Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тултарнӑ (тĕпĕ: тултар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Учениксем ҫак машинӑпа кунсерен ултшар сехет ларса упражненисем тӑваҫҫӗ, профессор мана вӗсем ҫырса пынӑ пысӑк форматлӑ темиҫе хулӑн фолиант кӑтартрӗ, вӗсем ҫине туллиех тӗрлӗ пуплев татӑкӗсем ҫырса тултарнӑ.

Ученики занимались этими упражнениями по шести часов в день, и профессор показал мне множество фолиантов, исписанных подобными отрывочными фразами.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Патаксен вӗҫне сывлӑш тултарнӑ хӑмпӑсем ҫыхса лартнӑ.

К палкам были привязаны надутые воздухом пузыри.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Йывӑҫ урапа утаканскер тайӑлса кайнӑ та пуҫӗпе террассӑна ҫапӑнса ванчӑк чӳрече витӗр пушкӑ йӗтри пек вирхӗнсе тӳрех кисель тултарнӑ чашӑка пырса тӑрӑннӑ вӑл.

Он, потеряв равновесие на ходулях, как пушечное ядро влетел на террасу головой вперёд и угодил прямо в миску с киселём.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Сӗтел ҫине хура ҫырла киселӗ тултарнӑ чашӑка пырса лартрӗҫ.

На столе появилась миска, до краёв наполненная черничным киселём.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Сарайӗнче ларас чух выҫӑ вилес мар тесе Эмиль унта темӗн те пӗр хурса тултарнӑ.

Эмиль давно уже позаботился о том, чтобы не умереть с голоду в сарае.

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Пӗрре пӑхсан вӗсем пысӑк ҫӑмах пек, анчах та хӑмӑртарах тӗслӗ тата шала сысна салин татӑкӗсене тултарнӑ.

По виду это что-то вроде больших клёцок, но они бурого цвета и начинены кусочками свиного сала.

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ютран килнӗ, вырӑнти интерессемшӗн пӗртте тӑрӑшман ҫын, тулли чыхса тултарнӑ укҫа хутаҫҫи пулӑшнипе суйлавҫӑсене хӑй майлӑ ҫавӑрса, вырӑнти халӑхран тивӗҫлӗрех кандидата суйлас вырӑнне хӑйне суйлаттарни пулман-и?

Разве не может какой-нибудь пришелец, вполне равнодушный к местным интересам, при помощи тугого кошелька убедить избирателей голосовать за него вместо гораздо более достойного кандидата из местных жителей?

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Король ӑна сӑнаса пӑхма шыв тултарнӑ лаххана яма хушрӗ.

Король приказал пустить ее для испытания в лохань с водой.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Тепрехинче эпӗ арлан чавса кӑларса тултарнӑ тӑпра купи ҫине хӑпарса тӑтӑм та шӑтӑка мӑй таранах анса кайрӑм.

В другой раз я взобрался на свежую кротовью кучу и провалился по шею в нору.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Пӗррехинче апатланса ларнӑ чухне ҫак усал анчӑк ҫури, эпӗ ун ҫинчен темскер каланӑшӑн пит тарӑхса кайнипе король майри пуканӗн урлашки ҫине хӑпарса тӑчӗ те, мана, пилӗкрен ярса тытса, хӑйма тултарнӑ кӗмӗл чашӑк ҫине пӑрахрӗ.

Однажды за обедом этот злобный щенок так рассердился на какое-то мое замечание, что, взобравшись на ручки кресла ее величества, схватил меня за талию и бросил в серебряную чашку со сливками.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Пирӗн пичке чухлӗ кӗрекен ылтӑн черккене тултарнӑ эрехе пӗрре сывламасӑр типӗтсе хуратчӗ.

Она залпом выпивала золотой кубок вместимостью с нашу бочку.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫак шакӑртма чул катӑкӗсем тултарнӑ пӗчӗк пичке евӗрлӗччӗ, ӑна ачи пиҫиххинчен канатпа ҫыхса янӑччӗ.

Эта погремушка напоминала бочонок, наполненный камнями, и была привязана к поясу ребенка канатом.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Таврари ҫӗре пит аван ӗҫлесе акса тултарнӑ, анчах мана нимрен ытла курӑк ҫӳлли шалт тӗлӗнтерсе ячӗ: унӑн ҫӳлӗшӗ ҫирӗм фута ҫитет.

Земля кругом была хорошо возделана, но меня поразила высота травы: она достигала двадцати футов.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Хырӑмне кӑлпассипе тултарнӑ арҫын ача ҫавӑн чухлӗ ҫынна телей кӳрессе кам шутлатӑр!

Подумать только, что мальчик, до отказа набитый колбасой, может сделать стольких людей счастливыми!

Вырсарникун, июнӗн вуннӑмӗшӗ, Эмиль Идӑна флагшток ҫине ҫӗкленӗ кун // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Сӗтел леш енче — тӑварланӑ сысна какайӗ тултарнӑ чан тата питӗ пысӑк шкап.

За столом — деревянный чан с солёной свининой и огромный шкаф.

Вырсарникун, июнӗн вуннӑмӗшӗ, Эмиль Идӑна флагшток ҫине ҫӗкленӗ кун // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Унта кӑпӑшка ҫавра ҫӑкӑрсем темӗн чухлех, юнашарах сап-сарӑ сыр ҫаврашкисем, услам ҫу тултарнӑ савӑтсем лартнӑ сӗтел.

Полный румяных караваев, а рядом — стол, уставленный жёлтыми сырами и глиняными крынками со свежесбитым маслом.

Вырсарникун, июнӗн вуннӑмӗшӗ, Эмиль Идӑна флагшток ҫине ҫӗкленӗ кун // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Усал чӗлхесем унӑн арӑмӗ мана ытла та хытӑ юратса пӑрахнӑ тесе элеклесе тултарнӑ.

Злые языки насплетничали ему, будто ее светлость воспылала безумной страстью к моей особе.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Тепӗр пӳлӗме темле чылай вӗтӗ те ҫӑмӑл хура пӗрчӗсем тултарнӑ.

В другом отделении насыпаны какие-то черные зерна, довольно мелкие и легкие.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ тултарнӑ карҫинккасем йӑтнӑ ҫынсем ҫӗр ҫын та ытла ҫав пусмасем тӑрӑх хӑпарчӗҫ те ман ҫӑвар патнелле утрӗҫ.

Более сотни туземцев, нагруженных корзинами с различными кушаньями, взобрались по этим лестницам и направились к моему рту.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Сире Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ ятпа саламлатӑп!

Поздравляю вас с 550-летием Чебоксар!

Михаил Игнатьев Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ ятпа саламлани // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2019/08/15/pozdravle ... atjeva-s-d

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех