Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

типӗ сăмах пирĕн базăра пур.
типӗ (тĕпĕ: типӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ытах хытӑ тесен, типӗ улӑм пур, — мӑкӑртатрӗ старик.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗсен сӑмахне итлесе, эсӗр типӗ тытатӑр, хӑйсем ҫав вӑхӑтрах аш-пӑш, сӗт-ҫу апачӗсем ҫиеҫҫӗ, ӗҫкӗ-ҫикӗпе иртӗхеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳре // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ырашӗ типӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗл каҫа кил картинче пурӑнса йӑлӑхнӑ, типӗ улӑм ҫисе касӑхнӑ шурӑ, хура, ула сурӑхсем, кӑтра путексем, вӑрӑм мӑйракаллӑ, мӑн сухаллӑ качакасем тин ҫеҫ шӑтнӑ курӑка ҫивӗч шӑлӗсемпе ҫӗр ҫумӗнченех кӑтӑртаттарса илеҫҫӗ, пуҫӗсене ҫӗклемесӗр, никам ҫине пӑхмасӑр, малтан мала кайса пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шултрараххисене, ҫӗр ҫине хурса, пӗр-пӗрин ҫумне ҫыхрӗҫ, ҫиеле ҫӳп-ҫап, ҫӗрӗк ҫӑпатасем, типӗ тислӗк, унтан татах ҫавӑн пек тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр купаларӗҫ те ӑна тивертсе ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗлтӗр типӗ ҫанталӑка пула ял хуҫалӑх культурине шӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Симӗс ылтӑн» ытамӗнче // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11312-si ... -ytam-nche

Вут тивретсе янӑ типӗ ӑвӑ пекех вӗсем — чунӗсем хускалсан нимпе те тытса чараймастӑн.

Куҫарса пулӑш

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эх, кӑткӑсен те тамаша сиксе тухрӗ: вӗсем тытнӑ типӗ курӑк хуҫӑлчӗ те, лӗпӗш икӗ кӑткине те ҫӗклесе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк паттӑрсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 13–14 с.

Типӗ ӳслӗк тӑнранах ярать.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Эпир те ҫӗнӗ ҫула типӗ ирттерместпӗр!

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Куҫӗнче типӗ ҫиҫӗм ялкӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Ҫыран хӗррине тухнӑ кӑвакал ами чӗпписене типӗ ҫӗре тухма нартлатсах тархаслать.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Типӗ шӗшкӗ ҫапписем хуҫса тиерӗм те каялла килме хатӗрлентӗм.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Ҫураки вӑрӑма тӑсӑлни те, типӗ ҫанталӑкпа йӗпе-сапа тӑни те хресчене лайӑх тухӑҫ илме чӑрмав кӳреймен.

Куҫарса пулӑш

Кӗр мӑнтӑрӗпе ларать хресчен кӗрекене... // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11575-k- ... n-k-rekene

Кӑвакарса кайнӑскере, эрех ӗҫтерсе типӗ кӗпе-йӗм тӑхӑнтартнӑ, кӗрӗк витсе вырттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пичче инкекӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Темӗнле типӗ мунча ҫинчен калаҫрӗ пачӑшкӑ, — сӑмах хушрӑм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Мункун умӗн эпир, шкул ачисем, аслӑ типӗ кӗллине ҫӳреме тытӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Типӗ вутӑ ялкӑшса ҫунать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Манӑн тус пӗчӗк шурӑ аллипе типӗ курӑка татса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӑл типӗ пулӑ яшки ҫисе ларать.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк учительница // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех