Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хапха сăмах пирĕн базăра пур.
хапха (тĕпĕ: хапха) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мӗн тӑвас ӗнтӗ, хӑй хушнӑ япала, Ехреме кайса каласах пать, — текелесе тухса кайрӗ вара тепӗртакран урама, те шашулкки лайӑх ҫакланманран, хапха калинккине темиҫе те уҫа-уҫа хупса, хытах шалтлаттара-шалтлаттара илчӗ, унтан ҫавӑнтах пирус чӗртме тапратрӗ, тӳрех тивертеймесӗр, темиҫе шӑрпӑк ҫута-ҫута пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Калюков хӑйӗн ятне каласан, вӑл, пӑртак иккӗленсе тӑнӑ хыҫҫӑн, хыҫалти хапха калинккин сӑлӑпне туртса кӑларчӗ…

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр ҫирӗм-вӑтӑр утӑм турӗҫ-ши, ҫук-ши — хайхи хыҫалта пыракан ҫамрӑк ҫын кусене хӑваласа ҫитрӗ те, сӑран карттуслипе иккӗшӗ Сӑпание ик енчен ҫатӑрласа тытрӗҫ тӗ ҫумри хапха калинккинчен вӑшт! кӑна илсе кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл тӑчӗ те, пилӗкӗ таран ҫӑтӑ ларакан, аяларах вуншар пӗркеленчӗкпе шӑнкӑрав пек сарӑлса каякан хура сӑхман аркине утнӑ майӑн енчен енне силлентерсе, хапха калинкки патнелле кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑйсем патне хӑнасем пырасса кӗтмен хӗрарӑмсем, Никифоровпа Крапивин вырӑсла хапха калинккине уҫса кӗрсен, вӑтаннипе аванмарлансах кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Часах лаша тулхӑрни, хапха уҫӑлни илтӗнчӗ, хыҫҫӑнах янавар выльӑх, хуҫана вӑл ӑслӑ е ухмах пулнине пӑхмасӑр пӑхӑнма ҫуралнӑскер, шапарнӑ ҫӗре таканлӑ урисемпе тӑнччи-танччи тутарса, Минина таҫталла илсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хапха хӑми ҫӗре пуҫланӑ, юпи чалӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнпа вӑл хӑнасене урамра курнӑ-курман тухса хапха уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Килнӗ ҫынсем Ехвин тӑванӗсем те, тусӗсем те пулманни, хальччен ку яла пач ҫӳременни, пурӗпӗр кил хуҫи вӗсене ҫав тери хапӑл кӗтсе илни, лавне тӳрех хапха уҫса кӗртни ӑна кӑсӑклантарса янӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Шамшутдин, алӑка хытӑ шалтлаттарса, картишне тухрӗ, хӑй те ӑшӗнче арӑмӗнчен кая мар вӗчӗрхенекенскер, хапха хӑми хушӑкӗнчен Курносовсем енне пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр полицейскийӗ калинккене уҫса пӑхрӗ те… хапха ҫумне лӑпчӑннӑ ҫынсене курах кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӗҫех пӳрт алӑкӗ, каярах — хыҫалти хапха калинкки чӗриклетни илтӗнчӗ, уйӑх ҫутинче сенӗк тытнӑ арҫын курӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хапха патӗнче — часовойсем.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хапха калинккине шалтан сӑлӑп ярса питӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Часах хапха нӑтӑртатса уҫӑлни, ҫуна тупанӗ юра ҫухӑрттарни — кун каҫ енне кайнӑ ҫав ӗнтӗ, ҫанталӑк сивӗтнӗ — илтӗнчӗ те самантрах шӑп пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл кӑмака карнисӗ ҫине чалӑштарса тӑратнӑ куҫкӗски умӗнче тӑрмашнӑ вӑхӑтра Антун картишне тухрӗ, Тӑвӑла васкамасӑр, киленсе кӳлчӗ, пӗкке тахҫан ҫак ӗмӗтпех Нурӑс пасарӗнчен туянса килнӗ хӗрлӗ те кӑвак пурҫӑн хӑюсемпе эрешлетрӗ, ункӑран йӗс шӑнкӑрав ҫакса ячӗ, унтан, хапха уҫса, ӑйӑра урама кӑларса тӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Халӑх ҫӑварӗ хапха мар — хупса лартаймӑн.

Народный рот не ворота — не захлопнешь.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Хапха умӗнче вара ӑна Лена кӗтсе илчӗ.

У ворот ее встретила Лена.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Хапха хыҫӗнче, хӑлхана ҫурса, снаряд кӗрӗслетрӗ те, тӗтӗмпе тусан юпа пек сирпӗнсе ҫӗкленчӗҫ.

За воротами, оглушительно грохнув, взвился столб дыма и пыли.

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Йывӑррӑн яра-яра пусса, вӑл хапха патӗнчен пӑрӑнчӗ, унтан хӑрӑлтатакан сассипе кӑшкӑрса ячӗ:

Пошел, тяжело топая, от ворот, гаркнул хриплой глоткой:

9 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех