Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

утӑм сăмах пирĕн базăра пур.
утӑм (тĕпĕ: утӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку таранччен пуҫне каҫӑртса тӑнӑ выльӑх тӑрӑс-тӑрӑс! тапса ик-виҫ утӑм турӗ те Данилов еннелле сиксе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Эс паҫӑр ма ун пекех тартӑн? — терӗ вӑл каччӑ еннелле тепӗр утӑм туса.

Куҫарса пулӑш

23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Кала, Тукай мӑрса хӑҫан килет? — терӗ Ятламас ӑна тытса чарас пек малалла темиҫе утӑм туса.

Куҫарса пулӑш

20. Кӗске пушӑ хытӑ ҫапать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ав ӑҫта иккен пирӗн ялсем! — терӗ алманчӑ вучах патне ҫитесси ик-виҫ утӑм юлсан.

Куҫарса пулӑш

14. Яхуте шӑпи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Шигалей Сахиб-Гирей патнелле тепӗр утӑм турӗ, халь-халь ҫапӑҫма пуҫлас пек, аллине хӗҫ тыткӑчӗ ҫине хучӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нухрат ун патнелле пӗр утӑм та тумарӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Мӑн кӑмӑллӑ хӗр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Пӗр утӑм туса пӑх-ха.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Темиҫе утӑм тусан вара пакши те, пӑсари те куҫран ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ырлӑха-ши ку, хурлӑха-ши, пирӗн иксӗмӗрӗн те чӗресем пӗр-пӗрин патне туртӑнаҫҫӗ Эпӗ те утӑм утмассеренех санӑн ятна асӑнатӑп-ҫке.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эрнепи ку вырӑнтан яланах сывламасӑр тенӗ пек иртет, пӳлӗхҫӗсене кӗл тумасӑр пӗр утӑм та утмасть.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑй утӑм тумассерен ура айне пӑхать — пӗр-пӗр тип шанкӑ ҫине пусса сасӑ тӑвас марччӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эс, Иштерек, Ахтупай пирки калаҫасшӑнччӗ пулӗ-ха? — терӗ Тукай ун еннелле пӗр-ик утӑм туса.

Куҫарса пулӑш

9. Ял хӗрринчи пӳрт // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӑна илтсен Альпи пӗтӗм шӑм-шакӗпе чӗтресе илчӗ, унӑн ура вӑйӗсем пӗтнӗ пек пулчӗҫ, хӑраса ӳкнипе хӗр ача пӗр-ик утӑм каялла чакрӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пикпав хӑй тӗллӗн мӑкӑртатса ӑна тӑч хупрӗ, тӗкӗ ячӗ, анчах пӑрӑнса виҫ утӑм тума та ӗлкӗреймерӗ, хапхана тул енчен шанлаттарма пикенчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Северьян текенни, ҫӗмӗрт пек хура куҫлӑ, кӗске мӑйӑхлӑ йӗкӗт, малтан Ахтупай ҫине куҫ шуррипе ҫеҫ пӑхса илчӗ, унтан кӑмӑлне ҫемҫетсе йӑл кулчӗ, вара ун еннелле пӗр утӑм туса тутарла: — Ялта иҫниксем ҫук-и? — терӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл та малалла утӑм тунӑ, анчах малтанхи тымарне пӑрахма ӗлкӗреймен иккен.

Она то же, верно, сделала, — но успела уже совсем отбросить старый корень, так что я не нашёл его.

Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 22–23 с.

Вара ик утӑм туса стройран тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ик-виҫӗ утӑм ярса пускаларӗ те барон, чикеленсе ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑрӑм киккириклӗ автанӗ тарма тытӑннӑ таракан еннелле чакӑр куҫӗпе чалӑшшӑн пӑхса илчӗ, вара, мӑнаҫлӑн виҫ-тӑват утӑм туса, таракана сӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Микула ӑна киле ҫавӑтса кайма тӑнӑ, анчах шӑллӗ пӗр утӑм та ярса пусайманнине курсан, амӑшне пӗлтерме чупнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех