%8f%d0% ... b0%d0%b2e/

— Хусан валли ылтӑн ҫӑмарта туса пурӑнакан чӑх вилчӗ, аслӑ князь, — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑйӗн ҫине аслӑ князь парчаран ҫӗлетнӗ вӑрӑм тумтир тӑхӑннӑ, мӑйӗнчен ылтӑн вӑчӑраллӑ хӗрес ҫакса янӑ.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кремль ҫийӗн ылтӑн тӗслӗн йӑлтӑртатса курӑнакан чиркӳ тӑррисем вӗсене илӗртрӗҫ те, ҫав вӑхӑтрах хӑратса та тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хусана тӗкӗнмелле мар Мускавӑн, Крыма ялан «парнесем» — ылтӑн та кӗмӗл-парса тӑмалла.

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Савӑнма сӑлтав ҫук мар: юлашки вӑхӑтра ылтӑн чӑнах та ытларах килме пуҫларӗ вырӑссен шӗкӗр хулинчен.

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чӑнкӑртатсах юхтӑр хан кӗсйине ылтӑн.

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чурук-су айлӑмӗ ҫӗрӗк шыв айлӑмӗ мар, вӗҫӗмсӗр юхса выртакан ылтӑн айлӑмӗ пултӑр.

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӗпе ҫаннисене ылтӑн ука тыттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сан пуҫу та, ылтӑн та кирлӗ мар пире.

Куҫарса пулӑш

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ман пуҫшӑн пӗр купа ылтӑн илес тетне?

Куҫарса пулӑш

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех