Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Мӗн, мӗн тумалла? — те сухапуҫ тытса ӗшеннӗрен, те сыпнӑ эрехӗ сулӑнтарнӑран — шутсӑр уҫах мар, ав, Матви те.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Эпӗ сире ҫав тери кӗтрӗм, кӗтрӗм… — куҫҫульпе йӗпеннӗ питне Дина хуллен-хулленҫӳлелле ҫӗклерӗ, куҫ хӑрпӑкӗсенче чӗркӗмӗл пек йӑл тӑртатакан ҫутӑ-ҫутӑ тумламсем витӗр вӑл шутсӑр савса, юратса пӑхрӗ учителе.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Шутсӑр, шутсӑр курасси килнӗччӗ хӗрӗн Андрей Васильевича ҫав каҫ, шутсӑр, шутсӑр калаҫасси капланнӑччӗ вӗрентекенпе.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Ахалех ерӗҫеймен, — темӗн шутсӑр хытса, шанкйӑванса каймалли каласа кӑтартасла куҫне-пуҫне сасартӑк янк! тӗлӗнӗҫлетрӗ Нина.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫав тери, шутсӑр, каласа, тӑнлантарса лараймиех улшӑнтӑм…
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Шутсӑр юрататтӑмӑр эпир сана.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Хӑҫан-хӑҫан такам-такам та ҫав шырлан умне ҫитсе тӑмаллине пуҫ тавра каялла-маялла хӳтерсе пӑхрӗ те — шутсӑр салхуланчӗ, шутсӑр кичемленчӗ…
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Асламӑшӗ «тытасран» (ача сехӗрленӗвӗ мар-и, ара) шутсӑр шикленсе-антӑраса хӑшкӑлнӑччӗ пӗр вӑхӑта.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫанталӑк, ырӑ кӑмӑл-хавалпа вӑраннӑ этем евӗр, шутсӑр евӗк.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Саша, пуҫне унӑн хулпуҫҫийӗ ҫине хурса, хӑлхаран вӗри сӑмахсем каланӑ, Фома, вӗсене итлесе, хӗрелсе именсе ларнӑ, унӑн, хӗрарӑма ытамласа илсе, хисепсӗр, шутсӑр ывӑна пӗлмесӗр чуптӑвас килнӗ.
VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Шутсӑр ҫылӑхлӑ ҫынччӗ Игнат… вилессе те ав каҫарттармасӑрах вилнӗ… пӳкле пулнӑ… сехет хушшинчех, питӗ ҫылӑхлӑскерччӗ!— Великий грешник был Игнат… и умер без покаянья… в одночасье… великий грешник!
VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Председатель Мао саламлать пире Самолет ҫинче вӑл — тӳпере вӗҫет, Унӑн хыҫҫӑн шутсӑр йышлӑ ҫар килет.Нам председатель Мао шлет привет. Летит он на воздушном корабле, За ним войска, которым счета нет!..
XX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Шутсӑр лайӑх ҫынсемччӗ.
V // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Хамӑр ял ҫыннисене шутсӑр савӑнтарса янӑ пӗр пухӑва та лайӑх астӑватӑп.
5. Хӗрӳллӗ кунсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Кунта ҫӗр ӗҫлекен ӗмӗрлӗхех хӑйӗн ани ҫинче пӗшкӗннӗ те ӑна нимӗн те: уй хӗррисенчи илемлӗ йывӑҫсем те, пуҫӗ тӑрринчи кӑвак пӗлӗт те, шутсӑр нумай тӗрлӗ вӗҫен кайӑк юрлани те, хӑй аллипе пухса кӗнӗ тыр-пул та савӑнтармасть.
Пакистан ялӗнче // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Карачи витӗр ҫука тӑрса юлнисен шутсӑр пысӑк ушкӑнӗ тухнӑ.
Саид философ // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Тинкеререх пӑхсан, эсир шутсӑр нумай пӗчӗк чӗрчунсене, вӗҫӗмсӗр эскадриллӗ миллионшар пӗчӗк самолетсене асӑрхатӑр.
Саранча // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Вӗсем шутсӑр пурӑнӑҫран татӑлса кайнӑ иккен.Чувствовалось по всему, что страшно оторвался этот народ от жизни.
Присяга // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Ҫакна тума ӑна паллӑрах сенаторсем, хӑйӗн шутсӑр нумай клиенчӗсем, пуринчен ытла — хӑйӗн хисепе юратакан чӗри хӗтӗртнӗ.
XIX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Эномайӑн шутсӑр нумай суранӗсенчен юн палкаса юхнӑ, анчах чӗри тапма чарӑнман-ха.
XVIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.