Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Сӗм авалах, асаттесем хӑйсен тӑшманӗсене хирӗҫ сенкӗ-пуртӑ таврашӗ ҫӗклесе тухса кӗрешнӗ чухне, пулса иртнӗ тет ку ӗҫ.
Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Сап-сарӑ та вӑрӑм ҫунатлӑ ҫулӑм, ҫӳлелле вӗҫсе кайма хӑтланнӑн, тем тӗрлӗ те хӑлаҫланать; пуленкесем темшӗн тарӑхнӑ пулас: шарт! та шарт! тутараҫҫӗ хӑйсен пӑшалӗсемпе; тӗлкӗшет, ҫатӑртатать, шартлатать кӑмака хырӑмӗ, уҫӑ сывлӑша туллин туртса илсе ҫынна ӑшӑ хӑтлӑх кӳме васкать.
Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Хӑйсен ал ӗҫӗсене тытӑниччен малтан хӗр упраҫ, тулса ҫитнӗ кантӑр пуҫӗ ҫине сырӑннӑ ҫерҫи ушкӑнӗ пек шавласа, тусӗсем ҫыхнӑ, тӗрленӗ, эрешленӗ япаласене черетлесех тыта-тыта пӑхать.
Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Хӑйсен сӗрме купӑсӗсене канма пӗлмесӗр нӑйлаттаракан шӑрчӑксем, хутран-ситрен сывлӑш ҫавӑрса иленҫи туса, ӑмӑртмалла сӗрлесе йӑлӑхтарсах ҫитереҫҫӗ.
Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Хӑй ҫине кӗрӗк уртса ярса, Тетей урама тухрӗ, аяккичен хӑйсен ҫурчӗ ҫине пӑхрӗ.
IX // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Хӑйсен ялне таксипе кайрӗ.
IX // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Хӑйсен хваттерӗнче шухӑша кайса ларчӗ Тетей.
IX // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Ку хутӗнче те вӑл хӑйсен ялӗн ҫыннисемпе тӗл пулчӗ.
VIII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Тепӗр чухне хӑйсен ялӗн ҫыннисемпе тӗл пулса калаҫса чунне лӑплантарать.
VIII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Вӗсем туйне хӑйсен тусӗсемпе кӑна пӗр шавсӑр турӗҫ.
VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Хӑйсен пахчине катаранах курчӗ Тетей, пурте йӗркеллех унта.
VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Хӑйсен ҫурчӗ хыҫӗнче ҫӗр улми шурӑ та кӗрентерех чечеке ларнӑ.
VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Хӑйсен ялӗнчен хӑнасем сахаллӑн пулчӗҫ.
VI // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Уйрӑмах хӑпартлануллӑн хӑйсен ачалӑхне аса илчӗҫ Чубайпа Элиме.
VI // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Унтан хӑйсен ялӗн пӗви хӗрне кайрӗ.
V // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Узин хӑйсен колхозӗнче унчченхи пекех учетчикра ӗҫлет.
IV // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Тӑваттӑмӗш кунне ҫеҫ Тетей кӑвак ҫутӑллах тухса шурӗ мунчаран, хӑйсен урамӗпе хӑвӑртрах иртме васкарӗ, ял ҫыннисенчен никам та ан куртӑрччӗ терӗ.
III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
— Пурнӑҫра пурин те хӑйсен илемлӗхӗсем пур, мӗн ан ту, пӗтӗмпех лайӑха, Тетей, — вӑл ӑна хулӗнчен ҫавӑтрӗ.
III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Пахчасен хыҫӗпе, хӑйсен пахчи витӗр таврӑнчӗ Узин килне.
II // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Ҫурҫӗрчченех ларчӗҫ вӗсем, хӑйсен кравачӗсем патне аран уйрӑлса кайрӗҫ.
I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.