Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таранччен сăмах пирĕн базăра пур.
таранччен (тĕпĕ: таранччен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗлес-тӗк-и, ку таранччен тӗл пулаттӑмах унпа…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑвӑр, ав, ҫав хурахсене ку таранччен чараймастӑр…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнпах ӑна хӑйӗн юратӑвӗ ҫинчен уҫҫӑн, татӑклӑн каласа уҫӑ, татӑклӑ явап ыйтма ку таранччен хӑяймасть.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӑна вӑл хӑй те ку таранччен манаймасть, Ольга Матвеевнӑна курсанах аса илет.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кама та пулин сутнине ку таранччен курман.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эпир вара ҫав хурахсене ку таранччен тытаймастпӑр…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пирӗн вара ку таранччен ҫав хурахсен йӗрри-палли те ҫук.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫула васкаса тухрӗ пулин те, отряд начальникӗ лайӑх пӗлет: паллах, ку таранччен юланутлӑ вӑрӑ-хурахсен йӗрӗ те юлман, вӗсене тытасси халӗ ҫиле сӗрекене ҫаклатассипе пӗрех…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнпа ку таранччен мӑшӑр ҫук унӑн.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Выляса пуйнӑскер укҫипе ӑҫта усӑ курасси пирки шухӑшламасть, вӑл тӗрлӗ шутлавран аякра, ылтӑн кӗвви-ҫемми ӑна пулма пултараслӑхӑн пурнӑҫлайми ӗмӗчӗн йӗкӗлтевлӗ ҫавра ҫилӗпе, чӗре урса кайса тапнипе ура тупанӗнчен пуҫласа пуҫ тӳпи таранччен хупласа лартать.

Выигравший не думает о том, на что он употребит деньги, он далек от всяких расчетов, музыка золота наполняет его с ног и до головы дразнящим вихрем возможностей, прекрасных в неосуществимости своей желаний и бешеным стуком сердца.

IV. «Гарнаш, Автан урамӗ» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Ҫак ҫыран хӗррине ку таранччен нихӑҫан та пысӑк карап килмен; карап тата — тахҫанах хур-мӑшкӑл ятне илтнӗ парӑслӑ; халӗ ҫак парӑс пулнин-пулассин, йӗркеллӗ ӑс-тӑнӑн мӗн пур саккунне хирӗҫлекен тасалӑхпа, уҫӑмлӑн та ӗнентерӳллӗн ялкӑшать.

Никогда еще большой корабль не подходил к этому берегу; у корабля были те самые паруса, имя которых звучало как издевательство; теперь они ясно и неопровержимо пылали с невинностью факта, опровергающего все законы бытия и здравого смысла.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ку таранччен Грэя хӑйӗн сад пахчин уйрӑм пайӗсем — ҫутӑ пайӑркисем, йывӑҫ мӗлки, чечек, тураттисем чӑлханса пӗтнӗ лаштра вулӑ — урӑххисен нумай-нумай садӗнче ҫеҫ курӑннӑн туйӑнатчӗҫ, сасартӑк вӗсем яр уҫҫӑн тухса тӑчӗҫ, пурте — ҫав тери илемлӗ, тӗлӗнсе каймалла килӗшӳлӗхре.

До этого он как бы находил лишь отдельные части своего сада — просвет, тень, цветок, дремучий и пышный ствол — во множестве садов иных, и вдруг увидел их ясно, все — в прекрасном, поражающем соответствии.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Эпӗ юмах-халап, юрӑ итлеме юрататӑп, ку таранччен никам та илтменнине мӗн те пулин илтес тесех ӗнтӗ яра куна унта ирттертӗм.

Я люблю сказки и песни, и просидел я в деревне той целый день, стараясь услышать что-нибудь никем не слышанное.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

«Ку таранччен те эпир вӑл япӑхланнине е вертолет хӑйӗн пӗр-пӗр пайне ҫухатнине курмарӑмӑр. Вӑл вӗр-ҫӗнӗскер пекех», — тенӗ ӑсчахсем.

«До сих пор мы не обнаружили деградации или потери чего-либо на вертолете. Он как новенький», — сказали ученые.

Ingenuity Марс ҫинче ҫулталӑк патнелле вӗҫсе ҫӳрет // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31273.html

Унта ку таранччен карттӑпа 24 пин ытла билет туяннӑ.

К данному времени там по карте было приобретено более 24 тысяч билетов.

Пушкин карттипе 45 млн тенкӗлӗх билет сутнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31088.html

«Унта, тӗпрен илсен, паллӑ поэтӑн иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче ҫырнӑ, анчах ку таранччен ниҫта та пичетленмен хайлавӗсем кӗнӗ. Ҫавӑн пекех авторӑн сайра кун ҫути курнӑ сӑввисем те вырӑн тупнӑ кӑларӑмра», — тесе хыпарланӑ издательство сайтӗнче.

«Туда, в основном, вошли произведения поэта, написанные в 80-х годах прошлого века, но до сих пор нигде не опубликованные. Также в издании нашли место редкие стихи автора», — сообщается на сайте издательства.

«Кӗмӗл ҫутиллӗ хирсем» кӗнеке пичетленнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31005.html

Ҫак йывӑҫсене хӗрарӑмсем ку таранччен те курса ҫырлисене пуҫтарманни вӗсене питех те тӗлӗнтернӗ.

Странным казалось им, как это женщины до сих пор не нашли этих деревьев и не обобрали ягод.

Ту арӑсланӗн йӗррипе // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

— Ӑҫта ҫӳрерӗн ҫак таранччен?

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

— Миша, — сӑмах хушрӗ ӑна Нина ӗҫӗсене вӗҫлесен, — ӑҫта ҫӳрерӗр вара ҫак таранччен?

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

— Эп сана ҫак таранччен шыранӑ.

Куҫарса пулӑш

Суд // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех