Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫисе (тĕпĕ: ҫи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кучан, ӑна халь-халь ҫисе яма хатӗр пек, пит шӑммисене вылянтарчӗ, Жумба хӑй Телегина милици хушшинче курнине пач ӗненмерӗ тейӗн, Йысна урине кӑна мар, пӗтӗм шӑмшакне чӗтрентере-чӗтрентере илет, ку ӗнтӗ вӑл ҫав тери хытӑ тарӑхнине пӗлтерет, Валет кӑна ни тарӑхмасть, ни тӗлӗнмест, ҫапла пулса тухасса малтанах пӗлнӗ пек тыткалать хӑйне…

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Курносов ҫав тери итлекен ача иккен, алӑри ҫӑкӑр татӑкне те ҫисе пӗтереймерӗ, ӑна йӳҫӗтнӗ хӑярпа пӗрле кӗсйине чикрӗ те, карттуспа пиншакне пӑтаран вӑтӑрса илсе, тухса та вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр кун, Мӗтри поварӗсем Сӑпани халиччен ҫисе курман темле тутлӑ та техӗмлӗ ҫимӗҫсемпе, пылак шерпетпе хӑналанӑ хыҫҫӑн, вӗсем ирхи пуйӑспа Улатӑралла тухса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Йывӑр ӗҫре хуҫӑлман эпӗ, хура пӳртре пурӑнса, ҫӗрулми ҫӑкӑрӗ ҫисе сывлӑха пӗтермен.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Апла, эп хӑнасене ҫырткаламалӑх ӑна-кӑна хатӗрлем-ха, — текелесе, лешсем апат ҫисе тӑраймастпӑр тесен те, амӑшӗ пӳрте кӑштӑртатса кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Тупата, халиччен ҫисе курман кунашкаллине.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Фҫо! — терӗ ҫисе ярсан.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Апат ҫисе сӗтел хушшинчен тухсан вӑл хӑй ҫумне лӑпчӑннӑ Машука ачашланҫи турӗ те: — Итле-ха, ҫав участковӑй ӑҫта пурӑнать? — терӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Паян та Калюков ирхине, умӗн пӗр стакан каҫунккӑ ӗҫсе, пӑшӑхланӑ кайӑк кӑвакалне пӗчченех пӗрне ҫисе ячӗ те, ун хыҫҫӑн тата пӗр алтӑр сӑрапа хырӑмне тир карӑниччен тултарсан, сӗтел хушшинчен ниҫта та кайма шутламан юлташӗсене пӑрахса, пӳртрен тухрӗ, пыл хурчӗсем сӑхасран шикленсе, темшӗн-ҫке, ҫав нӑрӑлтисем эрех шӑршине тӳсме пултараймаҫҫӗ, — утар карти урлӑ каҫрӗ, ҫырма хӗррине кайса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ыттине… хӗл каҫа ҫисе ятӑм…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

 — Тӳсеймерӗм, пичче, вӑрлӑхлӑх тырра веҫех ҫисе ятӑм…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ыттине ҫул ҫинче ҫисе ямах тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кухня умӗнчи вӑрӑм сӗтел хушшинче темиҫе офицер апат ҫисе ларатчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эпир шухӑшласа пӗтӗмлетнӗччӗ ӗнтӗ: сана е орангутанг ҫисе янӑ, е эсӗ ҫакӑнса вилнӗ.

Вообще мы решили, что ты съеден орангутангом или повесился.

III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Килти йӑлана манаймасӑр — туприн пӗр пайне Грэй тутлӑ ҫимӗҫ ҫисе пӗтерчӗ, халӗ тата ӳлӗм пурӑнмалӑх юлнӑ ытти укҫине картла выляса ячӗ.

Грэй промотал часть своего имущества на пирожном, отдавая этим дань прошлому, а остальную часть — для настоящего и будущего — проиграл в карты.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

«Ыттисене ҫисе янӑ пек — сана та ҫиетӗп-и?

— «Съем ли я тебя, как съедаю всех?

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Паҫӑрхи хӗрарӑм чей илсе пырса пачӗ, каллех Пашкӑна ҫӑкӑр ҫисе янӑшӑн вӑрҫса хӑварчӗ; тепӗр хут фельдшер килсе Михайлона вӑратма тӑчӗ.

Сиделка принесла чай и побранила Пашку за то, что он не оставил себе хлеба к чаю; приходил еще раз фельдшер и принимался будить Михайлу.

Таркӑн // Николай Степанов. Чехов А. П. Таркӑн: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 16 с.

Ҫисе тӑрансан вӑл курса ҫӳреме кайрӗ.

Наевшись, он пошел прогуляться.

Таркӑн // Николай Степанов. Чехов А. П. Таркӑн: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 16 с.

Пашка та ҫавӑн пекех тӑвасшӑнччӗ, анчах, ку ҫӑкӑр татӑкне те ҫисе ячӗ.

Пашка хотел сделать то же самое, но подумал и съел свой кусок.

Таркӑн // Николай Степанов. Чехов А. П. Таркӑн: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 16 с.

Старик, ҫисе тӑрансан, хӑй татӑкне пӗчӗк сӗтел сунтӑхне хучӗ.

Старик, пообедав, спрятал свой оставшийся хлеб в столик.

Таркӑн // Николай Степанов. Чехов А. П. Таркӑн: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 16 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех