Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шлепкин ҫӗтӗк тӳпи кашкӑрӑнни евӗр шӗвӗр вӗҫлӗ хӑлхисене тата симӗсленнӗ бронза тӗслӗ сӑнне хуплать.Рваная тулья шляпы прикрывала остроконечные, как у волка, уши и лицо цвета позеленевшей бронзы.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Унӑн корпусне ҫӗрлехи сӗмлӗх хупланӑ; мачтӑсен тӗрлӗ тӗслӗ ҫутипе иллюминаторсен йӑлкӑшакан ҫаврашкисем тинӗсӗн хура тӗкӗрӗ ҫинче иккӗлле курӑнаҫҫӗ; ҫилсӗр ҫӑра сӗм тӗттӗмлӗх сӑмалапа, ҫӗрӗшнӗ шыв курӑкӗпе тата тӑвар шӑршипе тулнӑ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Тискерчӗксем мӑйӗсенчен слон шӑммин эрешленӗ тӑсӑкӗсене, бегемот шӑлӗсемпе хир сыснин асав шӑлӗсене ҫака-ҫака янӑ; хӑшӗ-пери, пуянраххи, тӗрлӗ тӗслӗ йывӑҫ шӑрҫапа, ҫавӑн пекех тимӗр шӑнкӑравпа, пӑхӑр пралук спиралӗпе тата шурӑ рак хуранӗпе капӑрланнӑ.
XVIII. Ливингстонпа сыв пуллашни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Абдул-бен-Саид хытанка, сӑнӗ тӑрӑхла, шухӑшлӑ, хыпаланмасӑр утать, халат, тӗрлӗ тӗслӗ тюрбан, ылтӑнпа ҫӗленӗ туфли тӑхӑннӑ.
XVII. Араб тараватлӑхӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Улпутсем кунти ытти ҫынран самӑрлӑхӗпе, пӑхӑр сулӑсемпе, хура пашалӑвӑн конус евӗрлӗ купине аса илтерекен ҫӳллӗ-кӑткӑс ҫӳҫ капламӗпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ; ҫӳҫӗнче тӗрлӗ тӗслӗ тӗк, пӗҫҫисене вара королӗнни пекех пусмапа ҫавӑрса явакланӑ.
XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Хальлӗхе чухӑн Джуджу ҫеҫ-ха: ҫатӑрка тӑрӑ айӗнчи шӑмӑ куписем, ҫӗмрен ҫыххисем, чӑптапа хутӑш шӑмӑ тӗмескисем; кӗҫех сукмак самаях анлӑланчӗ, акӑ умра — пысӑках мар уҫланкӑ, унта — шалҫасем ҫинчи тӑрӑ, ун айӗнче слонӑн икӗ асав шӑлӗ, чӳлмексем, хӗҫ-пӑшал, тӗрлӗ тӗслӗ темиҫе ластӑк, ҫирӗме яхӑн пӑхӑр сулӑ, ҫак купа тӑрринче вара шӑпах Гент шыранӑ япала — кимӗ — выртать.
ХIII. Джуджу вӑрманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Гент шыв патне тухнӑ тӗлте — пӗчӗк ҫарансен пысӑках мар вӑчӑри, вӑл ҫыран хӗрринчи вӑрмана тӗрлӗ тӗслӗ чечек сапса тухнӑ изумруд пӑнчисемпе уйӑрать.
ХIII. Джуджу вӑрманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Вӑхӑт-вӑхӑтӑн вӑл пӗлӗтсенчен куҫӗсемпе тӗмсӗлет те ҫав самантрах унта, ҫӳлте, чӗрӗ йӑлтӑрккапа витӗннӗ тӗрлӗ тӗслӗ те шап-шурӑ тӳремлӗхсенче ҫӳреме пуҫлать.
X. Мирамбо вӑрӑ-хурах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Стенисене тӗрлӗ тӗслӗ хӳтлӗх-питлӗхне, арабескӑсемпе сӑрнӑ, урайӗнче — кавир, маччаран черченнӗн тӗрлесе эрешленӗ виҫӗ енлӗ сӑнчӑртан кӗмӗл лампа ҫакнӑ, — ҫулӑмӗ янкӑр ҫутӑ-ҫемҫе.
VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Лагерь йӗри-тавра ҫӳхе пусмана пустав, пир-авӑрпа чӑпар пумаҫи тӑрӑхӗсен тӗрлӗ тӗслӗ вӑрӑм йӑрӑмӗсем тӑсӑла-тӑсӑла выртаҫҫӗ, — ярмӑрккари евӗр.
VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Умра вӗҫекен тӗрлӗ тӗслӗ такам- темскер курӑна-курӑна ҫухалать, туратсене силлеҫҫӗ, вӗсем вара тухатури чечексем ҫине шӗвӗ бриллиант пӗрчисене сапаҫҫӗ.
VI. Караванри шуйттан // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Тепӗр чухне вӑрманта сехечӗ-сехечӗпе ларать — Африка колибрин тӗрлӗ тӗслӗ хӗлхемӗсене, кӑвак пилеш кайӑкӗсем вӗҫе-вӗҫе ҫӗкленнине тата ана-ана ларнине, хӑйӗн хускалми фосфорлӑ куҫӗсемпе ҫын ҫине тирӗннӗ ҫӗлен авкалана-авкалана шунине сӑнать.
VI. Караванри шуйттан // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Тӗрлӗ тӗслӗ катан пирпе ҫав тери чаплӑ чӑпар ҫитсӑна — хӑй тӑхӑнса-пӗркенсе ҫӳрес вырӑнне, капӑр кӗленчерен тунӑ, пӑхӑр пӑралуклӑ шӑрҫасене, — вӗсем урасем ҫинче е сӑмса ҫунаттисенче хитрен ҫиҫеҫҫӗ, — кӗлӗ туса пуҫ ҫапмалли ҫак пуянлӑха музунгу тырӑшӑн, пальма сӑришӗн тата какайшӑн парать.
VI. Караванри шуйттан // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Вӑрмана тарса кӗрсен наҫилккеҫӗ — хӑй валли инкек шыранӑн — телейпе ҫав самантрах рехетленес йӳтӗмпе хӗрсех кайрӗ: хӑйӗн ҫине шӑрҫасем ҫакса тултарчӗ — вунӑ фунтран кая мар, ҫакӑнпа ҫырлахмасӑр йӗри-таврари туратсем ҫине ҫав тери чаплӑ капӑрчӑксен тӗрлӗ тӗслӗ, йӑлтӑркка гирляндисене сапаласа тухрӗ; ташлать-сиккелет, чее те ӑнӑҫтаракан этем — хӑй — пирки хыттӑн кӑшкӑрашса юрлать.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Негрсем пуҫӗсем ҫинче Америка пирӗ, Индин кӑвак пир-авӑрӗ, ҫӳхе пусма-тавар, тӗрлӗ тӗслӗ пумаҫи, шӑрҫасем, тискерчӗксен хушшинче укҫа пӗлтерӗшӗпе ҫӳрекен пӑхӑр пралук тултарнӑ тӑрӑхла тюксем йӑтса пыраҫҫӗ.
I. Стэнли Африка ӑшнелле каять // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Вӑл кӗл тӗслӗ кӗпепе, кӑвак шлепкепе.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ӑна вӑл вазӑран кӑларчӗ, мана ачашшӑн тӑсса пачӗ, эпӗ вара ӑнланмасӑрах ӑна чӑмӑртаса тытрӑм: чие тӗслӗ георгин.Она взяла из вазы, ласково протянув мне, а я машинально сжал его — георгин цвета вишни.
XVIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Колоннӑсен хыҫӗнче, чие тӗслӗ хрусталь лампӑсен ҫутинче, залсем-курӑнусем тӑраҫҫӗ, перламутрпа слон шӑммин ӑшӑ шурӑлӑхнелле лампӑсем шуҫӑм пайӑркисене ывӑтаҫҫӗ.
XVIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Сӗтелсен тавра хӑнасене олива тӗслӗ пархӑтпа сӑрнӑ ҫӑмӑл креслӑсем кӗтеҫҫӗ.Вокруг столов ждали гостей легкие кресла, обитые оливковым бархатом.
XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Вӗсем ҫинче талккӑшпех — тӗрлӗ тӗслӗ чулсен эрешӗ евӗр — эрехсен вучӗ хӗмленет, ылтӑн та кӗмӗл ҫиҫеҫҫӗ, ытарлӑ йӑлтӑркка вазӑсенчи сайра тӗл пулакан улма-ҫырла хушшинчен сӗтел ҫитти ҫинче кӑтрисемпе сапаланса шӑвакан ӳсен-тӑранӑн симӗс мӗлки ӗренкеленнӗ.
XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.