Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

утӑм сăмах пирĕн базăра пур.
утӑм (тĕпĕ: утӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӗ сирӗн валли тӗп саккун: утӑм турӑр пулсан ан иккӗленӗр.

Главное правило для вас сейчас: если уже сделали выбор, не сомневайтесь!

13-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ан вӗриленӗр, васкаса утӑм ан тӑвӑр.

Не горячитесь и не принимайте поспешных решений.

6-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Малтан пысӑк ӗҫ планланӑ пулсан пӗрремӗш утӑм тӑвӑр.

Если планировали что-то грандиозное, сделайте первый шаг к этому прямо сейчас.

3-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кашни утӑм пирки шутлӑр.

Думайте над каждым своим поступком!

3-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Юлашки утӑм – вара эсир палӑртнӑ тӗллев патӗнче.

Последний рывок — и вы у цели.

46-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хӑвӑр пӗрремӗш утӑм тума тӑрӑшӑр.

Старайтесь как можно чаще делать первый шаг.

42-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Савни тахҫанах утӑм тӑвасса кӗтет.

Ваш избранник давно ждет от вас ответного шага.

33-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Килте ӗҫлесе лармалли ӗҫ тупас шанчӑк пур, анчах тӗплӗ шухӑшламасӑр утӑм ан тӑвӑр.

Есть шанс найти работу на дому, только не принимайте необдуманных решений.

13-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Саадет-Гирей юлашки вӑхӑтра пӗтӗм ӗҫе Сулейман хушнӑ пек тӑвать, вӑл ирӗк памасӑр хӑй тӗллӗн пӗр утӑм та утмасть.

Куҫарса пулӑш

14. Боярсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ыйтса тӑратӑн тата, эсрел чунӗ! — ун еннелле темиҫе утӑм турӗ Сарри.

Куҫарса пулӑш

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Утӑм хыҫҫӑн утӑм, мӗн Хусана ҫитиччен!

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хула тулашне каяс пулсан кашни утӑм ҫав йывӑр кунсене аса илтерет.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫар ҫула тухать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗр-ик утӑм малалла сиксе хӗҫне сулса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Кӑваркуҫ ун патне утӑм тӑвасшӑнччӗ, Ҫӑхан сулса янӑ хӗҫрен пӑрӑнса хыҫалалла чакрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Тепӗр утӑм тусан сана касса вӗлеретпӗр, — хӗҫӗсене ҫиҫтерсе кӑларчӗҫ Ҫӑханпа Ҫиҫӗм.

Куҫарса пулӑш

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫыхса лартнӑ Шывпики патне ҫитиччен виҫ-тӑватӑ утӑм тӑрса юлсан ун умне Ҫӑханпа Ҫиҫӗм сиксе тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Вӑл илтнӗ кашкӑр Аспартан пӗр утӑм та каймасть, ҫӗрӗ-кунӗпе ӑна сыхлать.

Куҫарса пулӑш

Ултавлӑ ҫул // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Акӑ Сӳрек ҫывӑракан Каруман еннелле темиҫе утӑм турӗ.

Куҫарса пулӑш

Яик шывӗ патне кайни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Унӑн патӗнче, пӗр утӑм та каймасӑр, пӑлхар ачи хӗҫпе ларать.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫынсен патшалӑхӗнче // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Хальхи медицина математикӑпа физика наукисемсӗр пӗр утӑм та малалла каяс ҫук, — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Университет юбилейӗ // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех