Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытнӑ (тĕпĕ: тыт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем, ӑншӑрт тытнӑ ҫынсем пек тарӑхнӑскерсем, ҫак самантра кунти тутар княҫӗсене те, Хусанти мӗн пур халӑха та темӗн те пӗр каласа тӑкма, ҫӗр ҫинчи чи усал сӑмахсемпе вӑрҫма пултаратчӗҫ пулӗ, хӑйсем те васканӑшӑн, виҫӗ кӗлмӗҫе ыйтнӑ-ыйтман шӗкӗр хулана янишӗн ӳкӗнсе ҫакӑнтах ҫӗр айне анса кайма хатӗрччӗ-тӗр.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сан воеводусем ухмахла шухӑш тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тата ҫар пуҫӗсемпе мӗн пур ратниксем ҫакӑнтан та тӗлӗнчӗҫ: вырӑссем Атӑл тӑрӑх таҫта ҫити ҫӳренине пӗлекен ҫын, халиччен темле ҫапӑҫура та пулса курнӑ улан мӗнле ҫавӑн пек сыхланмасӑр хӑтланнӑ-ха, ку енче кам пуррипе ҫуккине тӗрӗслемесӗр-тумасӑр Кама урлӑ сулӑпа каҫма шут тытнӑ?

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах эсир ма Мускавалла ҫул тытнӑ?

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Умра аллине кукӑр патак тытнӑ ватлӑх тӑрать.

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Итле-ха, тӑванӑм, — терӗ вӑл ӑна айккинерех чӗнсе илсе, — тем тесен те Юнус усал шухӑш тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗн тӑвас, кунта пурӑнакансем ҫутҫанталӑк кӑларнӑ чӑрмава хӑйсем сирме шут тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӑткӑс вӑхӑтра пӗрлешсе ӗҫленӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11860-k- ... eshse-clen

Юлан утпа вӗҫтерсе пынӑ чух вӑл мулкача сӑнӑпа ҫӗклесе илме пултарать, хир сысни тытнӑ чухне унпа пӗччен ҫапӑҫӑва кӗрет.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халь мана пӗчӗк ачана тытнӑ пек тытса чарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ун хыҫҫӑн кӑшт каярах юлса ухӑ тытнӑ иҫниксем пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пулӑ тытнӑ эпир.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тен, начарах та пурӑнман пуль, ялти ырӑпа усалшӑн явап та тытнӑ пуль.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Утарта тытнӑ кайӑксене те, эпир панӑ тӑманасене те зоопарка илсе кайрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Чи хаклӑ парне // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 79–82 с.

Иккӗшне те лупас айне лартрӑмӑр, шӑши тытнӑ чух сыхласа ларма клевер уйне кӗрепле шӑчӑсем туса патӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Тытнӑ пулӑсене вара каллех пӗвене кайса яратпӑр, — пурте пӗр шухӑшлӑ пулса калаҫса татӑлчӗҫ ачасем.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ пулӑсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 56–59 с.

Чее тата хӑй: ҫерҫие эс кӑсӑяна тытнӑ пек тапӑ лартса часах тытаймӑн.

Куҫарса пулӑш

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Чӗпписене ҫитерме ӗнтӗ кайӑкӗ ҫӑварӗ тулли шӑна-пӑван тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ кайӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 25–26 с.

Пӗр пулӑҫ патне, теприн патне пырса, лешсем тытнӑ пулӑсене пӑхса кансӗрлесе ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ула курак меслечӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 22–23 с.

— Аха, лекрӗн! — терӗ леш «тискер» этем, хӑй персе тытнӑ пӑсарана ҫӗклесе.

Куҫарса пулӑш

«Тискер» этем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 17–19 с.

Эх, кӑткӑсен те тамаша сиксе тухрӗ: вӗсем тытнӑ типӗ курӑк хуҫӑлчӗ те, лӗпӗш икӗ кӑткине те ҫӗклесе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк паттӑрсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 13–14 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех