Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чун сăмах пирĕн базăра пур.
чун (тĕпĕ: чун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫитменнине Чӗкеҫре Урхан пекех вӗрет юн, Ҫавӑнпа та хӗрлӗхре Намӑс курмасть унӑн чун

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫапах ҫӳлтен аяла Анас килет, чун туртать; Шӑрӑх чухне Ҫавала Шыва кӗни пит юрать; Йӑпшӑнса та выляса Сике-сике вӑл анать, Туратсенчен уртӑнса Йывӑҫсене вӑль!.. авать…

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хусан хули чул хӳме, Улпучӗсем чун ҫиме».

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫамрӑк хӗрен таса юн Тӳлек юхать кӗлеткере; Тӗл пулать ҫеҫ тепӗр чун — Иртет канлӗх чӗрере…

Куҫарса пулӑш

II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Мӗн калас тенине вӑл чун хавалӗпе аран-аран каласа хӑварма ӗлкӗрчӗ…

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Акӑ, юлашкинчен, хулӑн ҫӗртен ярса илтӗм те пӗтӗм чун хавалӗпе ҫӳлелле туртӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Хайхи турат алла лексен, мана чун кӗрсех кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Вӑл сӑмахсене илтсен, чун ҫӳҫенсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Ҫакна Савин мучи ҫын хушнипе мар, чун хушнипе тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Салтака тухса кайнӑ кун вӑл юратнӑ мӑшӑрне чун кӳтнипе урӑх нимӗн калаймасӑр: «Санюк, ывӑла лайӑх пӑхса ӳстер… Ман йӑмрасене те пӗтерме ан пар: вутӑшӑн-шанкӑшӑн касма пӑхӗҫ», — тесе хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Сирӗн ӗҫӗре пурнӑҫлама ҫӳллӗ шайри кӑмӑл-сипет тата иксӗлми вӑй-хал, ҫирӗп чун хавалӗпе чӑтӑмлӑх кирлӗ, унпа пӗрлех пӗлӗве тата ӑсталӑха тӑтӑшах ӳстерсе тӑмалла.

Ваша работа требует высокой моральной и физической подготовки, силы духа и стойкости, а также постоянного совершенствования навыков и знаний.

Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн наци гвардийӗн ҫарӗсен кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/03/27/gla ... aet-s-dnem

Пирӗн учительницӑн тимлӗхӗ, чун ӑшшийӗ пурин валли те ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Паян та пирӗншӗн вӗрентекен // В. Никитин. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... vrenteken/

Мясниковсемшӗн ал ӗҫӗ - чун киленӗҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ал ӗҫӗ - чун киленӗҫӗ // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... un-kilenc/

- Чун ӑҫта выртать, алӑ та ҫавӑн ҫумне ҫыпҫӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ал ӗҫӗ - чун киленӗҫӗ // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... un-kilenc/

Чун тӑвӑрланса килчӗ, хама хам ятлама тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Шухӑшлама вӑхӑт пур // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 49–52 с.

Хамӑр ҫуртра пӗрремӗш разрядлӑ шахматист пурришӗн чун хӗпӗртет, — йӑл та йӑл кулать Игнат Васильевич.

Куҫарса пулӑш

Шухӑшлама вӑхӑт пур // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 49–52 с.

Поэтӑн паллӑ кӗнекисем: «Атӑлъенсем – телейлӗ ҁынсем», «Тав», «Тумлам», «Туслӑх», «Уҫланкӑра», «Чун хавалӗ», «Ӗмӗтӗмӗр ҫитсе пынӑран», «Константин Иванов тата музыка», «Тулли кӑмӑлпа» тата ыттисем.

Известные книги поэта: «Мы трудовые волжане», «Спасибо», «Капля», «Запев дружбы», «На поляне», «Заветное желание», «Константин Иванов и Музыка», «От всей души» и другие.

Упи шкулӗнче Владимир Харитонов ҫыравҫӑна халалланӑ пултарулӑх каҫӗ иртнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34553.html

Чун хавалӗпе вӑл паттӑр пулмалла ачаччӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ ачасем! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с. — 124 с.

Урӑхла ӑна чун, теҫҫӗ, — терӗ асли.

Куҫарса пулӑш

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫӳлте, тӑхлан пӗлӗтре, ҫунаттисене сарлакан сарса ярса, вичкӗн куҫӗпе хыпӑнсах ҫӗр ҫинче апатлӑх чӗрӗ чун йӗрлесе, халь-халь ҫӗрелле чулланса анас хурчка явӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех