Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килти сăмах пирĕн базăра пур.
килти (тĕпĕ: килти) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна юратмасан кама юратчӑр-ха ӗнтӗ килти ҫынсем?

Куҫарса пулӑш

12. Килте // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ялсенче вырӑссем сахал тӗл пулаҫҫӗ — пӗтӗм халӑх килти ӑпӑр-тапӑра тиесе тата мӗн пур выльӑха хӑваласа сӗм вӑрмана тарнӑ.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫапӑҫу хирӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӑваркуҫ темиҫе ҫул ҫемьере пурӑнманнипе, килти пурнӑҫ малтанхи кунсенче ытлашши килӗшмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Владимир Семёнович кӑҫал 76 ҫул тултарать, килти хуҫалӑха тирпейлӗ тытаҫҫӗ хӑйӗн мӑшӑрӗпе Зоя Ивановнӑпа.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑрлӑ кирпӗч // Николай Адёр. https://ru.chuvash.org/content/6051-%D2% ... D1%87.html

Суран ҫыхмалли пӳлӗмре йод, марля, ватка ҫителӗксӗррине асӑрхаттарчӗ, спирт вырӑнне килти эрехпе усӑ курма тивет терӗ (эрехӗ ханша юхтаракансенчен милици туртса илни ҫителӗклех иккен).

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Килти сехмете ял ҫине кӑлармаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тен, килти хурлӑха ял ҫине кӑларасшӑн мар пулӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Халь ӗнтӗ вӑл килти ҫинчен мар, унччен пулса иртнӗ ӗҫсем ҫинчен те мар, Хусана мӗнле пырса кӗресси ҫинчен, хӑйне шӗкӗр хулара мӗн кӗтни ҫинчен шухӑшларӗ.

Куҫарса пулӑш

22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Килти ҫынсем пурте картишне хӑйсен ҫухалнӑ лашине курма сиксе тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Яла таврӑнсан акӑ мӑрса ун кил-ҫуртне сӑпса йӑвине аркатнӑ пек аркатӗ, килти пур-ҫук выльӑхне ҫавӑтса тухса кайӗ, унӑн ачисем ӗмӗрлӗхех мӑрса тарҫи пулса тӑрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Яхуте шӑпи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӑҫтан манӑн-ха Мускав элчисем, вырӑс купсисем кунта, Хусанта, хӑйсене килти пек тыткаланине, ханлӑхри пӗтӗм ӗҫе хутшӑнса пур ҫӗрте те вӗрентме тӑнине?

Куҫарса пулӑш

1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нургали хӑйӗн килти пурнӑҫӗ ҫинчен кулянса та пӑшӑрханса каласа кӑтартни Ахтупая тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пинеҫ пӗлет: ун упӑшкипе ывӑлӗ начар сунарҫӑсем мар, халиччен килти тӑкака вӗсем сунара ҫӳренипе сапласа тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кунта сан ывӑлу — ялан куҫ умӗнче, килти пекех.

Куҫарса пулӑш

10. Кӳршере // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кам татӑлса макӑрӗ-ши килти тӑвана аякка ӑсатнӑ чух?

Куҫарса пулӑш

10. Кӳршере // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Килти мӗн пур ӗҫсене халлӗхе кӳрше юри пулӑшма килнӗ Пинеҫ тӑвать.

Куҫарса пулӑш

10. Кӳршере // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Килти арӑмне вӑл маннӑ пек пулчӗ, ҫамрӑк чунӗ кунӗн-ҫӗрӗн Чураппа патне туртӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Килти пекех, — ырларӗ хӑйӗн хваттерне Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Вӑл килти хыпарсем ҫинчен пӗлтерсе ҫырать, Хӗветӗре салтака илсе кайнӑранпа (ӑна обоза илнӗ, тет) уй-хир ӗҫӗ пӗтӗмпех Кӗпӗрьян ҫине куҫрӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кӗпе-йӗм тавраш Ухтеркке ролӗ валли нумаях шырама тивмерӗ: кивӗ кӗпе тата килти пиртен ҫӗлене шурӑ йӗм, ҫичӗ пушӑт ҫӑпати, пир тӑла тата ҫӗтӗк сӑхман — ҫапла тумланчӗ Павӑл Эльгеев, Ухтеркке пек пулас тесе.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех