Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах юлашки самантра — операци умӗн — ӗшеннӗ чунне вӑл пусӑрӑнтарайман.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Вара тем самантра, питӗ хӑвӑрт пӳрте кӗрсе, офицер кӗрӗкне Романовӑн шинелӗпе улӑштарса тӑхӑнчӗ.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Вӑл Слюсарева вакун картлашкисем ҫине хӑпарма пулӑшнӑ самантра пуйӑс вырӑнтан тапранчӗ.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Питех те пӑлхантарать-ҫке ҫакӑн пек самантра!
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Лав ҫинчи вӑрҫӑ хатӗрӗсене тем самантра илсе кайса пӗтерчӗҫ хӗрле гвардеецсем.
5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Ну, ӑҫта ҫухалтӑн эс, Ваҫҫа? — чӗнчӗ Валькка ҫав самантра урамран.
8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Тем самантра икӗ вӗри тута пӗр-пӗрин ҫумне сӗртӗнчӗҫ — ҫамрӑксем хире-хирӗҫ пӑхма хӑяймасӑр, пӳлӗмрен чупса тухрӗҫ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Темӗнле хӑрушшӑн туйӑнчӗ ҫав самантра.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
П. Осипов ҫак хӗрӳллӗ самантра — малти ретре: вӑл, 18 ҫулхи каччӑ, хӑй ирӗкӗпе Хӗрлӗ Ҫара каять, каярах фронт ҫывӑхӗнчи «Чухӑнсен сасси» ятла ҫар хаҫачӗн редакцийӗнче ӗҫлет.
Автор ҫинчен // Геннадий Хлебников. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 459–463 с.
Ҫак самантра унӑн кӑмӑл ҫирӗплӗхӗ ҫухалчӗ; вӑл кӑмӑл хускалӑвӗн, ӗмӗт-тӗллевӗн тата кутӑнлӑхӑн чи пӗчӗк тӗкӗнӗвне те парӑнма хатӗр.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.
Ун хыҫҫӑнах виҫҫӗмӗшӗ талпӑнса тухрӗ, шанманлӑх ҫуратакан нимӗнле япалана та асӑрхаман, саланкӑр куҫӗсене йӑлтӑртаттарчӗ те — курӑнмасть ӗнтӗ; ҫак самантра тин Стар, хӑй кунтине кӑтартас мар тесе, ҫӗр ҫумне лӑпчӑнчӗ.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.
Вӑл картах сикрӗ те чарӑнчӗ: курӑк хушшинче ҫӑмӑл чӑштӑртату илтӗнет; ҫав самантра Стар ҫумӗнченех, ӑна асӑрхамасӑр, кӗл тӗслӗ этем вирхӗнсе иртрӗ, — ҫарамас, аллинче — кӗске ҫӳхе сӑнӑ.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.
Стар хӗрсех пырать, — ҫак самантра Рода хӑйӗн пурнӑҫӗнчен те ытларах кураймасть, — ҫавӑнпах руле авӑккӑн пӑрчӗ.Стар вспыхнул, — в эту минуту он ненавидел Рода больше, чем свою жизнь, — и круто повернул руль.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.
— Нихӑҫан та! — кӑшкӑрса ячӗ Род кӗсменсемпе хыттӑн-хыттӑн, ӑнтӑлуллӑн ҫапса-авӑсса, ҫак самантра юлашки «та!» унӑн карланкинчен тупӑ салючӗ евӗр вӗҫсе тухрӗ.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.
Ҫак самантра урисен тӗлӗнче Гобсонӑн хура йытти кускалама пикенчӗ.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ҫак самантра управляющи арӑмӗ тухрӗ, хӑнана апатланмӑша йыхравларӗ.Тогда вошла жена управляющего и пригласила гостя в столовую.
XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ҫак самантра автомобиль сигналӗ янӑраса кайрӗ.
XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ҫак самантра умне кӳршӗ пӳлӗмрен тискер этем тухса тӑрассӑн туйӑнчӗ — Моргианӑн каварҫӑ юлташӗ акӑ тытать те вӗҫлет аппӑшӗ пуҫланӑ хӑрушӑ ӗҫе.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
«Ҫапла, суймалла», — терӗ вӑл хӑйне, анчах сӑн-пичӗ ҫак самантра суяссине хирӗҫлет; вӑл шап-шурӑ, тискер.«Да, лгать», — сказала она себе, но ее лицо отказалось лгать в эту минуту; оно стало белым и диким.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Эпӗ сирӗнтен ыйтасшӑн, — Детрей Джесси енне ҫаврӑнчӗ, ҫав самантра унӑн ҫамки хӗрелчӗ, — сирӗн сывлӑхӑр хӑрушлӑхра мар-и?
XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.