Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

анса (тĕпĕ: ан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Уразмат абзы эсӗ пулатӑн пуль? — лаши ҫинчен яшт ҫеҫ сиксе анса хуҫана алӑ пачӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Элентейпе Мӑрсук хӑйсен яланхи хатӗрӗсене — сӳсрен ятне явса тунӑ пӑяв татӑкӗсене илчӗҫ те кукӑр-макӑр урампа анса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Каччӑсем Сӑр хӗррине анса лашисене шӑварчӗҫ, вӗсене унчченхи вырӑна кӑкарса хурса тепрер ҫӗклем утӑ пачӗҫ те каллех мунчана таврӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Вырас саламачӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ял патне ҫитеспе каччӑ Атӑл хӗррине анса ҫӑвӑнса тасалма шутланӑччӗ, анчах кӑна тума ӗлкӗреймерӗ, кӑшт ҫеҫ шатраланса юхакан шыв ҫине пӑхрӗ те тӗлӗнсе хытсах кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эп Пимен мучине аса илтӗм те куккана итлерӗм, ҫӗре анса лашан тарланӑ чарисем хӑпарса аннине, вӑл хӑйӗн сарӑлса кайнӑ сӑмса шӑтӑкӗпе аран сывланине, ҫаралса кайнӑ хӳрипе вӑйсарран сулкаланине пӑхса тӑтӑм та ӑна мӗн тери йывӑр пулнине туйса илтӗм.

Я вспомнил про Пимена и послушал дядьки. Я слез с лошади, и когда я посмотрел, как она носила потными боками, тяжело дышала ноздрями и помахивала облезшим хвостиком, я понял, что лошади трудно было.

Ватӑ лаша // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 43–46 с.

Акӑш шыв ҫине анса ларнӑ та ҫуначӗсене пуҫтарнӑ.

Лебедь спустился на воду и сложил крылья.

Малтанхи вӗҫев // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 29–30 с.

Ҫавӑнпа артистсем театртан тухсан, гостиницӑна таврӑнас вырӑнне, чӑваш юррисем юрла-юрла Атӑл хӗрнелле анса кайрӗҫ:

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Каҫхине, шӑп ҫичӗ сехетре, театра пухӑннӑ хӗрлӗ армеецсемпе хулари чӑваш интеллигенцине кӗске сӑмахпа саламланӑ хыҫҫӑн Дмитровский администратор артистсене «ни пуха ни пера!» терӗ те зала анса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Данилов Тӗрлемесре анса юлчӗ, Васильевпа Эльгеев Вӑрмар станцине ҫити пӗрле кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хам ыйтса пӗлетӗп, — тер Баландина вагон ҫинчен анса.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Поля, эп анса пӑхам-ха, мӗн пулнӑ унта, — терӗ те Эльгеев, вагонран тухма тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ай, туру-у, ӑҫта анса кайнӑ!

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Мухаметзянов Саранскра анса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вакунсем пушӑ ҫӳремеҫҫӗ: такамсем анса юлаҫҫӗ, такамсем хӑпарса лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ӗненчӗҫ, Эльгеев вӗсене сиксе анса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Павлуш, чӗлӗм туртма хӑнӑхманскер, час-часах лав ҫинчен анса чупкаларӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫав шавлӑ халӑх анса юлсан, ҫур пӑрахут пушаннӑ пекех туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чиперех Энӗш шывӗ урлӑ каҫса, тепӗр енчи ҫырана анса ларать Павлуш.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑл пӗрре ҫӳле-ҫӳле хӑпарса, ҫинҫе сассипе чуна хавхалантарать, тепре, аялалла чул катӑкӗ пек анса, ыраш пуссине чӑмать.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ӗмӗр манмӑп, каҫарӑр! — терӗ те Урбанов, ҫырманалла чупса анса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех