Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӳт сăмах пирĕн базăра пур.
шӳт (тĕпĕ: шӳт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйне юр айӗнчен алтса кӑларнӑ ҫынсем шӳт туса каланисене хирӗҫ подрывник тем те пӗр каласа ҫил-тӑвӑла та, турра та вӑрҫса илчӗ.

Подрывник в ответ на шутки откопавших его людей ругался самыми последними словами, поминая и буран, и снег, и бога…

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Махов ҫиленмесӗр шӳт туса ирттерсе ячӗ.

Махов беззлобно отшучивался.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Бензин илме базӑна чуп: кунтан вунпилӗк километр ҫеҫ, — хурланса шӳт турӗ Махов, вӑл хӑй те ҫак инкекрен мӗнле ҫӑлӑнса тухасси ҫинчен шухӑшланӑ.

— Сбегай за горючим на базу: пятнадцать километров, — невесело пошутил Махов, сам ломавший голову над тем, как бы выпутаться из беды.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Вӗсем пиччӗшӗпе шӑллӗ, тесе шӳт турӗҫ.

В шутку они называли их братьями.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Шоферсем шӳт туса, листовкӑсене «хушса панӑ горючи», тесе ят пачӗҫ, ку вара чӑнах та тӗрӗс пулчӗ.

Шоферы в шутку прозвали листовки «дополнительным горючим», и это было так.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Вӑл мана пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса тӑракан кӗпҫе ҫинчен каласа пачӗ, физикӑра ҫавӑн пек виҫмелли хатӗр пур, вара шӳт туса: «Пӗр ҫын ытларах пӗлет, тепри — сахалтарах. Ҫак виҫмелли хатӗрти шыв куҫса тӑнӑ пекех, ӑслӑлӑх та пӗр ҫынтан тепӗр ҫынна куҫса пырать… Эсӗ часах, Иван Лукич, эпӗ институтра профессорсенчен вӗренсе пӗлнӗ чухлех пӗлекен пулатӑн», терӗ.

Рассказал он мне про сообщающиеся сосуды, прибор такой, и пошутил: «Один человек знает больше, другой меньше. И от одного к другому наука перетекает, как вода в этих сосудах… Скоро ты, Иван Лукич, будешь знать столько, сколько я сам получил от профессоров в институте».

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Паянлӑха та пулин уйрӑм йӑвасене куҫса характерсене кӑтартар мар, — ун пекех шӳт туса ответлерӗ Батманов.

— Постараемся хотя бы на сегодня сдержать характеры и не рассаживаться по разным берлогам, — в том же шутливом тоне ответил Батманов.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Эсӗ мана хирӗҫлӗн: эсир инженерсем ҫинчен шӳт туса, машинӑсем ҫинчен вара ытлашши ӳстерсе каларӑр, тейӗн…

Ты мне возразишь: об инженерах де сказано было шутя, а историю с машинами вы преувеличили…

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Анчах вӑл хӑйне пӑхӑнман трубасем ҫине тутине ҫыртса пӑхнинче, шӳт туса каланӑ сӑмахсенче, ҫиллессӗн те кӗскен панӑ командӑсенче унӑн тимлӗхӗ ҫав тери пысӑк пулни палӑрать; Батмановӑн вара инженера: «Тӗрӗс, каччӑ! Ҫакӑн пек тимлӗхпе пурӑнсан, инкек курмастӑн», — тесе каласси килет.

Но в прикушенной губе его, когда он смотрел на не подчиняющуюся ему трубу, в быстрых нетерпеливых жестах, в резковатых шутках, сердитых коротких командах было столько упрямой силы, что Батманову хотелось сказать инженеру: «Правильно, парень! Вот так и надо жить — с упрямством, не поддаваясь лиху».

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Батмановпа Беридзе ҫине ан пӑхӑр, вӗсем сире пулӑшаймӗҫ, — шӳт туса каларӗ Дудин Алексее.

— Не оглядывайтесь на Батманова и Беридзе, они вам не помогут, — шутливо сказал Алексею Дудин.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Пин орудирен салют патӑн! — шӳт турӗ Залкинд, Василий Максимович пӑлханнине асӑрхаса илсен: — Мӗнле пулнине хам та ӑнланаймастӑп, — терӗ Батманов, Писарев умне пырса тӳп-тӳрӗ тӑрсан.

Салют из тысячи орудий! — пошутил Залкинд, заметив взволнованность Василия Максимовича: — Не понимаю, как это получилось, — сказал Батманов, вытянувшись перед Писаревым.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Умарӑн пичӗ сасартӑк улшӑнчӗ: «Шӳт тума ҫитӗ, ӗҫ пуҫланать!»

Лицо Умары вмиг сделалось серьезным: «шутки в сторону, начинается работа».

Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Е шӳт туса, е чӑнласах, Батманов пӗрре ҫеҫ мар ӗнтӗ ҫапла каларӗ:

Уже не раз Батманов говорил не то в шутку, не то всерьез:

Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Хӑв калаҫрӑн, ҫынсене те калаҫма пар! — шӳт туса каларӗ Батманов, главный инженера айккинелле тӗртсе.

— Поговорил сам, дай другому поговорить! — с шутливой свирепостью сказал Батманов, отстраняя главного инженера.

Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Чуна мӗнле хумхантарать сивӗре чуптуни! — шӳт турӗ ыттисенчен кая мар савӑннӑ Либерман.

Как трогательно — поцелуй на морозе! — насмешничал Либерман, взволнованный, однако, не меньше других.

Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Сире пурне те тепӗр хут ӗҫе илетӗп, юлташсем, апат-ҫимӗҫ памалла тӑватӑп, — те шӳт туса, те чӑнласах пуҫларӗ строительство начальникӗ.

— Принимаю вас всех опять на работу, товарищи, и зачисляю на довольствие, — не то шутя, не то серьезно начал начальник строительства.

Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Яланах шӳт туса хуҫкаланма эсӗ клоун та мар, конферансье те мар вӗт.

Ты же не клоун и не конферансье, чтобы всегда острить и паясничать.

Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Пӗрмаях шӳт тӑватӑн! — ӳпкелерӗ ӑна Василий Максимович.

— Все насмешничаешь? — укорил его Василий Максимович.

Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Шӳт тума кирлӗ мар, пысӑк ӗҫ.

— Нечего шутить, дело серьезное.

Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Участокра ҫав тери тӗксӗм пулнипе эпӗ чӑтаймарӑм, ҫутӑ вырӑналла утрӑм, — шӳт турӗ Силин.

— На участке был такой мрак, что я не вытерпел и дал ходу поближе к свету, — пошутил Силин.

Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех