Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ир сăмах пирĕн базăра пур.
Ир (тĕпĕ: ир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ ӑна хамӑн куҫ шӑрҫине сыхланӑ пек сыхлаттӑм, ир те, каҫ та ӑна пӑхса хӗпӗртеттӗм, анчах эсӗ пурнӑҫӑмри пӗртен-пӗр йӑпанассӑма йӑлт пӗтерсе хутӑн.

Я хранил его паче зеницы ока моего и всякий день утешался, на него глядючи, а ты лишил меня всей утехи в моей жизни.

Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.

Ҫав ҫурт патне виҫӗ пин пусма тӑрӑх хӑпармалла, кашни пусми ҫинче пӗрер перс салтакӗ тӑрать, вӗсем каҫ та, ир те сыхлаҫҫӗ, аллисенче ҫивӗч хӗҫ вӗсен.

И ведут к тому терему ступеней три тысячи, и на каждой ступени стоит по воину персидскому и день и ночь с саблею наголо булатною.

Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.

Паянхи ир тӗлне илсен, республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗн — вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн Алла Салаевӑн икӗ заместитель тӑрса юлнӑ.

К сегодняшнему утру у заместителя Председателя Кабинета Министров республики, министра образования и молодежной политики Аллы Салаевой остались два заместителя.

Министр ҫумне ӗҫрен кӑларнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/29650.html

— Мӗн тумалла ӗнтӗ халь? — ҫӗрӗпе ҫывӑрман председатель, ир енне кайсан, ҫӗрмӗш хут ыйтрӗ хӑйӗнчен хӑй.

— Что же теперь делать? — в сотый раз спросил себя под утро председатель крестьянского союза, не спавший всю ночь.

I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хӑй те, ир те каҫ ачисемшӗн хыпӑнакан-ҫунакан аллисем те ҫук.

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ир те, каҫ та тӑкӑлтарать хаяр кӑмӑлӗпе.

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Халӗ, ак, йывӑр тиенӗ лав тӑвайккине хӑпарса ҫитсе лачӑрах лашлатса аннӑн, ӗнтӗ ку асаплӑ лава хӑй текех нимӗнле те пулӑшма пултарайманнӑн, хӗв шухӑшне пӑшӑрхантарса тӑчӗ-тӑчӗ те пусӑрӑнчӑк Дина тӑвӑнчӑк вилтӑпри кутӗнче, ир ҫӗре кӗрсе выртнӑ амӑшӗпе те, хӑйӗнчен яланлӑхах писнӗ-ютшӑннӑ темӗнпе те сывпуллашса, вӑйран пуҫӗпех шӗлтӗркесе, масар лаптӑкӗнчен ыттисем паҫӑрах такӑрлатнӑ йӗрпе ун тулашне тухрӗ те укӑлча халхи еннелле авкаланакан сукмак ҫинелле шанчӑклӑн пӑрӑнчӗ…

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Мӗн ватӑлса пӗкӗрӗлсе ҫут тӗнчерен ҫухалас сехечӗ ҫитичченех тӑван амӑшӗ пек тӳрӗ чунлӑ та ырӑ чӗреллӗ ҫын пулма тӑрӑшӗ Дина, икӗ алла тытакан пӗр ӗҫе ир те, каҫ та танлӑн та типтерлӗн туса пыма хавхаланӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Урӑх нимӗн те калаймарӗ амӑшӗ, куҫне уҫнипех маччаналла тӗллесе темиҫе сехет выртрӗ-выртрӗ те ҫапла, туртӑша-туртӑша сывлама тытӑнсан, ир енне ланк! пуҫне ячӗ — вилчӗ, мӑнтарӑн, лӑпланчӗ сур ҫула яхӑн тертленнӗ-асапланнӑ этем ӗмӗрлӗхех.

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ара, вилӗмӗ ытла т.а ир килсе хупӑрланӑскер-ҫке, ниҫталла мар таҫталласкер.

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хӑйсен ӗҫри ҫитӗнӗвӗсемпе хӗпӗртенӗ бригада членӗсем те ҫак кӗрхи ир уҫҫӑн сывланӑ пекех, кӑмӑллӑ, хаваслӑ пулчӗҫ.

Была какая-то необычная яркость в этом утре, и работники бригады, окрыленные своими успехами, чувствовали в себе такую же бодрость, какой дышало и это осеннее утро.

XXI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Мӗнле ир тӑратӑн эсӗ!

— Как рано ты встаешь!

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Кантӑра юлхаврах тыллакансене тата ҫывӑрма ир выртакансене пӗр хӗрхенсе тӑмасӑрах пӗҫертетчӗ.

Тех, кто лениво коноплю трепал или рано спать заваливался, лупил почем зря.

XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Чылай асӑрханӑ эпӗ: сывлӑхлӑ арҫыннӑн, хӑйӗн чунӗ лӑпкӑ пултӑр тесен, ир авланмалла мар… хӑйӗн арӑмӗ ҫеҫ сахал пулать ӑна, вара вӑл ыттисем патне чупма тытӑнать…

Замечала я — мужчине здоровому, для покоя своего, нужно не рано жениться… одной жены ему мало будет, и пойдет он тогда по другим…

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Питӗ ир пӑшӑрханатӑн, — кулкаланӑ Маякин.

— Рано больно беспокоишься, — усмехался Маякин.

II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Канпа аппаланма ир вӗт-ха, — асӑрхаттарчӗ пӗри.

Кан-то еще рано перекладывать, — заметил кто-то сбоку.

III // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Яланхи пекех, ир вӑрантӑм.

Как всегда, встал рано утром.

4. Совет Союзӗшӗн тӑрӑшса пурӑнӑп! // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

— Кайӑрах, ывӑлӑмсем, нимӗн те ан пӑшӑрханӑр, ир енне вӑл сывалать, тет карчӑк.

— Идите, сынки, с лёгкой душой, наутро он поправится.

23. Сурансене сиплесе тӳрлетесси // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Бюро ӑна асӑнса ыран ир валли листок кӑларма йышӑнчӗ.

Бюро постановило к завтрашнему утру выпустить листок, посвящённый его памяти.

9. Ҫуxату // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Ыран аслӑ Октябрь уявӗ пулать тенӗ чух шкулта уроксем ир пӗтрӗҫ.

Накануне праздника Великого Октября уроки в школе кончились рано.

6. Ялти ҫӗнӗ пурнӑҫ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех