Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫемье сăмах пирĕн базăра пур.
ҫемье (тĕпĕ: ҫемье) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӑмах май, Пушкӑртстанри хушма хуҫалӑха аталантарма кирлӗ чи пӗчӗк минимумран сахалрах ҫемье тупӑшӗ 200 пин тенкӗ таран илме пулать.

Кстати, на развитие личного подсобного хозяйства в Башкортостане можно получить до 200 тыс. рублей, если доход семьи ниже прожиточного минимума.

Пушкӑртстанри хушма хуҫалӑха мӗнле йӗркелемелле? // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... le-3374631

Николай Михайловича малалла та ҫемье ӑшшипе киленсе, ачисемпе мӑнукӗсен, тӑванӗсен хисепне курса пурӑнма ырлӑх-сывлӑх сунас килет.

Куҫарса пулӑш

Кукаҫи тӗрӗ тӗрлет… // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d1%82/

Ҫемье ҫулсерен пысӑкланса пынӑ, Шарафуковсен килне «ҫӗнӗ кайӑк» вӗҫсе килсех тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ватлӑха хакламалла // Павел ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%b2%d0%b ... %bb%d0%b0/

1954 ҫулта Шамзиган Кайнлӑк ял каччипе Миназетдин Шарафуковпа ҫемье ҫавӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ватлӑха хакламалла // Павел ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%b2%d0%b ... %bb%d0%b0/

Ҫемье ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен комиссире учётра тӑнӑ.

Семья состоит на учёте в комиссии по работе с несовершеннолетними.

Амӑшӗ хӗрне хӗнесе пурӑннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35744.html

2023 ҫулта асӑннӑ тӳлев вали 3,52 миллиард тенкӗ пӑхса хӑварнӑ, федераци бюджетӗнчен – 2,93 миллиард тенкӗ, Пушкӑрт Республикин бюджетӗнчен – 0,59 миллиард тенкӗ, 2023 ҫулхи августӑн 1-мӗшӗ тӗлне асӑннӑ тӳлеве республикӑри нумай ачаллӑ 25 833 ҫемье илеҫҫӗ.

В 2023 году на данный вид выплаты предусмотрено 3,52 млрд. руб., в т. ч. из федерального бюджета – 2,93 млрд руб., из бюджета Республики Башкортостан – 0,59 млрд руб. На 1 августа 2023 года данную выплату получают 25 833 семей многодетных республики.

Пушкӑртстанри нумай ачаллӑ 26 пине яхӑн ҫемье виҫҫӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ачасемшӗн уйӑхсерен тӳлев илет // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... et-3390521

Мӑшӑр ҫемье телейӗн вӑрттӑнлӑхне уҫса панӑ май пуриншӗн те паллӑ, ҫав вӑхӑтрах пӗлтерӗшлӗ сӑмахсене каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Бриллиант евӗр ҫирӗп мӑшӑр // Ирида НОВИКОВА. https://ursassi.ru/articles/professi-ynn ... -n-3389069

Кармаскалӑ районӗнчи Тинӗскӳл ялӗнчи нумай ҫул хушши пӗрле пурӑннӑ Кузьминсем ҫемье хаклӑхне, пӗр-пӗринпе мӗн тери ҫывӑх тата вӗсен ҫемйи епле ҫирӗп пулнине туллин ӑша хывнӑ.

Куҫарса пулӑш

Бриллиант евӗр ҫирӗп мӑшӑр // Ирида НОВИКОВА. https://ursassi.ru/articles/professi-ynn ... -n-3389069

Ҫемье кивӗ картара пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

«Эпӗ Турӑ курасса шанатӑп...» // Руслан ХАФИЗОВ. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... -p-3388934

Максим ҫуралнӑ ҫул ҫемье пуҫне кулак тесе инҫе ҫӗре ӑсатнӑ, пурлӑхне туртса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Эпӗ Турӑ курасса шанатӑп...» // Руслан ХАФИЗОВ. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... -p-3388934

– сахал тупӑшлӑ ҫемье членӗсем тата пулӑшу кирлӗ студентсен ытти категорийӗсем.

– члены малоимущих семей и другие категории студентов, нуждающиеся в поддержке.

Студентсене пулӑшса - укҫа-тенкӗпе паракан пулӑшуран налук илмӗҫ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... lm-3388506

Халӗ ҫемье ҫавӑрма, тӗрлӗ килӗшӳсем тума юрать.

Сейчас можно заключать браки и различные сделки.

32-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ку тапхӑр килӗшӳсем тума, хутсем хатӗрлеме, финанс килӗшӗвӗсем тума, ҫемье ҫавӑрма, ача ҫуратасси пирки шутлама ӑнӑҫлӑ.

Период благоприятен для заключения контрактов и договоров, оформления бумаг и финансовых сделок, для заключения брака, зачатия.

32-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Чӑваш Енри Ашшӗсен канашӗн председателӗ Алексей Мурыгин мӑшӑрсен умӗнче ҫемье ӑшшине упранӑшӑн, ырӑ йӑла-йӗркене тытса пынӑшӑн, ҫитӗнекен ӑрушӑн тӗслӗх пулма пултарнӑшӑн пуҫ тайнине пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Атте-анне пилне ӑса хывнӑран эпир телейлӗ» // Валентина БАГАДЕРОВА. http://www.hypar.ru/cv/news/atte-anne-pi ... ir-teleyle

Ҫемье ҫирӗплӗхне упрама, шанчӑклӑ мӑшӑр пулма вара ансат мар.

Куҫарса пулӑш

«Атте-анне пилне ӑса хывнӑран эпир телейлӗ» // Валентина БАГАДЕРОВА. http://www.hypar.ru/cv/news/atte-anne-pi ... ir-teleyle

Мӑшӑр 54 ҫул каялла ҫемье ҫавӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Атте-анне пилне ӑса хывнӑран эпир телейлӗ» // Валентина БАГАДЕРОВА. http://www.hypar.ru/cv/news/atte-anne-pi ... ir-teleyle

Улатӑр округӗнчи Сюзюкинсен ҫемье стажӗ 58 ҫултан иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Атте-анне пилне ӑса хывнӑран эпир телейлӗ» // Валентина БАГАДЕРОВА. http://www.hypar.ru/cv/news/atte-anne-pi ... ir-teleyle

«Туслӑ пурӑнӑр, юратӑва упрӑр, ҫемье вучахне ан сӳнтерӗр.

Куҫарса пулӑш

«Атте-анне пилне ӑса хывнӑран эпир телейлӗ» // Валентина БАГАДЕРОВА. http://www.hypar.ru/cv/news/atte-anne-pi ... ir-teleyle

Валерий Михайлович каланӑ тӑрӑх, ашшӗ-амӑшӗн — Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсен — пилне ӑса хывнӑран вӗсене телейлӗ ҫемье пулма пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

«Атте-анне пилне ӑса хывнӑран эпир телейлӗ» // Валентина БАГАДЕРОВА. http://www.hypar.ru/cv/news/atte-anne-pi ... ir-teleyle

Ку таранччен кун пек наградӑна республикӑра 203 ҫемье тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Атте-анне пилне ӑса хывнӑран эпир телейлӗ» // Валентина БАГАДЕРОВА. http://www.hypar.ru/cv/news/atte-anne-pi ... ir-teleyle

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех