Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

часрах сăмах пирĕн базăра пур.
часрах (тĕпĕ: часрах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Тӗттӗм пулчӗ, часрах киле ҫитмелле.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Часрах киле ҫитес, ҫитесси инҫе юлман ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Лар, лар часрах.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Часрах ҫӗнтермелле пултӑр ҫав эсремете!

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ман шутпа вӑхӑтпа каятӑн, часрах пушанатӑн.

Куҫарса пулӑш

Тухтӑр патне вӑхӑтпа ҫырӑнмалла // А.Мариян. http://kasalen.ru/2022/11/03/%d1%82%d1%8 ... %bb%d0%b0/

Эпир ӑна калатпӑр, ҫар ятӑр часрах Хусан патне.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эс часрах салтма хуш, Ахтупай! — тӳсӗмсӗррӗн каларӗ Тукай.

Куҫарса пулӑш

17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Акпарспа иксӗмӗр Ҫӗрпӗве часрах ҫитес тесе маларах чуптартӑмӑр та, пире тытса чарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ан ӳк, ӳкрӗн пулсан часрах сиксе тӑма пӗл.

Куҫарса пулӑш

17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пулӑшӑр хӑвӑр патшӑра часрах.

Куҫарса пулӑш

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Тармалла кунтан часрах, Ахтупай.

Куҫарса пулӑш

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах пӗчӗклех хурапа шурра нумай курнӑ хӗр ача хӑйӗн кӑмӑлне хытарма пултарчӗ, нимӗн чухлӗ макӑрса кӑтартмарӗ, эс часрах хӑваласа ҫит вара терӗ те Ятламас ҫумне кайса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсем шӗкӗр хулана ҫитеймен те иккен, хулара халӑх пӑлханать тенине илтсен хӑраса часрах каялла килме тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эрнепи вӑл кун иртен пуҫласа каҫчен пуса татнӑччӗ, ҫавӑнпа, ывӑннӑскер, карта алӑкне питӗрсе кӗчӗ те часрах ҫывӑрма выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай ҫула часрах тухас тесе юлташӗсене киле Сӑр шывӗпе ҫаврӑнса кайма та сӗнсе пӑхрӗ, анчах лешсем килӗшмерӗҫ, ун пек ытлашши тавра терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ҫывӑрса выртма вӑхӑт мар халь, Тукай абзы, атя часрах Хусана, сана унта княҫсем, мӑрсасем, улансем кӗтеҫҫӗ, — терӗ ачасенчен аслӑраххи, хӑйне мӑн ҫын пек тытма тӑрӑшса.

Куҫарса пулӑш

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кайса кала эс ӑна, ху часрах вӑрманалла тап.

Куҫарса пулӑш

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эс те тар кунтан часрах, Тукай, мӗн туса пурӑнатӑн ҫак тамӑк евӗр ҫӗр-шывра? — тесе хӑварчӗ ӑна арӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫав хӑнасене часрах хӑваласа кӑларса ямаллаччӗ. Злобина ӑсатнӑ хыҫҫӑн тепӗр куннех тухмаллаччӗ ҫула. Эх, виҫӗ кун ҫитмерӗ ҫӗнтерӳ тума, виҫӗ кун!

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Иванӑн боярсем кӑшкӑрашнине пӗрре те итлес килмест, часрах тухса тарас килет.

Куҫарса пулӑш

11. Хаяр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех