Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Лешӗ сăмах пирĕн базăра пур.
Лешӗ (тĕпĕ: лешӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ашшӗ пӗччен пурӑннӑ чух, лешӗ ача чухне усал, киревсӗр сӑмахсемпе хӑртнине пӑхмасӑрах, Анук тӑван килне-йӗрне пӗччен те, ҫемйипе те курма килкелесе каятчӗ-ха, хӑлтӑр-халтӑрланнӑ кил-ҫурт ҫаврашне ӗренкӗне кӗртсе хӑваратчӗ, укҫа-тенкӗпе те пулӑшкалатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

— Ара, лешӗ, хунтри-мунтрийӗ, хам ҫумрах ман.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Лешӗ яра куна кӗленчелесе ирттернӗ чух вара — тӳс хуҫа!

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

— Тавтапуҫ, лекӑр, тавтапуҫ, — кӑмӑлӗпе йӑшсах кайрӗ лешӗ, ку тӗлелле самаях тӑрӑлма, «лапрасӑр» ӑса кӗме ӗлкӗрнӗскер.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Лешӗ, мӑшлаткаласа, урисене ҫурма тӑлланӑ пек явкаласа пусса, пациент патне тӳнкки-тӳнкки пычӗ те: — Ӑҫта ыратать? — тесе мӑклатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Хӑйӗнчен тата лешӗ, «шарлама хушманни», кӳлесех ҫапать, сӑмсана пӑралать.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Лешӗ, шыври, инкеке лекнӗ автобус ҫывӑхӗнче тапӑлтатни иккен.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Сирӗн укҫан пысӑк пайне эпир, процент илсе сирех тӳлеме, Шупашкарти промышленноҫра усӑ курмалли тракторсем тӑвакан завода хывнӑччӗ, анчах лешӗ хӑй те юлашки ҫулсенче, патшалӑх пулӑшӑвӗсӗр, заказсӑр-мӗнсӗр юлнӑскер, ушахах лакса ларнӑ, аран ҫеҫ сывлакалать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Хурах! — ҫав-ҫавах ҫухӑрашса выртать-ха лешӗ, алли-урипе тӗлли-паллисӗр тапкалашса.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Лена ӑна ҫиелти ҫи-пуҫне те пулин хывсах, йӗркелесех вырттарасшӑнччӗ, упӑшкипе еккине ярса, ун кӑмӑлне уҫсах ҫемҫе те майлӑ сӑмах юркаларӗ, пыллӑ калаҫу та сыпӑнтаркаларӗ, анчах лешӗ кутӑна персе, чӑкӑртӑшланса, чурӑсланса, ниепле те арӑмӗн каварне килмерӗ, унпа сӑмах та килтересшӗн пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Лешӗ килӗшнӗ.

Тот согласился.

Икӗ тус // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/401

Лешӗ чечексенчен, туратсенчен пуканесем тума пӗлнӗ.

Та умела делать куклы из цветов да веток.

Эрнук // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/418

Лешӗ, калмӑк пек, тем явалать, тӗшӗрет, тӗрет, чыхать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Аха-а, эсӗ унта-и-ха? — лешӗ «качтаки» пулни пирки пӗр иккӗленмесӗр йӑхлатса кулчӗ Пурис.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Лешӗ тата сӑмахпа та тем каларӗ пулас, анчах ӑна Пурис тӗшмӗртеймерӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сасӑ майӗпен хавшаса, уҫӑмсӑрланса пыни палӑрчӗ, апла пулсан лешӗ вырӑнӗнчен тапраннӑ — малалла куҫать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак лешӗ сывлӑша тайса итлет, ак шуйхӑнчӑк саспа эхе-хе-хе-хелесе илет, ҫынна хӑй патне сӑмахпа та йыхӑрса пӑхать, вара, хурав кӗтсе илеймесӗр, зажигалкине сӳнтерет.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Вут вутпа пӗр мар, — аса килчӗ ӑна ашшӗ ача чухне каланӑ хайла (лешӗ ӑна хӑй те Аслӑ Аттелӗх вӑрҫи вӑхӑтӗнче фронтра Ҫӗпӗрте ҫуралса ӳснӗ пӗр салтакран илтнӗ пулнӑ).

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Арҫынӗ вара лешӗ, «качтаки», иккен!

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Малалла нумаях та каяймарӗ — темле ҫемҫешке йывӑҫ вулли ҫине хант! пырса лаклаттарчӗ, лешӗ ҫавӑнтах кӳмп! кӳмплетсе ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех