Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тархасшӑн сăмах пирĕн базăра пур.
тархасшӑн (тĕпĕ: тархасшӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Тухтӑр, — тимӗрҫӗ лаҫҫинчи шӑтӑк вӗркӗчле хӑрӑлтатрӗ пациент, — сыватсамӑр мана, тархасшӑн

— Доктор, — хрипя, как дырявый кузнечный мех, сказал пациент, — вылечите меня, пожалуйста.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 305–309 с.

— Манӑн сире кӳрентерес килмест, анчах ҫапларах шухӑшлатӑп: енчен те эсир эпӗ ыйтнине хирӗҫлес тӗк, тархасшӑн, мана кӑшкӑрса ан тӑкӑр.

— Мне не хочется огорчать вас, но я думаю, что если вы не сделаете, о чем я буду просить, все же кричать на меня не будете.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 259–266 с.

Анчах, тархасшӑн, каласамӑрччӗ, ҫак ырлӑх… маншӑн хӑҫанччен тӑсӑлӗ-ши?

Но скажите, пожалуйста, — как долго будет длиться такое мое благоденствие?

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 253–258 с.

— Нурс, тархасшӑн, ҫурҫӗр енчи, кӗтесри зала уҫсамӑр, — терӗ вӑл.

Войдя, Геннисон сказал: — Нурс, откройте, пожалуйста, северную угловую.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 147–152 с.

Чӗрӗ пулӑ — тархасшӑн, укҫӑра — пичке ҫине!

Рыба свежая пожалуйте, и деньги на бочку.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.

Тархасшӑн, ан ула, — тет йӑмӑкӗ, — пирӗн васкамалла; килте, ахӑртнех, пӑшӑрханаҫҫӗ, пӗтӗмпех — сана пула.

— Пожалуйста, не реви, — говорила она, — нам надо торопиться; дома, наверное, уже беспокоятся, и все по твоей милости.

Хушу — ҫар валли // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 81–84 с.

Ан хускал, тархасшӑн, ҫапла лӑпкӑрах.

Не шевелись, пожалуйста, так спокойнее.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

— Кулсамӑр, тархасшӑн, кулсамӑр! — сасартӑк кӑшкӑрса ячӗ Гутан.

— Улыбайтесь же, улыбайтесь! — вдруг крикнул Гутан.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

— Ҫапла, ҫапла, — васкавлӑн хуравларӗ хӗр, — анчах та, Трумвик, тархасшӑн, кайрӑмӑр!..

— Да, да, — поспешно сказала девушка, — но, пожалуйста, Трумвик, идем!..

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Унтан тата… тархасшӑн, ан кӑшкӑрсамӑр.

И затем, пожалуйста, не кричите.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Кирлӗ тӗк — тархасшӑн, вӑратӑр мана.

Если нужно будет, пожалуйста, разбудите меня.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

— Тархаслатӑп, каҫарсамӑр, — пӑшӑлтатрӗ вӑл кимӗсӗр юласран шикленсе, — тархасшӑн, тӑхтӑр…

— Простите, прошу вас, — шепнул он, соображая, что может лишиться лодки, — подождите, пожалуйста.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Сӑпани, тархасшӑн, май тупса, ман пирки сӑмах пуҫласа яр.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эпӗ вара тепре калатӑп: асӑрхануллӑ пул, тархасшӑн.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ҫапах эсӗ, тусӑм, тархасшӑн, тепре тӗрӗсле ӑна, э?

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Итле-ха, пултарайсан, тархасшӑн, пулӑш мана тепре, э?

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнпа та, тархасшӑн

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тархасшӑн, ан кай, пӗр сӑмах кӑна калатӑп сана!

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тархасшӑн, ан шавла! — терӗ Мӗтри шӑппӑн.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӗненӗр, тархасшӑн.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех