Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫса (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир вӑрмана куҫса ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑшӗ-пӗрисем аптранӑ енне вӑрмана тата шаларах куҫса лармалла тесе калаҫкалама тапратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӑманасем те тепӗр куннех куҫса пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Ырашне вырсан пӑхатпӑр та, ак, мур илесшӗсем, кунта та шӑшисем куҫса тулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Ҫилӗ хӗвел-анӑҫӗнчен ҫурҫӗре куҫса вӗсене «улталанӑ», киле мар, вӑрмана, тата шаларах илсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫкӗнсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 21–22 с.

Волонтер штабӗсем кӑҫал Донецк Халӑх Республикинчен тата Луганск Халӑх Республикинчен вӑхӑтлӑха куҫса килнӗ ҫынсене пулӑшу кӳнӗ ҫӗре хутшӑнчӗҫ.

В этом году волонтерские штабы подключились и к оказанию помощи временным переселенцам из Донецкой Народной Республики и Луганской Народной Республики.

Олег Николаев Доброволец кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/05/gla ... et-s-dnyom

— Мӗн ҫитмесӗр куҫса каян?

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Иван Сергеевич халь пуҫӗпех куҫса каймарӗ-ха, арӑмне юлашки кӑтартусем пачӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Халь эпир виҫӗ ҫул ниҫта та ӗҫлемен хыҫҫӑн вӑрмантан «Майӑн 1-мӗшӗ» колхоза куҫса каятпӑр.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Халӑхӑн тӗп пайӗ - ятарлӑ ҫар операцийӗ пыракан территорисенче юлнисем те, пирӗн тӗрлӗ региона куҫса килнисем те - Раҫҫей тытӑмӗнче пӗрле ӗҫлесе пурӑнас, ачисене тивӗҫлӗ ӳстерес шухӑша ырласа палӑртать.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей паспорчӗсене илчӗҫ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11570-ra ... ene-ilch-c

Йывӑр вӑхӑтра ку тӑрӑха Вӑрнар районӗнчен чылай ҫын куҫса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрнарсем те, йӗпреҫсем те манмаҫҫӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11837-v- ... te-manmacc

1936 ҫулта кӳршӗ районти Бурсак ялне куҫса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрнарсем те, йӗпреҫсем те манмаҫҫӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11837-v- ... te-manmacc

— Ҫӗнӗ постановлени, — шухӑшларӗ Исаков, репродуктор патнерех куҫса ларса.

— Новое постановление, — подумал Исаков, подсаживаясь ближе к репродуктору.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Коми Республикинчен Чӑваш Ене куҫса килнӗ Кристина Майнинана министр тивӗҫне пурнӑҫлама пӗлтӗрхи кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗччӗ.

Кристина Майнина, переехавшая в Чувашию из Республики Коми, была назначена исполнять обязанности министра 11 января прошлого года.

Министра ӗҫрен кӑларнӑ // Вика Сорокина. https://chuvash.org/news/33538.html

Сет хыҫҫӑн ыттисем те ку вӑрмана килсе ҫӑл ҫывӑхне ҫуртсем тунӑ, кайран пӗтӗм ял куҫса ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Сет ҫав хыра касса ярать те пӳрт никӗсӗ хурать, мӗншӗн тесен вӑл кунти вырӑна питӗ юратнӑ, ялтан кунта куҫса ларма шут тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анчах пӗрисем пуҫа пӗксе «ҫапла» тенипе ҫырлахнӑ хушӑра теприсем сӑмахран ӗҫ патне куҫса ашшӗ-амӑшӗн тимлӗхӗсӗр юлнӑ пӗр-пӗр пепкене ҫунат айне илме васкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ ырӑпах таврӑнтӑрччӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 8 с.

Артем Романов /10-мӗш класс/, Роман Карпов, Виктор Миронов, Станислав Михопаркин, Станислав Можайкин /9-мӗш кадет класӗнче вӗренеҫҫӗ/ куҫса ҫӳрекен кубок тӑван шкултах юлтӑр тесе пур вӑйран тӑрӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрлӗ Чутай яшӗсем - маттур! // А.ТИМОФЕЕВА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 11 с.

Кирек мӗн тесен те, вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳреме хӑнӑхнӑ паттӑр салтак пулнӑ Григорьев Ваҫук.

Как бы то ни было, пятидесятипятилетний бывалый солдат не боялся дальней дороги и привык к путешествиям.

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫак самантран тытӑнса ыранхи куна куҫса кайрӗ.

то теперь все его мысли были о завтрашнем.

Каллех ҫул ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех