Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Урамра (тĕпĕ: урам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хусанта, тӗрӗссипе каласан, власть большевиксен аллине куҫнӑ та ӗнтӗ, анчах Вӑхӑтлӑх правительство майлӑ пулнӑ ҫар чаҫӗсем, Кремельте тата Воскресенски урамра — Духовнӑй семинаринче хушӑнса ларнӑ, пулӑшу ҫитессе кӗтнӗ, пулеметсемпе перкелесе хӑйсене хӑйсем хӳтӗленӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Урамра пӗр ҫын та ҫук.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Урамра пӗрехмай пӑшал сассисем илтӗннинчен хӑраса, вӑл Прохора чӗнесшӗн пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Урамра матроссем, салтаксем, — хӑраса пӗлтерчӗ Прахук.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вырсарникун Проломнӑй урамра халӑх яланах тулли, анчах паян Щетинкин номерӗсем тӗлӗнче иртме те ҫук.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Анчах пӗр-пӗр батрак пуян хуҫана урамра тӗл пулсан, нихҫан та «хамӑр ял» тесе чӗнмест.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кӗтмен ҫӗртенех Воскресенски урамра Романов подпоручик тӗл пулчӗ, аллинче унӑн чылай кивелнӗ сӗрме купӑс футлярӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ним сас-чӗв те ҫук урамра.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Урамра пӗр ҫын та ҫук.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Анчах ку урамра аслӑрах чинлӑ офицерсем те нумай пулнӑ, ҫавӑнпа пӗр куҫӗпе чипер хӗр ҫине пӑхса, тепӗр куҫӗпе честь памасӑр иртсе каясран хӑраса пыма лекнӗ Эльгеевӑн.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗр тенкӗ тӳлесе туяннӑ мечӗкӗн ӗмри нумая пырайман: Тимушпа пӗрле урамра вылянӑ вӑхӑтра, ҫав мечӗк сасартӑк пӗр лавҫӑн малти кустӑрми айне пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Урамра ӑна Павлуш кӗтсе тӑанӑ: шкула та, шкултан та — вӗсем яланах пӗрле, шывпа сапсан та вӗсене уйӑрас ҫук.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Куҫмапа Иванӗ — эрех кӳпсех вилеҫҫӗ пулӗ ӗнтӗ: кашни праҫникрех урамра — пӑшал сасси, алхасса ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Ҫо-ок, майралла пулма кирлӗ мар — хамӑрӑн пек, чӑвашӑн пек пултӑр йӑли: килти сӑмах — яла ан тухтӑр, харкашу тавраш — урамра ан илтӗнтӗр.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тӗллӗн-тӗллӗн урамра ача-пӑчасем савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрашни янраса каять.

Куҫарса пулӑш

Ылханнӑ ывӑл // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑл тухнӑ ҫӗре урамра чылаях ҫын пуҫтарӑннӑ: хӑшӗ-пӗри сура-сура иртсе каяҫҫӗ, хӑшӗ мӑшкӑлласа кулаҫҫӗ, хӑшӗ — тем пуласса кӗтсе тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Урамра шӑп.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Урамра пӗр ҫын та ҫук — чӳречесем витӗр кӑна хире-хирӗҫҫисем шикленсе пӑхса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ача-пӑчасем урамра: «Кукша Павӑл» тесе кулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Автомобиль хула ҫулне кӗскетсе пынӑ ҫак вунӑ минутра унӑн номерне хӑйсен ҫыру кӗнекинче вунӑ полицейски палӑртса хучӗ ахӑр, мӗншӗн тесен урамра ҫӳремелли мӗн пур йӗркене пӑсни кӗретех, ҫул ҫине кам лекнӗ ҫавӑ вара айккинелле пӑрҫа пек сике-сике пӑрӑнса ҫӑлӑнать.

За те десять минут, пока автомобиль сокращал город, десять полицейских отметили его номер в записной книжке, потому что были нарушены все правила уличного движения, с неизбежным бегством врассыпную встречных и поперечных.

XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех