Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑвать (тĕпĕ: ту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ирех тӑрать, тумланать, Нарспи ӗҫе тытӑнать: Е пурҫӑн ҫип илет те Юрла-юрла тӗрӗ тӑвать; Е ҫӗлеме ларать те, Ҫӗвви шӑрҫа пек пулать — Сӳс хӳреллӗ хурҫӑ йытӑ Пӗр кӗрет те пӗр тухать; Е пир тӗртме ларать те Вылянтарать ӑсине; Е хултӑрчӑ тытать те Ҫипне тиет ҫӗррине; Е сак ҫинчи кушакӗ Питне ҫӑва пуҫласан, Апат хатӗр хӑнашӑн Алли-ури ҫӑмӑлран…

Куҫарса пулӑш

Сарӑ хӗр // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ултавӗ ҫӳремест-мӗн утсӑр, Вӑл тумлӑскер, вӑл чаплӑ шутсӑр, Тӑвать пурне те уншӑн мул, Таҫта кайсан та такӑр ҫул.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Курать йӑлтах — мӗнле майпа Хуҫи, хӑй кӑшт та тарламасӑр, Чул ҫурт тӑвать, арман лартать, Шура, ак, анлӑ пӗвеленӗ, — Ку ӗҫ ял-йышшӑн чун иленӗ Пулни пур тӗл те кӑтартать, — «Сатрап, сатрап…» тет; шухӑшне Халь ҫиеле вӑл кӑлармарӗ, Анчах ҫынсен тарӑхӑвне Тавҫӑраймасӑр пач тӑмарӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫапла, этем вӑл хӑйшӗн хӑй Йӑла тӑвать, йӗрке ҫырать.

Куҫарса пулӑш

XIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ӑнса пырать ӗҫ-пуҫ Ухтерӗн, Вӑл мӗн хушать — ял-йыш тӑвать.

Куҫарса пулӑш

III // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫапах хатӗрлене пуҫларӗ: Кашни кунах тӑвать ниме.

Куҫарса пулӑш

III // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Йӗрке тӑвать — кам вӑйлӑрах, Кам вичкӗн, ӑсӗпе кам анлӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ак мӗн тӑвать вӑхӑт ҫынсемпе: ваттисене ватӑлтарать, ҫамрӑккисене вӑйпитти ҫын туса хурать.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Левентей малашне колхозра мӗнле бригадӑсем пулмаллине ҫырать: пилӗк-ултӑ бригада тырпул акса тӑваканнисем, пӗр бригада пахча ҫимӗҫ лартса тӑвать, икӗ бригада выльӑх-чӗрлӗх пӑхмалла (пӗри — лашасене, тепри — ытти выльӑх-чӗрлӗхе), пӗр бригада строительство енӗпе ӗҫлемелле, пӗр бригада кок-сагыз ӳстермелле.

Куҫарса пулӑш

XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ларса килнӗ ҫын ӑна куншӑн пӗр ҫӗклем ешӗл утӑ парса тав тӑвать, хӑй, тусанланнӑ костюмне тасаткаласа, рӑйком алӑкӗ патнелле утать.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ун меслечӗ ҫавӑн пек иккен: Укахви машинапа вырнӑ ыраша кӗлте пысӑкӑш купасем туса пырать, иккӗмӗш хӗрӗ кӗлте ҫыххи тӑвать, ӑна ҫыхмалли купа айне хурать, тепри ӑна ҫыхать, тата тепри йӑтса каять.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗтӗм халӑх станци тӑвать, эпир ҫав кок-сагыза апат паратпӑр.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Каҫхине радиопа ҫӗнӗ хуласем илни ҫинчен приказ парсан, Людмила ӑна ҫав каҫах хӑйӗн картти ҫинче паллӑ тӑвать.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫапах та вӑл ывӑннине палӑртасшӑн мар — ҫӑварӗпе темле ташӑ кӗвви калать, сылтӑм урипе ҫак кӗвӗ тӑрӑх ташлам пекки тӑвать.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Мӗн хӗрхенес ӑна? — касса пӑрахнӑ чечеке утӑ айне тӑвать Марине.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тепӗр ҫын хӗрӳллӗ сӑмах калама та пӗлмест, ытлашши шарламасӑртарах кӑна ҫӳрет, анчах хӑйӗн ӗҫне яланах тӗплӗ тӑвать, кун пек ҫын сӑмахӗпе мар, ӗҫӗпе хитре.

Куҫарса пулӑш

ХХI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӗтерне малтан упӑшки шӳт тӑвать пулӗ тесе шутларӗ, вӑл ӑна пӗрре те ӗненмерӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Сахал калаҫать, ӗҫне тӗплӗн тӑвать.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл ыраш акса тӑвать, тулӑ акса тӑвать, ҫӗрулми лартать.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Хӑратӑн-им? — кулать Укахви, ҫавӑнтах ӑна йӑпатам пекки тӑвать.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех