Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушшине (тĕпĕ: хушӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Арӑмӗ картиш алӑкне уҫса хатӗрлесен, Ҫтаппан лашине кил хушшине ҫавӑтса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ҫтаппан лашине ҫамкинчен сава-сава илчӗ те чӗлпӗрӗнчен тытса ҫавӑтрӗ, суха туртисем хушшине кӗртсе тӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Озеровсем те ҫавсем хушшине кӗрсе тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗсем икӗ хутлӑ чул ҫуртпа сылтӑм кӗтесри хуҫалӑх лавкки хушшине кӗпӗрленсе тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Юхма пасарӗ вара шӑпах хир енчисемпе вӑрман енчисем хушшине, шӑп варрине вырнаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул — малалла // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Озеров шӑнкӑрч вӗллине ҫӗтӗк-ҫатӑкпа тирпейлӗн чӗркесе ҫыхрӗ те ӑна сулахай хул хушшине хӗстерчӗ, сылтӑм аллипе питне сивӗ юртан хӳтӗлесе, пахча вӗҫнелле утса кайрӗ, каялла пӑхкаласа илсе, васкасах шӑллӗ ҫурчӗ еннелле ҫул тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӗлке паҫӑрхи туратпа вулӑ хушшине ларса кӑштах сывлӑш ҫавӑрчӗ, унтан икӗ аллипе те туратран ҫатӑрласа тытрӗ те урисене ерипен вулӑ тӑрӑх аялалла шутарса пычӗ, унтан пӗтӗм кӗлетке йывӑрӑшӗпе йывӑҫран ҫакӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Акӑ вӑл чикмек вӗҫнех мӗшӗлтеткелесе ҫитрӗ, унтан хураман хулӑн вуллипе пысӑк турачӗ хушшине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Кӗрӗр!» тенине илтсен, иӳлӗме кӗчӗ, ҫӗлӗкне хывса, сулахай хул хушшине хӗстерчӗ, тӗпеле иртсе, Казаковпа ыттисене алӑ тытса сывлӑх сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушӑ чӳлмек // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар пӗр сӑмах та чӗнмерӗ, шӑпӑрт кӑна картишне тухрӗ, витесен алӑкӗсене уҫа-уҫа хучӗ те — мӗнпур выльӑх кил хушшине кӗпӗрленсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Петӗр юратнӑ тетӗшне салтӑнма пулӑшрӗ, сӑмса ҫинчи суранне ӑшӑ шывпа ҫуса йод сӗрсе ячӗ те, чӳречине карнӑ кухньӑри сӗтел хушшине ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ну, хаклӑ хӑнасем, сӗтел хушшине куҫса ларма сӗнетпӗр сире.

Куҫарса пулӑш

Учительница хваттерӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кунтах икӗ ватӑ юман хушшине туса лартнӑ пӳрт.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Килнӗ хӑнасем часах хӑмаран тунӑ сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗҫ, кил хуҫине те вӗсем хӑйсемпе пӗрле чей ӗҫме чӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӑнах та, ватӑ юман пек тӑн-тӑн шур сухаллӑ старик вӗсене, хӑнана килнӗ мӑнукӗсене, шултра пӗренесенчен мӑкласа лартнӑ пӳртре сӗтел хушшине лартсах хура ҫӑкӑрпа караслӑ пыл ҫитернӗччӗ, тин татнӑ кӑмпа та ӑшаласа панӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Иван, пуртенкке хушшине кинжал-ҫӗҫӗ хӗстерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ачисем тӑрса ҫӑвӑннӑ хыҫҫӑн пурне те сӗтел хушшине лартса ҫитерчӗ, икшер печени парса, чей ӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Икӗ ҫӑра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сергей, сӗтел хушшине ларса, хут татӑкӗ ҫине темскер ҫырчӗ, унтан шӑллӗне чӗнсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савнисем каллех тӗл пулчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар Пӑваран тавар тиесе килнине курса юлнӑ Хветут нумай тытӑнса тӑмарӗ, хул хушшине пушӑ михӗ хӗстерчӗ те ерипен тӗнкӗртетсе ун патне каҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Якку атте: «Мана кӑмсамул ҫапла хушрӗ, апла тумасан тӗрмене хуптарассипе хӑратрӗҫ» тесен, халӑх, тен, каҫарӗ те ӑна, — хӑй шухӑшне пӗлтерчӗ ҫӗлӗкне хул хушшине хӗстерсе тытнӑ тепӗр ватӑ ҫын.

Куҫарса пулӑш

Ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех