Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӗвел сăмах пирĕн базăра пур.
Хӗвел (тĕпĕ: хӗвел) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уйӑх пытаннӑ, малтанхи хӗвел пайӑркисем ҫеҫ курӑнаймарӗҫ-ха.

Когда луна заходит, а солнце еще не показывается.

I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Хӗвел те тухмасть, алӑксем те уҫӑлмаҫҫӗ.

И солнце не всходит, и двери не отворяются.

XI // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Унӑн упанни пек ҫурӑмне, ҫухи таранах ылтӑн тӗслӗ кӑтрашка ҫӑм пусса илнӗ тӗреклӗ хӑмӑр ӗнсине анма пуҫланӑ йӑмӑх-хӗрлӗ хӗвел, ҫутине шеллемесӗр, ҫутатать.

Закатное багряное солнце щедротно освещало его медвежковатую спину, могучую бурую шею, до самого воротника заросшую золотистой курчавейшей шерстью.

29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Патша вара: — Шуҫӑм евӗр йӑлтӑртатаканскер, уйӑх пек хӳхӗмскер те хӗвел пек ҫутӑскер, кам пулчӗ ку? — кӑшкӑрсах янӑ савӑннипе.

И царь воскликнул радостно: — Кто это, блистающая, как заря, прекрасная, как луна, светлая, как солнце?

VII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Хӗрарӑм-чурасем ӑна Египетӑн ҫӳп-ҫӳхе йӗтӗнӗнчен хатӗрленӗ кӗске шурӑ туника та саргонсен хаклӑ йышши виссонӗнчен ҫӗленӗ хитон тӑхӑнтартнӑ, ылтӑн тӗспе питех те вӑйлӑ ялтӑранӑран, тумӗ ун хӗвел пайӑркисенченех тӗртсе тунӑн туйӑннӑ.

Рабыни надели на нее короткую белую тунику из тончайшего египетского льна и хитон из драгоценного саргонского виссона, такого блестящего золотого цвета, что одежда казалась сотканной из солнечных лучей.

VII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Хӑй юххине чарса лартать те вӑхӑт, хӗвел ҫаврӑмӗпе пӗрлешсе, тӑтӑшшӑн сыпӑнса, хутӑрланса каять вӗсем ҫийӗн.

Время прекращает свое течение и смыкается над ними солнечным кругом.

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех