Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

персе (тĕпĕ: пер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хӑҫан? — тенӗ чӑваш ӑнланмише персе.

— Когда? — солдат прикинулся дурачком.

III // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑраса ӳкнӗ, вӑтанса ҫӗр тӗпне анса кайнӑ салтак шыв шыраса пӗр ҫӗре пусрӗ, пӗр крана пӑрчӗ — ҫук шыв… те темскере туртсан, те тӗксен пулчӗ вӑл (Ваҫук темӗн те туса пӑхрӗ), урайӗнчи унитазран сасартӑк шыв персе тухрӗ.

Перепуганный насмерть и сгорающий со стыда солдат стал искать воду, чтобы смыть свой «позор». Наступил на педаль, покрутил кран — нет воды… Он продолжал дергать, толкать краны и педаль, и вдруг из унитаза вверх забила струя воды.

II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӗсен хушшине пырса кӗрсе — е нимене Уккапа пӗрле кайса, е иксӗмӗр те нимене каймасӑр — вӗсен савӑшуне сӳнтерес вырӑнне кутӑна персе эпӗ хам вӗсене ҫыхланса кайма пулӑшрӑм пуль ҫав.

Вместо того, чтобы вместе пойти обоим, я встрял меж ними и тем повязал их, помог состояться свиданию…»

Ҫухалнӑ ҫынна тупни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫамрӑк хӗрарӑм кӑшт ҫеҫ ҫӗре персе анмасть.

Укку будто ударили — голова закружилась.

Кӑван хуппи уҫӑлнӑ кун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӗмӗр калас ҫук сӑмахне персе ячӗ Михапар.

И тут Михабар выпалил то, чего бы не сказал никогда в жизни:

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫӳрессе те мӗскӗне персе ҫӳремест.

И вид у нее не был нищенским.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Путвалтан йывӑр сывлӑш персе тухрӗ.

И из подвала хлынул тяжелый, спертый воздух.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тӳрленкелесе ларнӑ-ларман каллех ӳкме хӑтланса тайкаланнӑ, хӑй персе анман-ха ҫапах.

Едва держится на лошади, но не падает и не слезает.

Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тен, чӳречинчен эрех кӗленчипе персе хӑратнӑ ҫеҫ эп ӑна, нимле сиен те туман? — шухӑшлатъ Янтул.

А может, тогда с Михайловым они только напугали его, швырнув в окно бутылку, и не причинили больше никакого вреда?..

Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫамки ҫине сивӗ тар персе тухрӗ.

На лбу выступил холодный пот…

Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑтана килнисен кӑмӑлне ним каласа сивӗтме пӗлменнипе Савтепи юлашкинчен тӳррипех персе ярать: эп качча кайнӑ тет.

Когда Савдеби надоело отнекиваться всякими отговорками, она взяла и ляпнула последнее: — Да замужем я, замужем! Отстаньте все от меня!

Хитре хӗрӗн чап каять // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тен, эппин, чи хӑрушши — персе е ҫакса вӗлерме те пултарӗҫ, мӗншӗн тесен хӗҫ-пӑшал вӗсен аллинче.

Ну пристрелят наконец или повесят, потому что у них в руках оружие.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ма мӗскӗне персе лармалла унӑн пуп умӗнче?

Чего ему пресмыкаться перед этим обжорой?

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сасси ку енне юлчӗ, хӑй урама персе тухрӗ.

Визг остался во дворе, а сама свинья оказалась на улице!

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ун вырӑнне Янтул ухмаха персе хура-мара ӗҫре вӑхӑтне ирттерет.

Но вместо всего этого он валяет дурака, занимаясь глупыми бесконечными делами.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӑҫта та пулин ӗҫкӗ тупсан персе супать те, урӑличчен кирле ҫӗре ҫитсе ӳкес тенӗ пек, часрах килне танкӑлтатса таврӑнать.

Но стоит ему где-нибудь напиться, он, словно боясь протрезветь, быстренько ковыляет домой — и тут уж держись, Салагаик! —

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Макӑл пӑхрӗ те вӑл — тӳперен ҫӗре персе анчӗ: ун умӗнче Микки тӑра парать.

Он вскинул голову — и сошел с небес на землю: перед ним стоял Микки.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Виҫҫӗмӗш хут мекеҫленме тӑнӑ хӑйпак юлашкинчен хӑй персе анчӗ те ҫухӑрса йывӑҫ ҫумне пырса тӗршӗнчӗ.

А сухопарый предпринял еще одну попытку, но не удержался и съерошился, присел под дубом и взвыл в голос.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чупрӗ-чупрӗ те ҫӗре персе анчӗ.

Он не помнит, сколько верст отмахал, пока без сил не рухнул на землю.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ухмах пуҫпа тем персе ярасси пур.

боится по пьянке выболтать ненужное,

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех